Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ӗнтӗ халӗ акӑ мӗн пӗлтӗм: хӗвелтухӑҫӗнчи ҫыран хӗрне вӗсен киммисем чарӑнмаҫҫӗ, хӗвеланӑҫри ҫыран хӗрринче вӗсем хӑйсен киммисене пӗрмаях лартса хӑвараҫҫӗ ҫеҫ мар, унта вӗсем хӑйсен усал ӗҫки-ҫики вӑхӑтӗнче ҫынсене те вӗлерсе ҫиеҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫавӑнпа та кунти ҫыран хӗрне материкра пурӑнакан тискер этемсем хӑйсен киммисемпе килсе ҫӳренинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук.И поэтому нет ничего удивительного, что живущие там дикари подъезжают в своих пирогах к его берегам.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тен, вӗсем хӑйсен киммипе тинӗсе тухнӑ та кунта тинӗс юхӑмӗ е ҫил хӑваланипе килсе кӗнӗ?Может быть, они вышли в море на своей пироге и их пригнало сюда течением или ветром?
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Йытӑ кӗтӗвӗ хӑваланӑран мулкач та, тилӗ те хӑйсен шӑтӑкӗсене, эпӗ киле васканӑ пек, хӑраса тарман пулӗ.Ни один заяц, ни одна лиса, спасаясь в ужасе от своры собак, не спешили так в свою нору, как я.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Бразилире хӗрлӗ ӳтлӗ ҫынсем хӑйсен киммисене ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Манӑн дачӑн анлӑшӗ ҫирӗм пилӗк ярд таран пулнӑ пулсан та, ӑна йывӑҫсем (тӗкме юписене эпӗ халӗ ҫапла калатӑп) хӑйсен ҫӑра ҫулҫӑллӑ турачӗсемпе пӗтӗмпех хӳтӗлесе хучӗҫ, вӗсен сулхӑнӗнче яра кунах хӗвелтен пытанса ларма пулать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Трюмри япаласем пӗр ҫӗре хӗсӗнсе ларнӑ; эпӗ вӗсене хӑйсен вырӑнӗсенчен лумпа сиктертӗм, хӑйпӑтса илтӗм.Многие вещи в трюме были сдвинуты очень тесно, теперь я раздвинул их ломом.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сӑмахран, темле йышши кӑвакарчӑнсем куртӑм, вӗсем пирӗн патӑрти кӑвакарчӑнсем пек хӑйсен йӑвисене йывӑҫ ҫине мар, ту ҫинчи чулсем хушшине тӑваҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тискер ҫынсем хӑйсен чӗлхипе такама кӑшкӑрчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӗр ҫур сехетрен вӗсем икӗ пысӑк татӑк типӗтнӗ аш тата икӗ хутаҫ хӑйсен ҫӗршывӗнче ӳсекен тырӑ илсе килчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫырма тӑрӑх тискер ҫынсем пирӗн пата хӑйсен валашка пек киммисемпе ишсе анма пултарасран шиклентӗм эпӗ.Я боялся, что вниз по реке к нам могут спуститься в своих пирогах дикари.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хӑшпӗр акӑлчансене тӑшмансем хӑйсен ҫӗршывне, хаяр султан ҫуртне ӑсатрӗҫ.Других англичан отправили в глубь страны, ко двору жестокого султана.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗсем хӑйсен путсӗр ӗҫӗсене мар, ӳкӗннӗ чухне тӑвакан ырӑ ӗҫӗсене тивӗҫсӗр ӗҫсем вырӑнне хураҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗсем ҫинчи матроссем, хӑйсен карапӗсене кӑшт та пулин ҫӑмӑллатас тесе, мачтӑсене каса-каса пӑрахаҫҫӗ.На них матросы рубили мачты, чтобы корабли хоть немного освободились от тяжести.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫакӑ вӑл тӑрлавсӑр ӗҫ пулчӗ: эпӗ чыса пӗлмесӗр, ватӑ аттепе аннене пӑрахса хӑвартӑм, вӗсен канашӗсене вырӑна хумасӑр, хӑйсен ывӑлӗн тивӗҫне пӑсрӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Телейлӗ ҫынна ҫапла курсан, кунта халь пурне те кичем пулса кайрӗ, вӗсен хӑйсен те телейлӗ пуласси килчӗ.При виде счастливого человека всем стало скучно и захотелось тоже счастья.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Юлашкинчен, утнӑ ҫывӑхрах илтӗнчӗ, такам ӳсӗрсе илчӗ; мӗлтлетекен ҫутӑ айккинелле сирӗлнӗ пек пулчӗ те, куҫ умӗнчи тӗттӗм карт та ҫухалчӗ, лавҫӑсем вара хӑйсен умӗнче ҫын тӑнине курчӗҫ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Укҫи пач сахал пулнӑ тет хӑйсен, ҫапла калаҫҫӗ ҫынсем.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Купсасене пӗр чӗрӗ вырӑн юлми каса-каса тухнӑ; хӑйсен ӗҫне туса пӗтернӗ те ҫул ҫинчен иккӗшне те айккине сӗтӗрсе кайнӑ, ашшӗне пӗр енне, ывӑлне тепӗр енне.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Эсӗ ҫӳлтен пиншер те пиншер ҫул пӑхакан ҫӑлтӑрсемпе, ҫыннӑн кӗске пурнӑҫне ним вырӑнне те хуман ӑнланмалла мар тӳпепе, тӗксӗмлӗхпе куҫа-куҫӑн пӗччен тӑрса юлса вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшатӑн та, вӗсем санӑн чунна хӑйсен чӗмсӗрлӗхӗпе пусса тӑма тытӑнаҫҫӗ; хамӑртан кашнинех тупӑкра кӗтекен пӗчченлӗх ҫинчен шухӑшлатӑн, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ сана ҫавна май ниҫта кайса кӗрейми хаяр та шелсӗррӗн туйӑнать…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.