Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шкултан вӗренсе тухсан, вунтӑват ҫулти Свифт Дублин университетне вӗренме кӗнӗ; унта вӑтам ӗмӗрсенчи йӗркесем ҫирӗп тытӑнса тӑнӑ, вӗренмелли тӗп предмет богослови пулнӑ.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Писателӗн ашшӗ, ҫамрӑк акӑлчан ҫынни Джонатан Свифт ӗҫлесе укҫа тупас тесе арӑмӗпе пӗрле Англирен Ирландин тӗл хулине Дублина куҫнӑ.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Вӗсем хӑйсем тӑршшӗпех пуҫпулса тӑрас тесе халӑха Свифт тӑрӑхласа кулнӑ ӗлӗкхи аслашшӗсенчен те ытларах чее те хаяр майсемпе улталаса пусмӑрлаҫҫӗ.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Акӑлчансен XVIII ӗмӗрти прогрессивлӑ писателӗ Джонатан Свифт (1667 — 1745) хӑйӗн «Гулливер ҫулҫӳренисем» ятлӑ сатирӑллӑ романӗпе пит чапа тухнӑ.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Свифт тата Байрон пессимизмӗсем тени — вӑл пурнӑҫӑн тата этемӗн пулса ҫитейменлӗхӗсене пӗҫертекен, вӗсене ҫийӗнтерекен протест ҫеҫ пулать.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ак хулпуҫҫипе тӗртет алӑка йӑлт ҫӗршӗннӗ мистер Свифт.
Сифилис // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 134–142 с.
Анчах капитан чыс пачӗ, Свифт — сифилитик анчӗ ҫырана.
Сифилис // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 134–142 с.
Кӑвак тӗтӗм тӗтӗрсе сӑмсинчен, ункӑн-ункӑн кӑларса, — эс ан тив! — тухать чи малтан сенкер ир ҫутинче сысна королӗ — Свифт.