Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынни (тĕпĕ: ҫынна) more information about the word form can be found here.
Ҫынни вӑл чӑнах та ҫав тери ӗҫченскер.

Он вообще был мастером на все руки.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Паллах, ҫар ҫынни.

Конечно, военный.

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ленин вара вӑл мӗн калаҫнине итлесе ларать те, ҫынни юрӑхлӑ пулсан, ун патне анса, хӑйпе паллаштарать.

А Ленин послушает, и затем, если человек окажется подходящим, Ленин спустится и откроется ему.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эмилӗн амӑшӗ вара хуҫалӑх ҫынни, вӑл питӗ типтерлӗ те тӑрӑшуллӑ хӗрарӑм.

А мама Эмиля была такой хорошей хозяйкой.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫынпа хутшӑнма юратман сивӗрех кӑмӑллӑскер, Дублин соборӗн деканӗ Ирланди халӑхӗн юратакан ҫынни пулса тӑнӑ.

Замкнутый и суровый декан Дублинского собора сделался любимцем ирландского народа.

5 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Писателӗн ашшӗ, ҫамрӑк акӑлчан ҫынни Джонатан Свифт ӗҫлесе укҫа тупас тесе арӑмӗпе пӗрле Англирен Ирландин тӗл хулине Дублина куҫнӑ.

Отец писателя, молодой англичанин Джонатан Свифт, в поисках заработка переехал со своей женой из Англии в столицу Ирландии Дублин.

1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Англи ҫынни уҫнӑ ҫӗршывсем пурте король аллинче пулмалла имӗш.

Так как все земли, открытые подданным, принадлежат его королю.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ҫакна та пытарма пултараймастӑп: тӑван ҫӗршыва таврӑнсан, эпӗ Англи ҫынни пулнӑ пирки, мана нумайӑшӗсем хам ҫӗнӗрен уҫнӑ ҫӗршывсем пирки пӗр-пӗр министра доклад ҫырса пама сӗнчӗҫ.

Признаюсь, что мне нашептывали, будто мой долг английского подданного обязывает меня сейчас же по возвращении на родину представить одному из министров докладную записку о моих открытиях.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ вӗсене хам Англи ҫынни пулни ҫинчен, Англирен пилӗк ҫул каярах вӗсен ҫӗршывӗпе ман ҫӗршывӑм килӗштерсе пурӑннӑ вӑхӑтра тухса кайни ҫинчен каласа патӑм.

Я ответил им, что я родом из Англии, которую покинул лет пять тому назад, когда их страна и моя были в мире между собой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Манӑн ӳт тӗсӗ тӑрӑх вӗсем мана Европа ҫынни вырӑнне йышӑнчӗҫ.

По цвету моего лица они признали во мне европейца.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакнашкал законсемпе судьясем чухне хамӑн тӑвансенчен хам алла тӑрса юлнӑ ҫӗр (унпа манӑн тӑвансем ултӑ ӑру хушши усӑ курса пурӑннӑ пулин те) хальхи вӑхӑтра ман алра е манран виҫҫӗр миль инҫетре пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫынни аллинче пулмаллипе пулмалла маррине татса пама вӑтӑр-хӗрӗх ҫул кирлӗ пулнинчен нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук.

Немудрено, если при таких законах и с такими судьями требуется тридцать-сорок лет, чтобы выяснить, мне ли принадлежит поле, доставшееся от моих предков, владевших им в шести поколениях, или какому-либо чужеземцу, живущему за триста миль от меня.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа сире хисеплесе эпӗ хам мӗскӗн акӑлчан ҫынни пулни ҫинчен пӗлтерме, хамӑн телейсӗр ӑраскалӑма пула, сирӗн ҫӗршывӑн ҫыранӗ ҫине килсе инкеке лекнӗ ҫын пулни ҫинчен каласа пама хӑяс, терӗм.

Поэтому я осмеливаюсь доложить вашей милости, что я — бедный англичанин. Злая судьба забросила меня на берег вашей страны.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана вӑл Голланди ҫынни ман пек чӑкӑлтӑш пулнине пӗрремӗш хут курни ҫинчен каласа пачӗ.

Он сказал, что я первый из моих соотечественников обнаруживаю такую щепетильность.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗрӗссипе каласан, мана ют ҫӗршыв ҫынни пулнипе хисеп туса, урайне вӗсем малтанах ҫуса тасатнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа урайӗнче тусан та пулмарӗ.

Впрочем, мне, как иностранцу, было оказано особое уважение: пол так чисто вымели, что пыли на нем осталось совсем немного.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак хушӑрах хам мӗнле ҫӗршыв ҫынни пулни ҫинчен суйма шутларӑм, хама эпӗ голландец пулатӑп, терӗм, мӗншӗн тесен эпӗ Японине кайма ӗмӗтленеттӗм, унта европеецсенчен голландецсене кӑна кайма ирӗк паратчӗр.

Но я счел необходимым скрыть мою национальность и назвался голландцем. У меня было намерение отправиться в Японию, а туда, как известно, из всех европейцев пускают только голландцев.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пирӗн матроссенчен тахӑшӗ, те усал тӑвас шутпа, лоцмансене эпӗ ют ҫӗршыв ҫынни тата аслӑ ҫулҫӳревҫӗ пулни ҫинчен каласа панӑ.

Кто-то из наших матросов, быть может и со злым умыслом, сказал лоцманам, что у них на корабле есть знаменитый путешественник-иностранец.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак утрав ҫинчи ҫынсем пӗр-пӗринпе кӑна мӑшӑрланаҫҫӗ, ӑрури чи ватӑ ҫынни вара утрав пуҫлӑхӗ пулса тӑрать.

Жители этого острова вступают в браки только между собою, и старейший в роде является правителем или монархом острова.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсене эпӗ ют ҫӗршыв ҫынни пулни те, ман ҫири тумтир те, тарӑнӑн шухӑшлама пит юратсах кайман ахаль халӑх савӑнса кӑшкӑрса яни те пӗрре те тӗлӗнтермерӗҫ пулас.

На них, повидимому, не произвели никакого впечатления ни моя наружность, ни мой костюм, ни изумленные восклицания простого народа, который далеко не так склонен к глубокомыслию.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Карап капитанӗ мистер Томас Вилькокс, асла хума тивӗҫлӗ, хисеплӗ Шропшир ҫынни, эпӗ ӑнтан кайса ӳкес патне ҫитнине асӑрхасан, мана хӑй каютине илсе кайрӗ, лӑплантаракан эмел пачӗ те пӑртак канма канаш парса хӑй вырӑнӗ ҫине вырттарчӗ.

В конце концов капитан, мистер Томас Вилькокс, достойный и почтенный шропширец, заметив, что я готов упасть в обморок, отвел меня к себе в каюту, дал укрепляющего лекарства и уложил в постель, советуя мне немного отдохнуть.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ каларӑм: эпӗ акӑлчан ҫынни, мана усал элчел халиччен пӗр ӑслӑ чӗрчун та лекмен хӑрушӑ йывӑр инкексене лектерчӗ, терӗм те хӑма тӗрмерен хӑтарма тархасларӑм.

Я отвечал, что я англичанин, вовлеченный злой судьбой в величайшие бедствия, какие постигали когда-нибудь разумное существо, и заклинал освободить меня из моей темницы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed