Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халлӗхе электричествӑна станицӑсенчи пӳртсене кӑна кӗртнӗ-ха, — каҫхине, ҫӗрле пур ҫӗрте те ҫутӑ ялкӑшса тӑрать, кӑнтӑр кунӗнче, ҫынсем уйра чухне, турбина пушӑлла пекех ҫавӑрӑнать — ҫакӑ Семёна сахал мар хурлантарнӑ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пур пӳртсене те питӗрнӗ, крыльцисене каҫах ҫуса тасатнӑ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тусан пуснӑ тата ырса пӳхнӗ салтаксем, хӑйсем пуррине тӗрӗслеттереҫҫӗ те, вырнаҫса ларма пуҫтарӑнакан ҫӑвӑр хурт пек, плошадьсемпе урамсем тӑрӑх шавласа сапаланса каяҫҫӗ; казаксем кӑмӑлсӑр пулнине асӑрхамасӑр, икшерӗн-виҫшерӗн, хаваслӑн калаҫса тата пӑшалсемпе чанкӑртаттарса, вӗсем пӳртсене пырса кӗреҫҫӗ, ӑпӑр-тапӑрсене ҫакса хураҫҫӗ, хутаҫсене салатаҫҫӗ, хӗрарӑмсемпе шӳт туса калаҫаҫҫӗ.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ыйхӑлӑ хӗрарӑмсем, вӗсене ҫӗрле иле-иле тухса, амӑшӗсем патне яраҫҫӗ те, унтан, каллех кӗпе аркисемпе чӗркесе, сӗрӗмлӗ ӑшӑ пӳртсене йӑтса кӗреҫҫӗ, вара качака путеккисенчен, вӗсен кӑтрашка ҫӑмӗнчен ҫав тери чечен те тап-таса сивӗ сывлӑш шӑрши, тӗрлӗрен тӗслӗ курӑклӑ утӑ шӑрши, качака сӗчӗн тутлӑ шӑрши кӗрет.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Пӳртсене тата?
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ялта шӑп, пурне те ыйхӑ пуснӑ; сас-чӗвӗсӗр ларакан пӳртсене яриех уҫса пӑрахнӑ; пӗр чӗрӗ чун та курӑнмасть; пӑчӑ сывлӑшра шӑнасем ҫеҫ кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе сӗрлесе вӗҫеҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳртсене резинӑран туманнипе вӗсем сарӑлма пултарайманни пирки шеллесе философилле калаҫнӑ хыҫҫӑн, юлашкинчен комендант ҫӗнӗ ҫынсене пирвай тӗл пулнӑ пӳртех тӗртсе кӗртсе ячӗ: — Ҫакӑнта ҫӗр каҫӑр, ыран йӗркине тупӑпӑр, — терӗ вӑл.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫил-тӑман пек ҫавӑрттарса ҫулӑм варкӑшать, йӑлтӑртатса вут-хӗм сирпӗнет тавралла, пӳртсене вут хыпса илчӗ.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Юр хӳсе лартнӑ, чӑрӑш ҫаппипе витнӗ ҫӗр пӳртсене аякран асӑрхама та ҫук.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунӗ-кунӗпе картла ҫапакансене, «Шӑршлӑ качака такисене» арӑмӗсем пӳртсене питӗрсе лартса выҫӑ аптратаҫҫӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.