Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Инкеке (тĕпĕ: инкек) more information about the word form can be found here.
— Йӗкӗтсем, эсир инкеке лекнӗ, сирӗн чӗрӗрсене, йывӑр чул пек выртса, хуйхӑ-суйхӑ, пурнӑҫ ӑнманлӑхӗ пусса лартнӑ, — йӑнн! тирӗнсе кӗчӗ сивӗ кӗл пуснӑ хура кӑмрӑк пек куҫӗпе малтан Кӗҫтука, унтан Ула Тимӗре хӗрарӑмсенчен пӗри, ватӑраххи.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах шар куракансем те инкеке сирсе яма пулӑшу Турӑран аял пуҫҫапса ыйтаҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах Турри мӗншӗн пур ҫынна та, уйрӑмах инкеке лекнисене те пулин, хӳтӗлемест?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Краҫҫын-бензин вучӗ — инкеке.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каллех Ула Тимӗр ҫан-ҫурӑмӗ сӳ туса кайрӗ, чун-чӗри, чӑнласах инкеке «чан ҫапса ярса», ҫатӑрр пӑрланса илчӗ, анчах сӗмӗ ку хутӗнче те ӑна арҫын чыс-тивӗҫне, ятне-сумне аса илтерсе, ҫухалса кайма памарӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавна май гидротехника сооруженийӗсем ейӗве хатӗррине лайӑх тӗрӗслемелле, лару-тӑру инкеке ҫаврӑнмалла мар, пӗтӗмпех йӗркеллӗ ирттӗр».

Прошу обратить пристальное внимание на готовность ГТС к паводковому сезону, чтобы все проходило в штатном режиме».

Канаш маниципаллӑ округӗ: иртнӗ эрнере ӗҫ шыракансен йышӗ ӳснӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34456.html

«Вӗҫен кайӑксем те пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, инкеке лекнӗ юлташне йывӑрлӑхра хӑвармаҫҫӗ, — асаплӑн шухӑшларӗ вӑл, — эпӗ вара… эпӗ… кам ҫакӑн хыҫҫӑн?

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ревлен ашшӗпе амӑшӗ те ҫак хӑрушӑ инкеке пула сӑнран ӳкрӗҫ.

Help to translate

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Правительство ҫак инкеке «ӗмӗрте пӗрре пулакан пӑтӑрмах» тесе хакланӑ.

Правительство назвало случившееся «катастрофой века».

Турцире ҫӗр чӗтренӗвӗ пуласси пирки малтанах систернӗ ӑсчах ҫывӑх вӑхӑтра Раҫҫейри Инҫеттухӑҫра та ҫӗр чӗтренме пултарасси пирки каланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34383.html

1967 ҫулхи ноябрӗн 30-мӗшӗнче вӑл Атӑл варринчи «Гидротехник» ҫине пырса ҫитет, инкеке лекнӗ земснаряд начальникӗ, ҫав хушӑрах хуралҫӑ, повар пулса пилӗк уйӑх пурӑнать.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Социализмла урамри 19-мӗш ҫурт тӗлӗнче «Renault Kangoo» автомобильпе 43-мӗш маршрутка инкеке лекнӗ.

Возле дома №19 Социалистической улице в ДТП попали «Renault Kangoo» и маршрутка №49.

Маршруткӑпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34296.html

— Банкирсем инкеке лекрӗҫ…

— Попали банкиры в переделку!..

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пирӗн ывӑл вара Чернобыльти инкеке пула инвалид пулса юлчӗ.

Help to translate

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Ҫул хӗрринчи хуратул тата ман инкеке пулах кукша ӳсрӗ.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Те телее, те инкеке, мана шӑпах вӑрҫӑччен Иванов пурӑннӑ пӳлӗме вырттарчӗҫ.

Help to translate

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗтмен инкеке пула, ҫак пурлӑх халӗ йӑлтах ют алла куҫать.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫав вӑхӑтра, ман инкеке, музыкӑ чарӑнчӗ, ташласси пӗтрӗ.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак сехетре йывӑр инкеке лекнӗ ҫын ҫеҫ вӑрманта пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма пултарать, шухӑшларӑм ӑшӑмра.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Инкеке, ҫак ӗмет часах татӑлать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Инкеке лекнӗ Ҫтаппана хӗрхененҫи пулса, Михха ӑна хӑйӗн «ырӑ кӑмӑлӗнчен» ҫӗнӗ лаша туянма укҫа парать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed