Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратакан (тĕпĕ: юрат) more information about the word form can be found here.
Кунта Буянов патне каҫсерен «паллӑ ҫынсем» пухӑннӑ: хӑй патне вӑл хисеплӗ те шанчӑклӑ тата техникӑна юратакан ҫынсене кӑна кӗртнӗ.

Здесь у Буянова собиралось по вечерам «избранное общество»: он пускал к себе только людей степенных, надежных и пристрастных к технике.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Калаҫма юратакан саванӑҫлӑ Лобов ун пирки ӳпкелешсе Василие ҫапла каласа пачӗ:

Веселый, любивший поговорить Лобов горько жаловался на него:

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сана юратакан Степан».

Любящий тебя Степан».

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кӑвак сӑрпа сӑрласа, эрешлесе илемлетнӗ чӳрече хашакисем ҫине, ирсенче шап-шурӑ пуличченех хырса тасатма юратакан ҫӳлӗ крыльца ҫине Авдотья куҫне сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ.

Она не могла оторвать взгляда от голубых резных наличников, от высокого крыльца, которое она так любила по утрам отскабливать добела.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗрӗссипе илсен, ҫӑнӑх питӗ сахал тӑкӑнсаччӗ, тӑкӑнни вунӑ хуратул икерчи валли те ҫитес ҫук, анчах Яснева Бортников старик намӑс курнине пӑхма питӗ йывӑр пулчӗ, тахҫантанпах юратакан ҫывӑх ҫын хӑй тасалӑхне киревсӗрле ӗҫ тунипе те вараламаннине питех те ӗненес килчӗ унӑн, ҫавӑнпа тӑкӑннӑ пӗр ывӑҫ хуратул ҫӑнӑхӗ унӑн ӑс-пуҫӗнче хӑй тӗлленех нумайланса кайрӗ.

Правда, просыпалось очень мало, просыпанного не могло хватить и на десять гречишников, но Ясневу так тяжело было смотреть на позор старика Бортникова и так хотелось верить в чистоту и незапятнанность человека, с давних пор уважаемого и близкого, что горстка просыпанной гречки в его памяти сама по себе разрасталась.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑйне вӑл лесник мар, вӑрман ӑстаҫи, вӑрмана юратакан тенӗ.

Себя он называл не лесничим, а лесоводом или лесолюбом.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ӗҫре ҫирӗп йӗрке пулнине юратакан Андрее вӑл хӑйне мӗнле тытни килӗшет те, ҫав вӑхӑтрах тата, кирек епле юри тунӑ япала та иккӗлентернӗ пек, вӑл хӑйне юри ҫапла тытни тарӑхтарать те.

Все в его поведении одновременно и импонировало Андрею, любившему строгую организованность в работе, и раздражало нарочитостью, подозрительной, как всякая нарочитость.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл шкулта вӗреннӗ, хӑйӗн пӗтӗм пушӑ вӑхӑтне вӑкӑрсен витинче, хӑй юратакан Сиротинка вӑкӑр патӗнче ирттерет.

Она училась в школе и все свободное время проводила в бычарне у своего любимого быка Сиротинки.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эсӗ, Фрося, мӗншӗн ҫӗнӗ тутӑр ҫыхнӑ? — ятласа илчӗ хуҫалӑха юратакан Авдотья.

— Зачем ты, Фрося, новый платок надела? — попеняла хозяйственная Авдотья.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Колхозри комсомолецсене Татьяна илсе килчӗ, мӗнпур ҫӗнӗ япалана ырӑ та уҫӑ кӑмӑлпа кӗтсе илекен Авдотья та, пурне те пӗлме тӑрӑшакан, халӑхпа пӗрле пулма юратакан Василиса асанне те, ваттисен хисеплӗ представителӗ пулса Матвеич та, юлташӗсемпе пӗрле Петр та килчӗ, чӗннисем пурте килчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн, комсомолецсен ырӑ ӗҫӗпе интересленсе, чӗнменнисем те килме пуҫларӗҫ.

Пришли колхозные комсомольцы с веселой Татьяной во главе, пришла доброжелательная и отзывчивая на все новое Авдотья, явилась любопытная, общительная бабушка Василиса, пришел Матвеевич в качестве почетного представителя старшего поколения, пришел Петр с товарищами, пришли все званые, а за ними потянулись и незваные, заинтересованные необычайной затеей комсомольцев.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗрлӗрен машинӑсене юратакан Алексей киленсех механизмпа аппаланчӗ, Петр ҫак ӗҫе пуринчен ытла.

Алексей, любитель всяческих машин, с наслаждением ковырялся в механизме, а Петр в это дело главным образом.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Инҫе мар, юнашарти пӳртрех тӑван, ҫывӑх, ӑнланмалла, Катюша пекех юратакан хӗрача вилнӗн туйӑннӑ.

Казалось, не далеко, а в соседней избе умирала девочка, родная, близкая, понятная, такая же любимая, как Катюша.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн хӑйне евӗр сайра тӗл пулакан телейлӗх таланчӗ пулнӑ, ун пекки ӗҫе юратакан тата таса чунлӑ ҫынсен кӑна пулать.

У нее был редкий талант счастья, присущий людям чистосердечным и трудолюбивым.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ӗҫе юратакан, опытлӑ арҫынна ярсан, аван пулӗччӗ.

Хорошо бы, прислали делового, опытного мужика.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӳлӗмре Василий юратакан сӑра шӑрши кӗрет.

В комнате стоял милый сердцу Василия запах кожи.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ашшӗ нумай калаҫма юратман, тӑрӑшакан, ӗҫе питех те юратакан, кирек мӗнле ӑсталӑха та пӗлекен ҫын: сухаҫӑ, тимӗрҫӗ, платник, атӑ-пушмак ҫӗлекен, ҫӑматӑ йӑвалакан ҫын пулнӑ.

Отец был кроток, заботлив, на редкость трудолюбив и способен к любому мастерству: пахарь, кузнец, плотник, сапожник, пимокат.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Дуняшка юратакан кӑрӑҫ кӑмпа кукли пӗҫертӗм.

Пирогов с груздями напекла, Дуняшкиных любимых.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак колхозра хӗрех виҫҫӗмӗш — хӗрӗх тӑваттӑмӗш ҫулсенче, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑхсем ӗҫе уйрӑмах лайӑх йӗркелеме хистенӗ чухне, хуҫаланса пурӑннӑ председатель ӗҫме юратакан, нимӗн те туман ҫын пулнӑ.

Председатель этого колхоза, хозяйничавший в нем в сорок третьем — сорок четвертом году, когда трудности военного времени требовали особой слаженности работы, был пьяница и бездельник.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сӗтел варрине тӑм чӳлмек ӑшне Сергей юратакан утмӑлтурат чечекне пысӑк ҫыхӑ туса лартнӑ.

Посредине стола в глиняном кувшине поставили огромный букет васильков, любимых цветов Сергея.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Часах вӑлчи малта пыракан тата Морозов юратакан ученик пулса тӑнӑ.

Скоро он сделался первым учеником и любимцем Морозова.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed