Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пичӗ (тĕпĕ: пит) more information about the word form can be found here.
Пӗри хӗвел пек ҫуталса тӑракан яка питлӗ ҫамрӑк ача, тепри — пичӗ пӗркеленсе пӗтнӗ карчӑк.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пичӗ каллех хӗвел пек ҫуталать.

Help to translate

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫаврака пичӗ ҫине чечеклӗ тутӑрӗнчен хӗрлӗ ҫутӑ ӳкрӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пичӗ тӑрӑх, ҫурӑмӗ тӑрӑх тар юхать.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пичӗ ҫинче ҫаплах юр ирӗлет, — терӗ Маркел, ҫынна хускаткаласа.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвакарма пуҫланӑ кӗске ҫӳҫӗпе ҫаврака пичӗ Откан аппан сӑнне арҫын ачанни пек кӑтартаҫҫӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн тӗксӗмрех чӑп-чӑмӑр пичӗ витӗр темле куҫа курӑнман уйӑх ҫуталса тӑрать, тейӗн.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Таттуҫ аппан тӑрӑхла пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ, шӑпӑртатса анчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эп ун ҫывӑхне пыман, — Хӗветӗрӗн пичӗ пӗҫерсе илчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав самантрах темле улӑп вӑрӑм чӑпӑрккине сӗтӗрсе ҫавӑрса шартлаттарнӑн, ҫывӑхрах темскер шатӑртатса ҫурӑлать те, ҫӗр пичӗ тӗттӗмре тӑр-тӑр-тӑр! чӗтренсе илет.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн хӗрлӗ ҫӳҫӗпе хуратутлӑ пичӗ тата ытларах хӗрелсе кайнӑ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пылпа ҫу ҫинче пурӑнса та, пичӗ чӑмӑрланаймарӗ, кӑкӑрӗсем ӳсмерӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сӑнани пӗркеленнӗ пичӗ тӑрӑх шӑпӑртатса юхса аннӑ куҫҫуле чӗрҫитти вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫич-сакӑр хӗр! — пичӗ пӗркеленме пуҫланӑ Мария Тимофеевнӑн сенкер куҫӗсем кулса илчӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, чыслӑ та тӳрӗ хӗрарӑм, вӑрра курсан тӳсеймерӗ, ун пичӗ ҫине сурчӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫынна ҫаратма вӗренетӗн-и, йытӑ ами! — шӑл витӗр эхлетрӗ те Лукарье Анук пичӗ ҫине лачлаттарса сурчӗ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн нушапа ырханланнӑ пичӗ ҫинчи ҫӑлтӑр куҫсем Микулана ҫеҫ мар, такама та ухмаха ертме пултарӗҫ!»

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье пичӗ хӗрелсе, пӗҫерсе кайрӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачан куҫӗсем шывланчӗҫ, пӑчӑр-пӑчӑр куҫҫуль тумласа анчӗ пичӗ ҫине.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫаврака пичӗ ҫинче пӗркеленчӗксем кӑшт палӑраҫҫӗ пулсан та пит ҫӑмартийӗсем ялкӑшса-ҫиҫсе тӑраҫҫӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed