Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл эпӗ кӗнине малтан илтрӗ, малтан курчӗ, вара ман ҫине пӑхрӗ.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Малтан икӗ юпине ҫирӗплетрӗм, унтан тата темиҫе юпа лартрӑм, ҫӳле малтанхи пекех хӑмасем хутӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ирчченех канлӗ ыйхӑпа ҫывӑртӑм, мӗншӗн тесен малтанхи каҫ ытла та сахал ҫывӑрнӑччӗ, тепӗр кунне каҫченех пӗр канмасӑр ӗҫленӗччӗ, малтан карап ҫинчи япаласене сулӑ ҫине тиенӗччӗ, унтан ҫыран хӗррине куҫарнӑччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вучӗ ҫавӑн пек мӗлтлетсе илчӗ-ши е пурин те чи малтан ҫыннӑн питне курас килнипе ҫапла пулчӗ-ши, анчах та тӗлӗнмелле ҫаврӑнса тухрӗ: пӑхакансем чи малтан унӑн питне мар, тумтирне мар, куллине асӑрхарӗҫ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Эпӗ хам чи малтан сӗнтӗм, ун айӑпне пӗлекенни те чи малтан хам пултӑм…
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах иртнисене аса илсен вара хӑш чухне, — малтан, чӑнах та, хӑш чухне кӑна пулатчӗ, каярахпа час-часах ҫапла пула пуҫларӗ, — вӑл кашнинчех кӑмӑлсӑрланакан пулчӗ, малтан кӑшт ҫеҫ, асӑрхамалла та, пӗлмелле те мар, — кампа? мӗнпе? — халӗ акӑ кампа кӑмӑлсарланни те палӑрчӗ: вӑл хӑйпе кӑмӑлсӑрланать, анчах мӗншӗн-ха?
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та, — вуласа тухнӑ страницӑсем хыҫҫӑн мӗн ҫинчен каласа кӑтартассине яланах малтан пӗлсе тӑнӑ пекех, ҫак «анчах» мӗне пӗлтернине те вулакан малтанах пӗлет, анчах, паллах ӗнтӗ, иккӗмӗш хут тӗл пулсассӑн, Кирсановӑн туйӑмӗ Крюкова патнелле пӗрре те малтанхи пек туртӑнмарӗ: Кирсанов Крюковӑран тахҫанах сивӗнчӗ ӗнтӗ; Кирсановшӑн вӑл тахҫан юратнӑ хӗрарӑм ҫеҫ пулса тӑчӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Атьӑр, атьӑр, питӗ хаваслӑ пулать ку, — анчах ку шухӑша малтан эсир каларӑр, апла пулсан, пуҫласса та малтан хӑвӑрах пуҫлӑр, — тет Вера Павловна.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Малтан пӗри ҫепӗҫ те хулӑн сассине янӑратрӗ, — вӑл пӗр-ик ҫаврӑм тусанах, тепри ҫав юррах ҫӗнӗрен пуҫларӗ, малтанхи малаллах кайрӗ… — виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш те ҫав майлах, пӗрин хыҫҫӑн тепри хутшӑнса пычӗҫ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫурҫӗр Ҫӗрне Вилькицкий тупиччен ҫур ҫул малтан Татаринов капитан тупни ҫинчен Николай Антоныч чи малтан пӗлтерме ӗлкӗрчӗ, — кӑна вӑл эпӗ Катьӑна парса янӑ капитан ҫырӑвӗнчен илнӗ ӗнтӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн малтанхи шухӑшӑм ҫирӗпленсе ҫитрӗ, судьясем манран эпӗ Швабрин каланине хирӗҫ мӗн калама пултарасси ҫинчен ыйтсассӑн, эпӗ хам ҫинчен айӑпа сирсе ярас тӗлӗшпе малтан каласа панисӗр пуҫне урӑх сӑмахӑм ҫукки ҫинчен каларӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Юрать эппин: малтан килтӗн, малтан вӗҫетӗн.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Малтан манӑн пемелеччӗ, анчах та, ҫилӗ ҫав тӗрлӗ капланса килнипе, эпӗ хам тӗл перессе питех шанмарӑм, хама кӑшт лӑпланма вӑхӑт пултӑр тесе, эпӗ малтан ӑна пӗртересшӗн пултӑм; ман тӑшман килӗшмерӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пӗр вырӑнта кӑштах тӑрсан, хӑнӑхман пирки, протезсене урасем ҫумне ҫирӗплетнӗ вырӑнта питӗ хытӑ ыратнине туйса, Мересьев малтан хуллен кӑна пӗр костыльне, унтан теприне илсе пусрӗ, кӗлеткин пӗтӗм йывӑрӑшне вӗсем ҫинелле куҫарчӗ, вара малтан пӗр урине, унтан тепӗр урине малалла туртрӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Ҫуркунне чӑн малтан серте яшки ҫимелле, малтан вӗлтӗрен яшки астивсен ҫулталӑкӗпех вӗтӗленсе пурӑнатӑн теҫҫӗ», — вӑрттӑнлӑха уҫрӗ Людмила Петровна.
Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Малтан судпа айӑпланман-тӑк, ытти партире тӑмасан кандидат пулма кансӗрлекен чӑрмав ҫук, - пӗлтерчӗ Николай Владимирович. - Чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑр - умра: ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗп суйлав умӗнхи малтанхи сасӑлав иртет.
Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
15. Ҫакна эпир Ҫӳлхуҫа пӗлтернипе калатпӑр: эпир, Ҫӳлхуҫа киличчен вилмесӗр юлнисем, вилнисенчен малтан улшӑнмӑпӑр, 16. Турӑ хушнипе архангел сасси илтӗнсе кайсассӑн, Турӑ трупи кӑшкӑртса ярсассӑн тӳперен Ҫӳлхуҫа Хӑй анӗ те, Христоса ӗненсе вилнисем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ; 17. унтан вара пире, вилмесӗр юлнисене, вӗсемпе пӗрле пӗлӗтсем ҫинче тӳпене Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме илсе кайӗҫ; вара яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Сывлӑшпа пурӑнаканни малтан пулман, чунпа пурӑнаканни малтан пулнӑ, унтан вара Сывлӑшпа пурӑнаканни пулнӑ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Мария Магдалинӑна курӑннӑ; Вӑл унччен ун ӑшӗнчен ҫичӗ усал хӑваласа кӑларнӑ пулнӑ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те малтан Рим ҫыннисен е Римпа туслӑ халӑхсен ӑҫта та пулин вӑрҫӑ тухас пулсассӑн, 25. Иудея халӑхӗ вӗсене пурне те, вӑхӑтне кура, вӑрҫӑра мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тивӗҫлӗ; 26. Рим ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫакансене вӗсем тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та ан паччӑр, илсе те ан пыччӑр — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; иудейсен хӑйсен тивӗҫне нимӗн илмесӗрех туса тӑмалла. 27. Шӑп ҫавӑн пекех, малтан Иудея халӑхӗн вӑрҫӑ пуҫлансассӑн, Рим ҫыннисем вӗсене вӑрҫӑра, вӑхӑтне кура, чунтан тӑрӑшса пулӑшӗҫ. 28. Иудея халӑхӗпе вӑрҫакансене тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та памалла мар — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; хӑйсен тивӗҫне вӗсен пӗр ултавсӑр пурӑнӑҫламалла» тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.