Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӑтса (тĕпĕ: чӑт) more information about the word form can be found here.
Ҫар тата ҫав шутрах эсир те ку хыпара… ӗ-ӗ-ӗ… лӑпкӑн чӑтса ирттерме тивӗҫлӗ…

Армия и вы в том числе должны спокойно перенести это… э-э-э… известие…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапӑҫура полксен чӑтса тӑма вӑй ҫитеймест.

В бою полки понесли поражение.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапах та, пулеметӑн шатӑртатса тӑракан вут-хӗме, май уйӑхӗнчи шалкӑм ҫумӑр пек, вӑрманта тапӑртатса ташлама тытӑнсан, чӑтса тӑраймарӗҫ: пуҫӗсене май килнӗ таран хулпуҫҫийӗсем хушшинелле хутлатса каялла упаленчӗҫ, хуртсем пек ҫӗр ҫумне лапчӑнчӗҫ, алли-урисем ҫине ҫӗкленмесӗр хырӑм ҫинче кӑна шуса, вырӑнтан вырӑна куҫрӗҫ, хӑйсен хыҫӗнчен пылчӑклӑ ҫӗр ҫине вӑрӑм йӗрсем хӑварса, ҫӗленсем пек каялла шуса кайрӗҫ…

И все же, когда майским ливнем буйно брызнул и затопотал по лесу стрекочущий пулеметный огонь, — не выдержали: ползли назад, до предела втягивая головы в плечи, гусеницами влипали в землю, передвигались, не сгибая ни рук, ни ног, ползли по-змеиному, влача за собою по грязи след…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Каллех савӑнатӑн эсӗ, — кулмасӑр чӑтса тӑраймарӗ Сергей.

— Опять ты радуешься, — уже не в силах сдержать улыбку, сказал Сергей.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑех килкартине килсе кӗчӗ, чунӗ чӑтса тӑраймарӗ пулас, — Ҫемен кулса илчӗ.

Сама ко двору приехала, — знать, не выдержало серденько, — Семен улыбнулся.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Евсей, арӑмне хирӗҫ нихҫан та сӑмах уҫманскер, чӑтса тӑрайман: «Мӗн пӑхмалли пур сан ун ҫине? Ывӑлупа ун ачисене куртӑн, тата сана мӗн кирлӗ?» — тенӗ.

Евсей, никогда не возражавший жене, не стерпел: «А чего тебе на нее смотреть? Повидала внучат и сына, чего ж еще?»

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей чӑтса тӑраймарӗ: — Даша аппа! Ку амортизаци мар, ку тӗлӗнмелле япала! Эпир ҫӗр ҫинче мар, шывра шуса пыратпӑр! — терӗ.

Сергей невольно воскликнул: — Тетя Даша! Да это не амортизация, а чудо! Мы не едем, а плывем!

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта ӗнтӗ, ҫав тери савӑнӑҫлӑ вӑхӑтра, казак-герой умӗнче пушшех чӑтса лараймарӗ: вӑл Запорожски Сечь саманинчен пуҫласа Кочубей похочӗсем патне, вара Отечественнӑй вӑрҫӑ патне ҫитрӗ, казаксен пур полкӗсене те, казаксенчен тухнӑ пур генералсене те аса илчӗ, хӑйӗн ывӑлне кавалерие кайма килӗшменшӗн ятласа илчӗ, Сергее те сиктерсе хӑвармарӗ, ӑна та кавалерист мар, танкист пулнӑшӑн лекрӗ…

А сегодня, в такой торжественный момент да еще в присутствии молодого казака-героя он и вовсе не мог удержаться: решительно оседлал своего надежного конька и от Запорожской Сечи провел прямую дорогу к кочубеевским походам, затем обратился к Отечественной войне, перебрал по памяти все казачьи полки и всех казачьих генералов, поругал своих сыновей, не захотевших служить в кавалерии, пожурил и Сергея опять же за то, что тот был танкистом, а не конником…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йывӑр аманнӑскер контузи чӑтса ирттернӗ.

Тяжело раненый, выдержал контузию.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Тахҫан ӗлӗк пӗчӗк ачанни пек тӑртанса тӑракан тути хӗррисем усӑнчӗҫ, вӗсене чӑтса ирттернӗ хурлӑх пӗркелентерчӗ.

В опущенных, когда-то отрочески пухлых углах рта ложилась мужалая горесть.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫиелтен пӑхсассӑн, Аксинья савнисӗр тунсӑх пурнӑҫа ҫирӗппӗн чӑтса ирттернӗ пек туйӑнать.

Аксинья с виду стойко переносила разлуку.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Епле-ха эсӗ, тӑванӑм, казаксӑр ҫав тери нумай чӑтса пурӑнатӑн?

— Как же ты, милушка, без казака так долго терпишь?

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫемьере кашниех хуйха хӑй майлӑ чӑтса ирттерет.

Каждый в семье по-своему зализывал рану.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Манӑн галерейран ниҫта чӑтса ларайми сурас килетчӗ унӑн ҫӑварне.

Мне с галереи непреодолимо хотелось плюнуть в рот ему.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӑтса тӑраятӑн пулать вара?

— Рази ж утерпишь?

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий те чӑтса тӑраймарӗ.

Звериное любопытство толкнуло и Григория.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Нимле хӗрарӑм та упӑшка ҫук чухне ирӗкрен тутанса пӑхмасӑр чӑтса тӑраймасть.

— Да ни в жисть не стерпит любая баба, чтоб без мужа на стороне не хлебнуть.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ман вырӑнта пулсассӑн, эсӗ те чӑтса тӑраяс ҫук.

— Тебя б в мою шкуру, и ты б не выдержал!

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑн пек калаҫмасӑр шӑппӑн ларнине Пантелей Прокофьевич чӑтса тӑраймарӗ.

Пантелей Прокофьевич первый не выдержал общего молчания.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тур патӑр, — унтан кӳренчӗклӗн те пашӑрханчӑклӑн ӳпкелешсе илчӗ: — чӑтса тӑраймарӑн пулать, мурскер, эпӗ вилессе, эпӗ вилсессӗн каяс пулатчӗ… сансӑр пуҫне йӳҫӗ пулать ман пурнӑҫӑм.

Дай Бог, — И с досадой и горечью упрекнул: — Не дождалась, поганка, покеда помру, тогда бы и вышла… без тебя горькая будет мне жизня.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed