Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтанах апла марччӗ, куҫ шӑрҫи тӗлӗнче виҫӗ вӗҫлӗ тимӗр сенӗк кӑваккӑн йӑлтӑртатса кайсан е пуклак шалчан шупка шурӑ вӗҫӗ тӗксӗммӗн ҫиҫни курӑнсан, кашнийӗ, аллапписене хӳтевсӗррӗн куҫӗ патне ҫӗклесе, пичӗпе куҫне картлама пӑхатчӗ; хӗнесе-ватса пӗтернисен ушкӑнӗнчен хӗрхенме тархаслани те, ахлатса йынӑшни те, ятлаҫни те, ҫав тери ыратса кайнӑран ӑшран тӑвӑнса тухакан сасӑпа выльӑхла ӳлесе яни те илтӗнетчӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӗлӗкхи йӑли-хӑнӑхӑвӗ те ҫӗнӗрен таврӑнчӗ: ҫинҫе куҫ харшисен пӗкечисем каллех ӗнтӗ хуралчӗр, питҫӑмартисем ҫӳхе ҫу сийӗпе йӑлтӑртатса ҫуталчӗҫ; каллех вӑл шӳтлесе калаҫма, кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсемпе Натальйӑна вӑтантарма тапратрӗ; тути хӗррисем тӑтӑшрах та тӑтӑшрах темскере кӗтекен тӗтреллӗ кулӑпа ирӗлчӗҫ…
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тулта анат енчен ахӑрашса хӑпарнӑ ҫурхи ҫил тулашать, Базки сӑрчӗ ҫинче юлашки юр лӑстӑкӗ шупка хӗрлӗн йӑлтӑртатса ҫуталать; Дон леш енчи тирек тӑррисем ҫилпе тайкаланса хумханниине курсан, Григорие вӗсем шӑпланма пӗлмесӗр ҫӑран кашланӑ шав хӑлхине килсе кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ялан ҫапла илӗртӳллӗ те уҫҫӑн йӑлтӑртатса шуралать вӑл ӑшӑнса ирӗлнӗ хура ҫӗр ытамӗнчи пӗчӗк юр катӑкӗ…На черном фоне оттаявшей земли всегда заманчивей и ярче белеет оставшийся кусочек снега…
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юланут аллинчи офицер хӗҫне сывлӑшра вӑйкӑнтарса пырать, хӗҫӑн кӗмӗл йӗнни, хӗвел ҫинче ҫулӑм пек йӑлтӑртатса, йӗнер йӑранине ҫапӑна-ҫапӑна илет.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн куҫӗсем сарӑ хӗрлӗ хӗмпе йӑлтӑртатса илчӗҫ, анчах тути мӑйӑхӗ айӗнче, тискертереххӗн пулин те, кулӑпа ейӗлчӗ.В глазах его сверкнули рыжие искорки, но губы под усами, хоть и зверовато, а улыбались.
XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл тулхӑра-тулхӑра ҫӑварлӑхне чӑмлать, куклене-куклене илет, чӗввӗн тӑрать, каллех хӑлхисене лӑпчӑнтарса хурса ҫилхе хушшипе ҫил шӑхӑрттарма, йӑлтӑртатса тӑракан тикӗс чӗрнисем айӗнче сивӗпе касӑлнӑ ҫӗре вӑрӑммӑн янӑраттарса йынӑштарма май кӗтет.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорин ҫамкипе мӑйӗ ҫинчи юн тымарӗсен тӗввисем вӗрсе хӑпартнӑ пек кӳпчесе кайрӗҫ, куҫ шӑрҫисем симӗсрех хӗрлӗ ҫутӑпа йӑлтӑртатса илчӗҫ.У Григория вздулись на лбу и на шее связки вен, зеленоватыми искорками брызнули зрачки.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тахӑшӗ тин ҫеҫ килсе ҫитнӗ пулас: пӗр йӗнер йӑрани ҫумӗнче тислӗкпе хутӑш хытса сарӑхнӑ юр халӗ те ирӗлмен-ха, ун айӗнче кӑштах шыв йӑлтӑртатса ҫуталать.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий карнӑ ҫӑварӗпе антӑхса кайсах сывлӑш ҫӑтрӗ, кӗре питҫӑмартийӗсенчи хура хӗрлӗ тӗс сирӗлсе пычӗ, тӗксӗмленнӗ куҫӗ сӳрӗккӗн йӑлтӑртатса ҫунчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ватӑрах есаулӑн — батарея командирӗн — шултра пӳрнисем (пӗр пӳрнинче венчет ҫӗрри ылтӑн тӗсӗпе йӑлтӑртатса ҫиҫет) биноклӗн пӗчӗкҫӗ шӗтӗрнине ҫилӗллӗн пӑркалаҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дон — вӑл та ав, ҫумӑр пӗлӗчӗсен юрлӑ туттисене авӑнчӑк тӗкӗр ҫинчи пек кӑтартса, яланхи пек мар кӑваккӑн йӑлтӑртатса выртать.Дон — и тот отливает не присущей ему голубизной, как вогнутое зеркало, отражая снежные вершины туч.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗри ӳкет, унтан вара вӗтӗ ҫӑмлӑ шӑртланчӑк йӗр, чӑпӑрккана тивӗртнӗ хыҫҫӑн ут купарчи ҫинче юлакан йӗр майлӑ, хӑрӑм пек тӳпе анлӑшӗнче вӑрахчен йