Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сикрӗ (тĕпĕ: сик) more information about the word form can be found here.
Господин ватӑ казак йӗнерӗ ҫинче кӑлтах сикрӗ те хӗлӗх пек кӑрӑнланса ларчӗ.

Господин старый казак дрогнул на седле и вытянулся в жилу.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Учӗ хартлатса тапса сикрӗ те Григорие урам варрине илсе тухрӗ.

Конь прыгнул, всхрапнув, вынес Григория на середину улицы.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малти рете лекнӗ Григорий сӑннине антарма (усса яма) ӗлкӗрнӗччӗ ҫеҫ, унӑн учӗ, хӑй ҫине ытти утсем ҫитсе кӗнипе хусканса, тапса сикрӗ те тӳрех малалла ӗрӗхрӗ.

Григорий едва успел опустить пику (он попал в первый ряд), как конь, захваченный хлынувшим потоком лошадей, рванулся и понес, забирая вовсю.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий шартах сикрӗ.

Григорий дрогнул.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий шартах сикрӗ, нимӗн ӑнланмасла, ашшӗ ҫине куҫне ҫӗклесе пӑхрӗ.

Григорий вздрогнул; недоумевая, поднял на отца глаза.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лаша малти сулахай ури ҫине пусмасӑр сикрӗ те кӗҫенсе ячӗ.

Конь прыгнул, не наступая на левую переднюю, и заржал.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӗнер пӗкечи ҫине ӳпӗнсе, картузне аллипе тытса, малтан сотник тапса сикрӗ.

Первый рванулся сотник, припадая к луке, придерживая рукой фуражку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка хапха патнелле качака пек тапса сикрӗ.

Дуняшка козой скакнула к воротам.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кимӗ ҫумӗнче шыв шӑпӑлтатса хумханчӗ те, икӗ аршӑн тӑршшӗ сазан, пӑхӑртан шӑратса янӑ евӗрлӗскер, кукӑртса хунӑ хӳрипе шыва икӗ пая ҫапса уйӑрса, ҫӳлелле сикрӗ.

Возле баркаса, хлюпнув, схлынула вода, и двухаршинный, словно слитый из красной меди, сазан со стоном прыгнул вверх, сдвоив по воде изогнутым лопушистым хвостом.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Катерина аллинче ҫывӑракан ача кӑшкӑрса ячӗ те ыйхӑран вӑранчӗ; пани хӑй те кӑшкӑрса ячӗ; кӗсменсемпе ишекен йӗкӗтсем ҫӗлӗкӗсене Днепра ӳкерчӗҫ; пан хӑй шартах сикрӗ.

Дитя, спавшее на руках у Катерины, вскрикнуло и пробудилось; сама пани вскрикнула; Гребцы пороняли шапки в Днепр; сам пан вздрогнул.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫак самантра вӑл, ҫапӑ илчӗ те, лешне виҫӗ хутчен туртса ҫапрӗ, мӗскӗн шуйттан вара, заседатель тин ҫеҫ хулӑпа ӑшаласа янӑ мужик пек, тапса сикрӗ.

Тут, схвативши хворостину, отвесил он ему три удара, и бедный черт припустил бежать, как мужик, которого только что выпарил заседатель.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Ухмаха ермелле, сан пек, ҫакӑнса вилес пулсан! шыва сикрӗ вӑл! вакка сиксе вилчӗ!

— Нужно быть такой сумасшедшей, как ты, чтобы повеситься! он утонул! утонул в пролубе!

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тупата, сикрӗ! ак: ҫак вырӑнтан тапранам мар, сикмерӗ пулсан!» ҫатӑлтатма тытӑнчӗ ткачӑн мӑнтӑр арӑмӗ, урам варринче, Диканькӑри хӗрарӑмсем хушшинче тӑраканскер.

Ей-богу, утонул! вот чтобы я не сошла с этого места, если не утонул! — лепетала толстая ткачиха, стоя в куче диканьских баб посереди улицы.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Шыва сикрӗ!

— Утонул!

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сурчӗ те вӑл, сӑхсӑхса илсе, аллисемпе хӑлаҫланса, кӗтмен парне патӗнчен пӗрех тапса сикрӗ те, ҫамрӑк йӗкӗтрен те хӑвӑртрах, халӑх хушшинелле кӗрсе ҫухалчӗ.

Плюнув, крестясь и болтая руками, побежал он от неожиданного подарка и, быстрее молодого парубка, пропал в толпе.

X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Олейник шартах сикрӗ, куҫне уҫрӗ те, сехӗрленсе хытса кайрӗ.

Олейник вздрогнул, открыл глаза и в страхе замер.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ватӑ пӑши сасартӑк ҫӳлелле тапса сикрӗ те ҫӑра чӑрӑшсем хушшине ҫитсе кӗчӗ.

Старый лось разом взлетел на воздух и с шумом врезался в густой ельник.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Самохвалов ҫӗрлехи тӗттӗме хӑюллӑн сикрӗ.

Самохвалов смело бросился в бездну ночи.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лаша хартлатса илчӗ — Виктор шартах сикрӗ; алӑк патне чӗрне вӗҫҫӗн, шӑппӑн утса пычӗ те саламат аврипе шаккарӗ.

Всхрапнул конь — Виктор вздрогнул: на носках, крадучись, подошел к двери, постучал рукоятью плетки.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Совет самолечӗ вӗҫнине курсан, Ефим Чернявкин хӑй вырӑнӗнчен тӑнсӑрланнӑ пек сиксе тӑчӗ те вӑрманалла тапса сикрӗ.

Увидев, что летит советский самолет, Ефим Чернявкин ошалело сорвался с места и бросился к лесу.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed