Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑна пӳлӗмӗнче фортепьяно ҫине аллипе тӗреленсе тӑрать, хӑй ман еннелле танлӑн тата чӑтӑмсӑрррӑн пӑхать.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр кун ҫанталӑк япӑх пулчӗ, эпӗ хӑна пӳлӗмне пынӑ ҫӗре атте те, хӗрарӑмсем те чей ӗҫме тухманччӗ-ха.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑна пӳлӗмӗнче вӑл, тытӑнчӑклӑн калаҫса, амӑшне юрасшӑн хӑйне чура пек тытать, амӑшӗ мӗн тӑвас тенине йӑлтах тӑвать, Анна Дмитриевна хушнине пурнӑҫламан ҫынсене ятлать, кабинетӗнче тата кантурта вара апат пӗҫерме хӑйӗнчен ыйтмасӑр кӑвакал илнӗшӗн, е кӳршӗ ялта пурӑнакан хӗрарӑм сывлӑхӗ ҫинчен пӗлме Анна Дмитриевна хушнипе хресчене янӑшӑн, е хресченсен пахчара ҫум ҫумлама тивӗҫлӗ хӗрӗсене вӑрманта хӑмла ҫырли пуҫтарттарса ҫӳретнӗшӗн асар-писӗр тустарать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурте саланса пӗтсен, хӑна пӳлӗмӗнчен ҫутӑсем ҫӳлти пӳлӗмсене куҫсан, вара вӗсенче хӗрарӑмсен сассисем тата чӳречесене уҫнӑ е хупнӑ чух шатлаттарнисем илтӗнме пуҫласан, эпӗ галерейӑна каятӑп та, ыйха путакан ҫуртӑн мӗнпур сас-хурине тимлӗн итлесе, уткаласа ҫӳретӗп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр чухне, хӑна пӳлӗмне пӗччен тӑрса юлсан, Любочка пӗр-пӗр авалхи кӗвве калас-тӑк, ирӗксӗрех кӗнекене хуратӑп та балконӑн уҫса хунӑ алӑкӗнчен ҫӳлӗ хурӑнсен усӑнса тӑракан кӑтра турачӗсем ҫине пӑхатӑп, ку туратсене каҫхи мӗлке хупласа илет ӗнтӗ, таса тӳпенелле тинкеретӗп, ун ҫине сӑнаса пӑхатӑп-пӑхатӑп та, сасартӑк тусанлӑ сарӑрах пӑнчӑ курӑннӑ пек, унтан каллех ҫухалнӑ пек пулса каять; вара залри музыкӑпа, хапха чӗриклетнине, хӗрарӑмсен сассисене тата ялта кӗтӳ антарнине итленӗ май, эпӗ сасартӑк Наталья Савишнӑна, аннене, Карл Иваныча аса илетӗп те, ман пӗр минута ӑш вӑркаса каять.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ытти виҫ чӳречерен рамкӑсен мӗлкисемпе пӗрле ҫап-ҫутӑ пӗр-пӗтӗмлӗ тӑваткӗтеслӗхсем ӳкнӗ; пӗрин тӗлӗнче, хӑна пӳлӗмӗн сӑрламан урайӗнче, тахҫанхи йӑлипе Чиперкке выртать, ҫутӑ тӑваткӗтеслӗх тӑрӑх ҫӳрекен шӑнасем ҫине хӑлхисене тӑратса пӑхать.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вунпӗр сехет ҫине кайсан, эпӗ ялан тенӗ пекех хӑна пӳлӗмне килсе кӗретӗп, вӑл вӑхӑт тӗлне хӗрарӑмсем час-часах, чей ӗҫсе тӑранса, ӗҫе пикенеҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуркунне пирӗнпе паллашма яла кӳршӗри пӗр ҫамрӑк ҫын килчӗ, вӑл хӑна пӳлӗмне кӗрсенех пӗрмай фортепьяно ҫине пӑхрӗ, Мимипе тата Катенькӑпа калаҫкаланӑ май пуканне майӗпен-майӗпенех фортепьяно патнелле куҫарчӗ.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Астусах тӑратӑп-ха, пӗр каҫхине Любочка чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ пассажа фортепьянӑпа ҫӗр хут та каларӗ пулӗ, ҫав вӑхӑтра Володя хӑна пӳлӗмӗнчи диван ҫинче тӗлӗрсе выртрӗ, хаяррӑн тӑрӑхласа, кама каланине питех палӑртмасӑр, сайра хутран ҫапла мӑкӑртатрӗ: «Ай пултарать… музыка калакан ку хӗрача… Бетховен!.. (ку ята вӑл уйрӑмах тӑрӑхласа каларӗ), маттур… ну, тата тепӗр хут… вӑт ҫапла» т. ыт. те.