Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ури (тĕпĕ: ура) more information about the word form can be found here.
Эпир чӳрече патӗнче нимӗн чӗнмесӗр лараттӑмӑр, урамалла пӑхаттӑмӑр, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывраймастӑмӑр, кӑшт кӑна чӑштӑртатнине те тимлесе итлеттӗмӗр, пӳрт умӗнче такам ури сасси илтӗннӗ пек туйӑнсан, шартах сиксе ӳкеттӗмӗр.

Мы молча сидели под окном, выглядывали на улицу, не спали ночами, прислушивались к малейшему шороху, вздрагивали, когда нам чудились чьи-то шаги около дома.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Мӗншӗн эс лаша ури айне кӗре-кӗре кайрӑн?

И зачем это ты под лошадей подныривал?

Серёжа «ункӑран» тухать // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл, лашасен ури айӗнчен сиксе тухса, пилӗк-ултӑ утӑм ярса пуснӑ та каллех румынсен урапи айне кӗрсе кайнӑ.

Он выскочил из-под ног лошадей, пробежал шагов пять и опять поднырнул под румынскую повозку.

Серёжа «ункӑран» тухать // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Йӗрлекенсен ури айӗнче юр чӗриклетни лайӑхах илтӗннӗ.

Было отчётливо слышно, как снег скрипел под ногами преследователей.

Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӗрӗссипе каласан, тӑшман ури пырса пуснӑ хуласенче пуринче те ҫавӑн пек улшӑнусемех пулса пӗтнӗ: ҫуртсем, урамсем, йывӑҫсем, садсемпе пахчасем таҫта кайса кӗнӗ, пытаннӑ, совет ҫыннисемшӗн чи хаклӑ япаласене ятсӑр этемсем веҫех таҫта пытарса усраҫҫӗ…

По существу то же самое во всём городе произошло: дома, улицы, природа — всё это на своих местах осталось, а жизнь спрятана куда-то, всё дорогое, советское, где-то бережётся людьми.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Утем ури пырса пусман чӑтлӑхсем витӗр вуншар ҫухрӑм кайсан та, ниҫта нимӗнле уҫланкӑ тӗл пулаймӑн.

Десятки километров можно пройти ими, не видя просвета.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Унтан, кӑвайтӑ патӗнче, хӑлхине кӗнӗ шыва силлесе кӑларма хӑрах ури ҫинче сиккелесе, Олег йӑмӑкӗсене ҫиленсе: — Ах, айвансем: шыв хӗрринче пурӑнатӑр — ишме пӗлместӗр! — тесе намӑслантарнӑ.

Потом, у костра, прыгая на одной ноге, вытряхивая воду из ушей, Олег сердито выговаривал сестрёнкам: — У реки живёте — плавать не умеете! Стыдно!

«Шыв хӗрринче пурӑнатӑр – ишме пӗлместӗр!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Юрать-ха, лаша ури айне пулман.

Хорошо ещё, что не попала под копыта.

Туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Упӑте кайри ури ҫине тӑрса вӗрен тӑрӑх улӑхса кайнӑ.

И в то время, как обезьяна, став на задние лапы, очень ловко пошла по веревке.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӗр ури патӗнчи арӑслан.

Лев у ног девушки.

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унта кӗрсенех, Спартак пит пӗркенчӗкне ҫӗклерӗ те Валерия ури умне кукленчӗ.

Его ввели в комнату, Спартак поднял забрало и упал к ногам Валерии.

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ку тӑвайккисем, темиҫе мильӑна тӑсӑлса, мӑнаҫлӑ улӑп ури айне чечексемпе ешӗл курӑкран тунӑ хитре ковёр сарнӑ пек сарӑлса выртрӗ.

Эти склоны, сбегая на много миль кругом, казалось, расстилали у подошвы гордого гиганта чудесный разноцветный ковер, сотканный из цветов и зелени.

XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ват йывӑҫ чӑкӑртатса ларать-и, йӑпшӑнса утакан тискер кайӑк ури айӗнче тип шанкӑ ҫатлатать-и, ыйхӑллӑ кайӑк пырса перӗнет-и, ним те тавҫӑраймастӑн, пурпӗрех хӑйсем чуна темле шиклӗх кӗртеҫҫӗ, ҫурӑм тӑрӑх сивӗ сӑркӑлтӑк чуптараҫҫӗ.

Скрипит ли старое дерево, треснет ли сухой сучок под осторожной лапой крадущегося зверя, шарахнется ли сонная птица, — ничего не разберешь, а всего охватывает жуткое чувство страха, и мурашки бегут по спине.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Упа ҫури, сӗтел ури тӑрӑх хӑпарса, ҫиттие шӑлӗсемпе ярса илнӗ те, сӗтел ури ҫине тӗренсе, пӗтӗм вӑйӗпе туртнӑ.

Медвежонок по ножке стола добрался до клеенки, ухватил ее зубами, уперся лапами в ножку и принялся тащить что было мочи.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

Энтри, кӳрше кайса, пӗр ҫур сехетрен пӗчӗкҫӗ кӑна упа ҫури илсе килчӗ, вӑл чӑнах та алсаран пысӑках, мар иккен, анчах ҫак чунлӑ алса хӑйӗн тӑватӑ ури ҫинче ытла та кулӑшла утса ҫӳрет, хитре симӗс куҫӗсене тата кулӑшларах ҫавӑркалать.

Андрей отправился к соседям и через полчаса принес крошечного медвежонка, который действительно был не больше его рукавицы, с той разницей, что эта живая рукавица так забавно ходила на своих четырех ногах и еще забавнее таращила такие милые синие глазенки.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

Пӗрре вӑл, мӑрьене ӑшӑнма кӗрсен, кӑштах ҫунса кайман, тепре — кӗҫех шыва путман, шӑнса та пӑхнӑ, чее Кушак аҫин пурҫӑн ури айне те чут ҫеҫ лекмен, аран чӗрӗ юлнӑ, — эй, хуйхи-суйхине вӑл нумай курнӑ-ҫке!..

Раз чуть не сгорел, забравшись погреться в трубу, в другой — чуть не утонул, потом замерзал, потом совсем было попался в бархатные лапки старого плута Васьки и чуть живой вырвался, — э, да мало ли невзгод и горя он перенес!..

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Пӗрре ҫеҫ-ҫке вӑл манӑн! — ӗсӗклесе макӑрнӑ Марковна, фельдшер ури умне ӳксе.

Один ведь он у меня! — голосила Марковна, валяясь в ногах у фельдшера.

VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Вӑл, кайри ури ҫине тӑчӗ те, йытта ҫӳлтен сӗкесшӗн пулчӗ.

И потом встал на задние ноги и хотел Серого сверху ударить.

Качака такине йытӑ хӑваласа яни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫитменнине тата, кайри ури вӗҫҫӗн тӑрса, вӑйлӑрах тӗкес тесе сике-сике илет.

И даже на задние ножки вставала и подскакивала, чтоб посильней ударить.

Эпӗ качака путекне перӗнни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ури унӑн тимӗр пек.

У него нога прямо как железная.

Чи пысӑк кайӑк // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed