Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Вара Турӑ ун патӗнчен, унпа калаҫнӑ вырӑнтан, ҫӗкленсе кайнӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иаков хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ пур ҫын та Ханаан ҫӗрӗнчи Луз хулине — урӑхла каласан, Вефиль текен вырӑна — пырса ҫитнӗ, 7. вӑл унта парне вырӑнӗ туса лартнӑ, вара ҫак вырӑна Эл-Вефиль тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн пиччӗшӗнчен [Исавран] тарнӑ чухне ӑна ҫакӑнта Турӑ курӑннӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑна Сихем — ҫак ҫӗр пуҫлӑхӗн, евей ҫыннин Емморӑн ывӑлӗ — курнӑ та, ӑна ярса тытса, ирӗксӗрлесе, унпа выртса ҫывӑрнӑ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иаков пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ Исав, [пиччӗшӗ,] килет, унпа пӗрле тӑватҫӗр ҫын.1. Взглянул Иаков и увидел, и вот, идет Исав, [брат его,] и с ним четыреста человек.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Такам унпа шурӑмпуҫ киличченех кӗрешнӗ; 25. Иакова ҫӗнейменнине кура, унпа кӗрешнӗ чухне Вӑл Иаков пӗҫҫине сӗртӗннӗ те пӗҫӗ шӑммине амантнӑ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хыпар тума кайнисем, каялла таврӑнса, Иакова каланӑ: эпир санӑн Исав пиччӳ патне кайса килтӗмӗр; вӑл ӗнтӗ хӑй сана хирӗҫ килет, унпа пӗрле тӑватҫӗр ҫын, тенӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав каҫхине вара Иаков унпа выртнӑ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Вара Ревеккӑна, хӑйсен йӑмӑкне, ӑна пӑхса ӳстернӗ хӗрарӑмпа пӗрле янӑ; Авраам чурине те, унпа пӗрле килнӗ ҫынсене те янӑ.59. И отпустили Ревекку, сестру свою, и кормилицу ее, и раба Авраамова, и людей его.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Вӑл та, унпа пӗрле пынӑ ҫынсем те ҫинӗ, ӗҫнӗ, ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лаван тӗвесем ҫинчи япаласене салтса илнӗ те тӗвисене улӑм та, апат та панӑ; ҫыннине тата унпа пӗрле килнисене урисене ҫумашкӑн шыв панӑ; 33. унтан ӑна апат сӗннӗ; анчах вӑл: хам ӗҫӗме каласа париччен ҫиессӗм ҫук, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсем ҫав каҫхине те хӑйсен ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; кӗҫӗнни кӗнӗ те унпа ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Тепӗр кунне асли кӗҫӗннине каланӑ: акӑ эпӗ ӗнер аттепе ҫывӑрса тухрӑм; ӑна кӗҫӗр те эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер; эсӗ те кӗр, унпа ҫывӑрса тух, хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Асли кӗҫӗннине каланӑ: пирӗн атте ватӑ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи йӑла тӑрӑх, пирӗн пата арҫын кӗмелле, анчах ҫӗр ҫинче ун пек ҫын ҫук; 32. апла аттене эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер те унпа выртса ҫывӑрар, вара хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ту хӑвӑлӗнче пурӑннӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пурӑннӑ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Лот, Сигорта пурӑнма хӑраса, Сигортан кайнӑ та ту хӑвӑлӗнче пурӑна пуҫланӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пулнӑ.30. И вышел Лот из Сигора и стал жить в горе, и с ним две дочери его, ибо он боялся жить в Сигоре.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Авраам Унпа калаҫма чарӑнмасӑр татах каланӑ: тен, унта хӗрӗх ҫын тупӑнӗ? тенӗ.29. Авраам продолжал говорить с Ним и сказал: может быть, найдется там сорок?
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Авраама та, унӑн ывӑлне Измаила та пӗр кунрах ӳт касса янӑ; 27. унпа пӗрле унӑн ҫуртӗнчи пур арҫынна та — килте ҫуралнисене те, ют халӑхран кӗмӗл парса сутӑн илнисене те — ӳт каснӑ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ [Авраама] каланӑ: хӑвӑн арӑму, Сарра, хӑех сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Исаак ятлӑ хурӑн; Эпӗ унпа [Эпӗ унӑн Турри пулӑп тата] унӑн килес ӑрӑвӗсен Турри пулӑп тесе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ унпа калаҫса ӑна тата каланӑ: 4. Манӑн санпа хывас халалӑм — Эпӗ Хам: эсӗ тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ пулӑн; 5. ӳлӗмрен сана Аврам тесе чӗнмӗҫ, санӑн яту Авраам пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ тӑвӑп; 6. сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ; 7. санпа Хам хушшӑма, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусем хушшине Эпӗ йӑхран йӑха пыракан халалӑма хывӑп, Эпӗ санӑн Турру пулассине, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусен Турри пулассине ҫирӗплетсе ӗмӗрлӗх халал хывӑп; 8. сана тата сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусене ҫак хӑв ҫӳрекен ҫӗре, пӗтӗм Ханаан ҫӗрне, ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп; вӗсенӗн Турри пулӑп, тенӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл Кедорлаомера тата унпа пӗрле пулнӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкса каялла таврӑннӑ чухне Содом патши ӑна хирӗҫ Шаве айлӑмне тухса тӑнӑ, ҫав вырӑна халӗ Патша айлӑмӗ теҫҫӗ; 18. Салим патши Мелхиседек те ҫӑкӑрпа эрех илсе тухнӑ, — вӑл Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ, — 19. Мелхиседек ӑна пиллесе каланӑ: Ҫӳлти Турӑ, тӳпепе ҫӗр Патши, Аврама пиллӗхлӗ турӗ; 20. тӑшманусене хӑвӑн аллуна ӳкернӗ Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑ, тенӗ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.