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫпа вӑл хӑна пӳлӗмӗнче ури-аллипех диван ҫине хӑпарса выртать, чавси ҫине таянса ҫывӑрать е ним кулмасӑр акӑш-макӑш суйма пикенет, хӑшпӗр чух калама лайӑх мар япаласем ҫинчен суйма тытӑнать, вара Мими ҫиленет, пичӗ пӑч-пӑч хӗрелсе каять, эпир ахӑлтатса кулатпӑр, аттепе тата сайра хутра манпа калаҫнине шутламасан, вӑл ҫемьери, ытти ҫынсемпе пуринпе те пули-пулми япаласем ҫинчен кӑна калаҫать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑна пӳлӗмне Володя килсен, Катенька патне ҫывхарнӑ чух унпа та ҫакнашкалах пулчӗ.Когда Володя пришел в гостиную, с ним, при свидании с Катенькой, случилось то же самое.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑна пӳлӗмӗ ҫав-ҫавах ҫӳлӗ маччаллӑ, ҫутӑ сарӑрах английски рояль те кунтах ларать, пӳлӗмӗн пысӑк чӳречисем яри уҫӑ, вӗсем витӗр ешӗл йывӑҫсем тата садӑн сарӑ, хӗрлӗ сукмакӗсем савӑккӑн курӑнаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атте тухса кайсанах эпӗ студент сюртукне хӑвӑрт тӑхӑнтӑм та хӑна пӳлӗмне кайрӑм; Володя вара кӑшт та васкамарӗ, дупельсемпе бекассем ӑҫта тӗл пулни ҫинчен Яковпа калаҫса, вӑл ҫӳлте вӑрах ларчӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хуть хӑна пӳлӗмне хӑвӑртрах пырӑр, Мими сире ҫав тери курасшӑн, — кӑшкӑрчӗ алӑк хыҫӗнчен Любочка.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир ача чухне хамӑр ҫывӑрнӑ пӳлӗме кӗтӗмӗр: кӗтессемпе алӑксем патӗнчи сӗмлӗхре халӗ те ача чухнехи сехре хӑпартмӑшсем пытанса тӑраҫҫӗ; хӑна пӳлӗмне кӗтӗмӗр — пӳлӗмри япаласенчен пуринчен те тӳлек те ҫепӗҫ юрату сисӗнет; зала пырса тухрӑмӑр — кунта ача чухнехи шавлӑ, пӗр хуйхӑсӑр савӑнӑҫ вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑрса, хӑйне вӑй-хал кӗртессе ҫеҫ кӗтнӗн туйӑнать.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана алӑк уҫса кӗртнӗ ватӑ швейцар та, ман ҫирен шинеле хывса илнӗ тарҫӑ та, хӑна пӳлӗмӗнче ларакан икӗ хӗрарӑмпа икӗ арҫын та, уйрӑмах Иван Иваныч князь хӑй, штатски сюртукпа диван ҫинче лараканскер, мана пурлӑх йышӑнса юлмалли ҫын тесе шутланӑн, ҫавна пула ыр сунмасӑр пӑхнӑн туйӑнчӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑна пӳлӗмӗ хыҫӗнчи пӗчӗкҫӗ тепӗр пӳлӗме пирӗнпе пӗр вӑхӑтрах урӑх алӑкран Ивина кӗчӗ.Ивина в одно время с нами из другой двери вошла в маленькую комнату за гостиной.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Зала та тӗплӗн, сиввӗн тата чыслӑ типтерленӗ, кирек хӑш кӗтес те йӑлтӑртатать, ҫӗнех мар пулин те ҫирӗп пек туйӑнать, картинӑсем те, кантӑк каррисем те, нимӗнле эрешсем те ниҫта та курӑнмаҫҫӗ вара; залӑн ҫап-ҫутӑ курӑнмалла якатнӑ урайӗ урлӑ утса, эпӗ хӑна пӳлӗмне кӗтӗм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр пилӗк минутран ҫав арҫын ачах зала кӗмелли алӑка уҫрӗ те мана хӑна пӳлӗмне ертсе кӗчӗ; пӳлӗмӗ тирпейлӗ, анчах питех капӑр мар.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑна пӳлӗмӗнче чарӑнчӗ те кӑранташпа хӑйӗн хучӗ ҫине каллех тем ҫырса хучӗ.Она остановилась в гостиной и что-то снова записала карандашиком на свою бумажку.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.