Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Молли (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Тасал! — терӗ Молли.

— Убирайся! — сказала Молли.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Чиперккеҫӗм, Молли, ырӑ пулсамӑр, пӗчченлӗхӗрте эпӗ сире курма килнине хакласамӑр.

 — Прекрасная Молли, сделайте милость, обратите внимание на то, что я пришел навестить вас в вашем уединении.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Салам, Молли! — терӗ вӑл.

— Привет, Молли! — сказал он.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпир малтанхи пекех ларатпӑр, Арколь вара Молли патне пычӗ, ӑна ҫупӑрларӗ те Дюрок ҫине тархаслакан куҫӗсемпе тинкерчӗ.

Все мы продолжали сидеть, кроме Арколь, которая подошла к Молли, став рядом с ней, она бросила Дюроку отчаянный умоляющий взгляд.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли тутине ҫыртнӑ та аппӑшӗпе пирӗн ҫине пӑхать.

Молли, закусив губы, смотрела на нее и на нас.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Сапаланнӑ япаласене ҫак вӑхӑтра Арколь лӑпкӑн пуҫтарать-чӗркет, аппӑшне шухӑшлӑн тӗсесе Молли япаласене хӑех тирпейлесе пӗтерчӗ те аппӑшне ҫепӗҫҫӗн ыталарӗ.

В это время Арколь спокойно свертывала и укладывала все, что было разбросано, Молли, задумчиво посмотрев на нее, сама подобрала вещи и обняла молча сестру.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эстамп Молли кӗпи питех те килӗшӳллине, ҫав тери лайӑххине ӗнентерме пикенчӗ.

Эстамп стал уверять Молли, что ее платье ей к лицу и что так хорошо.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли йӗри-тавра пӑхкаларӗ, арча патнелле ыткӑнчӗ те унтан тӗрлӗ пусма таткисем, чӗнтӗр-чӑлха, ҫыхса хунӑ чӗркем-тӗркем кӑларма пуҫларӗ; пӗр минут та иртмерӗ — ун тавра япаласем купаланса тулчӗҫ.

 — Она осмотрелась, бросилась к сундуку и стала вынимать из него куски разных материй, кружева, чулки и завязанные пакеты; не прошло и минуты, как вокруг нее валялась груда вещей.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли тинех вӑранчӗ тейӗн.

Молли как бы очнулась.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли, тархасшӑн, урӑх ан кутӑнлашсам, — терӗ Арколь, — сана телей кӗтет!

— Молли, не упрямься больше, — сказала Арколь, — тебя ждет счастье!

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Вӑл тӗрӗс калать, Молли, — терӗ Эстамп, — пин хут тӗрӗс.

— Он прав, Молли, — сказал Эстамп, — тысячу раз прав.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эсир, Молли, питӗ ҫамрӑк, сирӗнешкел ҫамрӑк этеме вара ӗҫе кирек хӑш еннелле те татса памашкӑн тепӗр чухне вӑл хӑй туса хуракан мӗлке те ҫителӗклех, унтан вара — йӑнӑшне йышӑниччен вилме те ҫӑмӑлрах тет ахӑр.

Вы очень молоды, Молли, а человеку молодому, как вы, довольно иногда созданного им самим призрака, чтобы решить дело в любую сторону, а затем — легче умереть, чем признаться в ошибке.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Сире илес тек, Молли, эсир — хӑвӑрӑн мӗн пур ыйтӑвӑрпа шанман-ӗненмен ҫынсен сиенлӗ те вӑйлӑ витӗмӗнче.

Что касается вас, Молли, то вы находитесь под вредным и сильным внушением людей, которым не поверили бы ни в чем другом.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли хӗрсе ҫитнӗрен чӗтремеллипех чӗтрет, аппӑшӗ вара вӑйпах кулам пек тӑвать, сӑмахсен хӗрӳллӗ вӗҫевне сӑнӗнчи хистевлӗ лӑпкӑлӑхӗпе мӑнаҫлӑх мӗлки ывӑтасшӑн; калаҫу вара, ахӑртнех, Молли пурнӑҫӗнчи чи-чи пӗлтерӗшлине хускатнӑ.

Молли вся дрожала от возбуждения, ее сестра улыбалась насильно, стараясь искусственно спокойным выражением лица внести тень мира в пылкий перелет слов, затронувших, по-видимому, все самое важное в жизни Молли.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ӑнланмалла: эпӗ тарӑхнӑччӗ, кичемленсех ҫитнӗччӗ, ҫавӑнпа та вӗсемпе шапӑлтатма пикентӗм: кунта, ахӑртнех, пурте пӗр-пӗрне пӗлеҫҫӗ е кӑштах чухлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та сирӗн адресӑра, Молли, мана питӗ тӗплӗн кӑтартрӗҫ.

Естественно, я был обозлен, соскучился и вступил с ними в разговор: здесь, по-видимому, все знают друг друга или кое-что знают, а потому ваш адрес, Молли, был мне сообщен самым толковым образом.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Сирӗн енчен ку — сысналӑх, — пуҫларӗ Эстамп хӗрарӑмсене пуҫ тайса тата Молли ҫине куҫ хӳрипе ҫеҫ пӑхса, анчах ҫавӑнтах кулса ячӗ, пит ҫӑмартисенче — путӑксем, вара чӑн-чӑн этем пекех чӑнласах тата кӑмӑллӑн пуплеме пуҫларӗ.

— Это свинство с вашей стороны, — начал Эстамп, кланяясь дамам и лишь мельком взглянув на Молли, но тотчас улыбнулся, с ямочками на щеках, и стал говорить очень серьезно и любезно, как настоящий человек.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли сиксе тӑчӗ, куҫӗсене хыпалансах шӑлать.

Молли вскочила, поспешно вытирая глаза.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Еплерех ку Молли — чипер-и?

А что эта Молли — хорошенькая?

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли йӗрет, Дюрок вара ӑна ӳкӗте кӗртесшӗн.

Молли плачет, и Дюрок ее уговаривает.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Унта вӗсем, виҫҫӗн: вӑл, Молли тата унӑн аппӑшӗ.

 — Там они, трое: он, Молли и ее сестра.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed