Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кайнӑ чухне пире вӑл артистсен темле шалти ҫулӗсемпе ертсе кайрӗ, пынӑ чухнех эпӗ, мӗншӗн унӑн гримӗ докторӑнни пек мар тесе ыйтрӑм та, вӑл мӑнкӑмӑллӑн: — Ӑна ҫавӑн пек шухӑшласа тунӑ, — тесе тавӑрчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эп пырса кӗнӗ вӑхӑтра Иван Павлыч кӑмака хутма тытӑннӑччӗ, хулӑн та ҫӑмламас френчӗпеччӗ вӑл, эпӗ хам вӗреннӗ чухнех вӑл ҫапла кукленсе ларса кӑмака хутса янине курма хӑнӑхнӑччӗ, иртнӗ ҫулсем те иртмен пек, каллех эпӗ хама шкул ачи пек туйрӑм, тӑххӑрмӗш класра вӗреннӗ чух Катя патне Энскӑна тухса кайнӑччӗ те, ҫапла ҫавӑн чухне пулса иртнӗ асар-писер «аслати» хускалассӑнах туйӑнчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫакӑн пекех пулчӗ ҫав пирӗн калаҫу та — е тавраран иртмелле пулчӗ, е каялла ҫаврӑнма тиврӗ, мӗн ачаран, шкулта вӗреннӗ чухнех лайӑх пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех хӳмесем пирӗн тӗле килсе тухрӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак кушак куҫлӑ, хӗрлӗ хӑлхаллӑ ҫынна, вунвиҫӗ ҫулта чухнех пуйма ӗмӗтленнӗ, пӗр вӗҫӗмрен укҫа пуҫтарса, шутласа пурӑннӑ ҫынна, ҫиленнине туймастӑп эпӗ, мӗншӗн тесен ӑна ниепле те Катьӑпа юнашар тӑратма май ҫук!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Калӑн, эпӗ темиҫе ҫултан хамӑн чунӑм ҫине лӑпкӑн кӑна пӑхса, пурне те — хамӑн ҫӗр ҫинчи чи хаклӑ япалана — этем чӗрине пырса тивекен ӗҫри кирлӗ мар вӗрилӗхӗме, хама хам шанманнине, хама, тен, чӗлхесӗр ача чухнех, тӗнче маншӑн ӑнланма пӗлмелле мар йывӑр япала пек туйӑннӑ чухне те хыҫран йӗрлесе пынӑскерне, хакланӑ пек тесе.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗрле эпе ҫаплах пурнӑҫ хӑвӑртлӑхне туйса (ун пирки ӗнтӗ манӑн хӑлхара темскер шӑхӑрса тӑнӑ пек туйӑнать) вырӑн ҫинче выртнӑ ҫӗртех сӗм тӗттӗмре-таҫталла вӗҫнӗ пек пулса, Марья Васильевна Кораблев патӗнче чухнех вилме шутланине чухласа илтӗм.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ун сӑмахӗсене, кивӗ кӗнекене ача чухнех хумханса, хуйхӑрса вуласа тухнӑскерне, аса илнӗ пекӗх, салху туйӑмпа итлесе пытӑм.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку вӑл революцичченех, эсӗ пӗчӗкҫӗ чухнех пулнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, чӑнах та, ун чухнех эпӗ халӗ хама пӗтӗмпех тыткӑна илекен шухӑшсем пирки чи малтанхи хут шутланӑ пулӗ.Должно быть, и в самом деле тогда я впервые подумал о том, что теперь занимало все мои мысли.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав япалана эпӗ Энскра чухнех курнӑччӗ-ха.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн ачаранпах, Азов тинӗс хӗрринчи Геническра пурӑннӑ чухнех, вӑл хӑй тӑванӗшӗн тӑрӑшнӑ пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑй вунвиҫҫӗре чухнех пуйма шухӑш тытрӗ ӗнтӗ вӑл.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсир, тен, тахҫанах, эпӗ пӗчӗк чухнех тухса кайнӑ-тӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсен курайманлӑхӗ мӗнрен пуҫланса кайнӑ-тӑр, пӗлейместӗп ӗнтӗ, анчах хам Энскра пурӑннӑ чухнех ярӑнмалли ҫӗрте епле тискер ҫапӑҫусем пулса иртни ҫинчен, ырӑ кӑмӑллӑ паттӑр гимназистсем ҫинчен, ҫапӑҫӑва тухнӑ ирсӗр реалистсем аллисене тӑхлан муклашкисем тытса тухни ҫинчен сас-хура илткеленӗччӗ эпӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир ун чухнех, ача чухнех, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаттӑмӑр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анне больницӑна кӗпе ҫума ҫӳрет, ирхине, эпир ҫывӑрнӑ чухнех, килтен тухса каять.Мать стирала в больнице, уходила с утра, когда мы еще спали,
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пиччесемпе аппасем ача чухнех вилнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тӗрлӗрен ҫынсем пур-ҫке, хӑшӗсем акӑ нимӗнсӗрех эрешменсемпе таракансенчен, шӑшисенчен хӑраҫҫӗ, тӳррипех калас-ши, эпӗ ача чухнех пӗр карчӑк ман пирки аннене юмӑҫ ярса панӑ; хаяр арӑмӗнчен вилмелле, тенӗ вӑл ман пирки; ку мана ун чухнех ытла тӗлӗнтернӗ: авланасси ҫине ҫав тери йӗрӗнсе пӑхакан пултӑм… анчах вӑл калани мана тӗрӗсе килес пек туйӑнать; ҫапах та эпе май килнӗ таран ҫавӑ каярах килтӗрччӗ тесе тӑрӑшӑп-ха.
Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ахӑртнех, ӑна ача чухнех амӑшӗ иртӗхтернӗ пулас…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл йӗрсе янӑ пек те туйӑнчӗ мана: тӳррипех калас пулать сире, Азамат калама ҫук кутӑн ачаччӗ, ача чухнех вӑл нихҫан та куҫҫульне кӑлармастчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964