Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗртен шывсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсем ыткӑнса-капланса килӗҫ те ҫӗре, ун ҫинче мӗн пуррине, хулана, унта пурӑнакансене путарӗҫ; ҫынсем кӑшкӑрса йӗрӗҫ, ҫӗршывра пурӑнакансем куҫҫульпе макӑрӗҫ.
Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл нумайӑшне йӑвантарчӗ, пӗри тепӗрин ҫине ӳкет, пӗр-пӗрне ҫапла калаҫҫӗ: «тӑр та, пӗтерекен хӗҫрен хамӑр халӑх патне хамӑрӑн тӑван ҫӗре тарса хӑтӑлар» тееҫҫӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Халӑхсем эсӗ намӑса юлни ҫинчен илтрӗҫ — пӗтӗм ҫӗре эсӗ кӑшкӑрса йӗни хупласа хучӗ; вӑйли вӑйлипе пырса ҫапӑнчӗ те, иккӗшӗ те пӗтрӗҫ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Египет ҫапла Нил шывӗ пек ҫӗкленет, хаяр хумӗсем кӗрлеҫҫӗ! вӑл: «ҫӗкленӗп — ҫӗре шыв айне тӑвӑп, хулана та, унӑн ҫыннисене те пӗтерӗп» теет.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Варуха ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ Хам мӗн тунине аркатӑп, Хам ӗрчетнине кӑкласа тӑкӑп — ҫак пӗтӗм ҫӗре пӗтерӗп.
Иер 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Хамӑн ҫиллӗме, Хамӑн хаярлӑхӑма Иерусалим ҫыннисем ҫине ҫитернӗ пек, эсир Египета кӗрсен сирӗн ҫине те Хамӑн хаярлӑхӑма ҫитерӗп, эсир ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли те ҫын мӑшкӑлӗ пулса тӑратӑр, ҫак ҫӗре вара урӑх кураймӑр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. тата: «Вавилон патши пире хирӗҫ, ҫак ҫӗре хирӗҫ каймасть» тесе пророкла каласа ҫӳренӗ пророкӑрсем ӑҫта сирӗн?
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремийӑна хурал картишӗнче тытнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ: 2. [ҫӗре] пултарнӑ Ҫӳлхуҫа, ҫӗре йӗркелесе янӑ-ҫирӗплетнӗ Ҫӳлхуҫа, — Унӑн ячӗ Ҫӳлхуҫа, — ҫапла калать: 3. Мана чӗн — Эпӗ сана хуравлӑп, сана хӑв пӗлменнине, пӗлме те пултарайманнине пӗлтерӗп.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара суту-илӳ хутне Варуха — Нирия ывӑлне — парса, эпӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтурӑм: 17. «эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! аслӑ вӑюпа, хӑватлӑ аллупа Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ; Эсӗ тума пултарайманни ҫук; 18. Эсӗ пин-пин ҫынна ырӑлӑх кӑтартатӑн, ашшӗсен ҫылӑхӗшӗн ачисене тавӑратӑн. Аслӑ та хӑватлӑ Туррӑмӑр!
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсир вара, ют ҫӗре куҫса кайнисем, Эпӗ Иерусалимран Вавилона янисем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: 21. Ман ятӑмпа пророкла калаҫакансене, суя вӗрентсе ҫӳрекен Колия ывӑлӗ Ахав пирки тата Маасея ывӑлӗ Седекия пирки Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ вӗсене Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн аллине парӑп та, вӑл вӗсене сирӗн куҫӑр умӗнчех вӗлерсе пӑрахӗ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Халӗ Эпӗ ҫак мӗнпур ҫӗре Навуходоносора — Вавилон патшине, Хамӑн чурана — паратӑп, хирти тискер кайӑксене те ӑна пӑхӑнтарӑп.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия — Иосия ывӑлӗ — Иудея патшине ларсассӑн кӗҫех Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑ сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑвӑн валли тӑлӑпа сӳсмен ту та мӑйна тӑхӑнтарт; 3. ҫавӑн пеккисенех Иерусалима Иудея патши Седекия патне килнӗ элчӗсем урлӑ Эдом патши патне, Моав патшипе Аммон ывӑлӗсен патши патне, Тир патшипе Сидон патши патне ярса пар; 4. элчӗсене хӑйсен хуҫисене ҫапла калама хуш: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑрӑн хуҫӑрсене ҫапла калӑр: 5. Эпӗ ҫак ҫӗре, ҫак ҫӗр ҫинчи этеме тата чӗрчунсене Хамӑн аслӑ хӑватӑмпа, Хамӑн вӑйлӑ аллӑмпа пултартӑм; ӗнтӗ ҫӗре кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата Кариаф-Иарим ҫынни — Шемаия ывӑлӗ, Урия текенскер — пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ: ҫак хулана, ҫак ҫӗре малашне мӗн пуласси ҫинчен вӑл шӑпах Иеремия пек каланӑ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑмсене итлеменшӗн 9. Эпӗ ҫурҫӗрти йӑхсене пурне те чӗнсе пуҫтарӑп та, тет Ҫӳлхуҫа, Хамӑн чурама Навуходоносора, Вавилон патшине, чӗнсе илӗп те, вӗсене ҫак ҫӗре хирӗҫ, унта пурӑнакансене хирӗҫ, таврари пур халӑха хирӗҫ ертсе кайӑп; вӗсене тӗппипе аркатса тӑкӑп, вӗсенчен сехре хӑппи, тӗнче кулли тӑвӑп, ҫӗрне ӗмӗрлӗхех юхӑнтарса хӑварӑп.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ тӳпене те, ҫӗре те тултарса тӑмастӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иудея патши Иосия ывӑлӗ Саллум ҫинчен — хӑйӗн ашшӗ Иосия хыҫҫӑн патшара ларнӑ, кунтан кайнӑ Саллум ҫинчен — Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӑл ӗнтӗ кунта таврӑнаймӗ, 12. вӑл хӑйне тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗртех вилӗ, ҫак ҫӗре урӑх кураймӗ, тет.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иеремия вӗсене каланӑ: Седекияна ҫапла калӑр: 4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, тейӗр: акӑ Эпӗ сирӗн аллӑрти ҫар хатӗрне, — хӑвӑра хула тулашӗнче хупӑрласа илнӗ Вавилон патшипе халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшакан кӑрала, — каялла ҫавӑрса ярӑп та ҫак хула варринче пӗр ҫӗре пуҫтарӑп; 5. сире хирӗҫ Хам ҫапӑҫӑп — тӗреклӗ аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, ҫилленсе, хаярланса, хӑрушла тарӑхса ҫапӑҫӑп; 6. ҫак хулара пурӑнакансене — ҫыннине те, выльӑх-чӗрлӗхне те — пӗтерсе тӑкӑп; вӗсем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, вӗсенӗн мана вӗлересшӗн тӑвакан кашни каварне пӗлсе тӑратӑн; вӗсенӗн тӳрӗ мар ӗҫӗсене ан каҫар, Хӑвӑн умӑнти ҫылӑхӗсене ан пӑрахӑҫла; вӗсем Сан умӑнта ҫӗре ӳкчӗр — Хӑвӑн ҫиллӳ килнӗ чухне вӗсене ҫапла ту.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.