Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтан the word is in our database.
Малтан (тĕпĕ: малтан) more information about the word form can be found here.
Даша инке малтан иккӗленсе тӑчӗ, унтан килӗшрӗ.

Она сперва ершилась, а потом согласилась.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан малтан сӗтел хушшине никамӑн та лармалла марччӗ, тӑма та унтан ыйтмаллаччӗ.

Нельзя было прежде него садиться за стол, а чтобы встать, нужно было попросить у него позволения.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуринчен малтан вӑл пире ирсерен хӑйне сывлах сунма хушатчӗ.

Прежде всего он потребовал, чтобы мы приходили здороваться с ним по утрам,

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан туй пулчӗ, унта Даша инке, чире персе, пымарӗ.

Накануне была отпразднована свадьба, на которую, сказавшись больной, не пришла тетя Даша.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун пек тумӑп тесе малтан сӑмах паратӑр та кайран пирӗн ҫинчен коменданта систеретӗр, — терӗм эпӗ ҫилӗпе.

Доносить на нас коменданту после того, как дали мне слово того не делать, — сказал я ему сердито.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӑхасса та малтан ун ҫине ырах мар шухӑшласа хунипе тиркесе пӑхрӑм: мӗншӗн тесен Швабрин мана ҫак капитан хӗрӗ Маша ҫинчен, вӑл тӑр ухмах пек кӑтартса, каласа пачӗ.

Я смотрел на нее с предубеждением: Швабрин описал мне Машу, капитанскую дочь, совершенною дурочкою.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Чӑнахах та иккен, таҫта аякрах пӗр шурӑ пӗлӗт татӑкӗ курӑнать, малтан эпӗ ӑна пӗр-пӗр пӗччен сӑрт пулӗ тесеччӗ.

Я увидел в самом деле на краю неба белое облачко, которое принял было сперва за отдаленный холмик.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Малтан ӑнланмарӗ вӑл ман сӑмаха, анчах эпӗ хам пултарнӑ таран ӑнлантарса патӑм та, вара вӑл пуҫне сулкаласа каларӗ:

Он сначала не понимал этого слова, но я объяснил его как мог, и тогда он сказал, значительно покачав головою.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫапах никам та чи малтан кӗрсе кайма хӑват ҫитереймест.

Никто, однако, не отважился броситься первым.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсем мана, Вулич виличчен ҫур сехет малтан ӑна пур пӗр вилмелле ҫӗртен ҫӑлса хӑварнӑ турӑ ҫырни пирки тӗрлӗрен асӑрхаттарусем хушса, мӗн пулнине йӑлт каласа пачӗҫ…

Они рассказали мне все, что случилось, с примесью разных замечаний насчет странного предопределения, которое спасло его от неминуемой смерти за полчаса до смерти.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗншӗн пистолет пӗрремӗш хут персе яманни ҫинчен апла та капла калаҫа пуҫларӗҫ; хӑшӗсем: тарӗ таса мар пулнӑ пулӗ, теҫҫӗ, теприсем, пӑшӑлтатса: малтан тарӗ чӗрӗ пулнӑ та, Вулич кайран типпине хушнӑ, теҫҫӗ; ҫав юлашки шухӑш тӗрӗс мар тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен эпӗ пистолет ҫинчен куҫӑма пӗрре те сиктермерӗм.

Пошли толки о том, отчего пистолет в первый раз не выстрелил; иные утверждали, что, вероятно, полка была засорена, другие говорили шепотом, что прежде порох был сырой и что после Вулич присыпал свежего; но я утверждал, что последнее предположение несправедливо, потому что я во все время не спускал глаз с пистолета.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Малтан мана ытала: эпир урӑх пӗр-пӗрне кураймӑпӑр.

Обними меня прежде: мы уж не увидимся!

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эсир телейлӗ, — терӗм эпӗ Грушницкие, — сирӗн малтан пемелле!

— Вы счастливы, — сказал я Грушницкому, — вам стрелять первому!

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Маларах тухса тӑракан кӗтесрен ултӑ утӑм виҫсе илтӗмӗр те кам кама малтан пемелле, ҫавна ҫак кӗтесе тӑратмалла турӑмӑр, ҫурӑмӗпе сакӑлта еннелле ҫаврӑнса тӑмалла; вӑл вилмесен вара ӑна тепри улӑштарать те ҫав вырӑнах пырса тӑрать.

От выдавшегося угла отмерили шесть шагов и решили, что тот, кому придется первому встретить неприятельский огонь, станет на самом углу, спиною к пропасти; если он не будет убит, то противники поменяются местами.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпир камӑн малтан пемеллине пӗлме шӑпа ярӑпӑр.

Мы бросим жребий, кому первому стрелять.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗр сехете яхӑн эпӗ пӳлӗм тӑрӑх утрӑм; унтан лартӑм та Вальтер Скотт романне уҫрӑм, вӑл манӑн сӗтел ҫинче выртатчӗ; вӑл «Шотланди пуританӗсем» ятлӑ, эпӗ малтан вӑйпах вуларӑм, унтан асамлӑ шухӑшпа киленсе, йӑлтах манса кайрӑм…

С час я ходил по комнате; потом сел и открыл роман Вальтера Скотта, лежавший у меня на столе: то были «Шотландские пуритане» я читал сначала с усилием, потом забылся, увлеченный волшебным вымыслом…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Сире юрататӑп тесе мана чи малтан калаттарасшӑн пуль-ха эсир?

— Вы, может быть, хотите, чтоб я первая вам сказала, что я вас люблю?..

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл кунта ӗнер ҫеҫ килнӗ, ҫапах та виҫӗ старикпе ятлаҫма ӗлкернӗ те, лешсем, имӗш, унран малтан ваннӑна ларасшӑн пулнӑ пулать.

Он только вчера приехал, а успел уже поссориться с тремя стариками, которые хотели прежде его сесть в ванну.

Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Бал пуҫланиччен пӗр ҫур сехет малтан ман пата армейски пехотнӑй мундирне ялкӑштарса Грушницкий пырса кӗчӗ.

За полчаса до бала явился ко мне Грушницкий полном сиянии армейского пехотного мундира.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Малтан ку уншӑн вӑйӑ пек кӑна туйӑнчӗ, кайран хӑратсах пӑрахрӗ.

Сперва это ее забавляло, а потом испугало.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed