Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юлашкине амӑшне тыттарчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Амӑшне кура Ванюк та макӑрма тытӑнчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл, ӑссӑрскер, ашшӗ кӑмӑлне хирӗҫ кайса, путсӗре качча тухнипе телейне ҫухатрӗ, халь ӗнтӗ хӑйне те, ачине те асаплантарать, ашшӗпе амӑшне те пӑшӑрхантарать.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Паллах, кукамай хӑйӗн ашшӗпе амӑшне те аса илсех тӑнӑ пуль, вӗсемшӗн тунсӑхланӑ та пуль.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
Тата ырӑрах ятлӑ пулас шутпа амӑшне хӑйӗн пиҫен йӗпписем кӗрсе ларнӑ аллине кӑтартрӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Ачи амӑшне хапха умӗнченех пӑхса хирелле ӑсатрӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Каччӑ хӑйӗн вырӑнӗ ҫине хӗр амӑшне лартрӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Автобус сине ларнӑ чухне Татьянӑпа каччӑ контролера ӳкӗте кӗртме пултарчӗҫ: амӑшне больницӑна илсе каймалла, районтан панӑ направление кӑтартрӗҫ, тепӗр билет шофертан туянма пулчӗҫ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Хӗр ун чухне амӑшне Шупашкар хули больницине илсе кайма ҫула тухнӑ пулнӑ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Ҫавӑнпа каччӑ самай ҫулланнӑ амӑшне кил-ҫурт таврашӗнчи ӗҫре ытларах пулӑшса хӑварасшӑн.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Татьяна амӑшне шкулта малалла вӗренме кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗ.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Салтак амӑшне кирек мӗнле ӗҫре те пулӑшма тӑрӑшрӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Амӑшне кирек мӗнле ӗҫре те пулӑшма тӑрӑшатчӗ, ҫӑварӗнчен «анне» сӑмах татӑлмастчӗ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Шыва кайса килет-и, амӑшне пулӑшма пахчана кӗрет-и — пур ҫӗрте те ачалӑх палли куҫ умне тухать: кӗтӳ ансан ҫывӑхри ҫырмара ача-пӑча ӗнесем пӑхать.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Ирина, киле шӑнкӑравласа амӑшне хӑй иккӗмӗш сменӑна ӗҫлеме юлнине, часах таврӑнас маррине каларӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Урамри телефонпа шӑнкӑравласа амӑшне хӑй киле часах таврӑнас маррине пӗлтерчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Вӑл алӑкран хӑвӑрт кӗчӗ те ачине амӑшне тыттарчӗ, телефон патне ыткӑнчӗ — усси пулмарӗ.
43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Арӑмне килти ӗҫпе ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, Раман ялтан амӑшне илсе килчӗ.
40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Амӑшне персе вӗлернӗ те…
36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Ҫтаппана кала, амӑшне туй сӑри ларттартӑр!
17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.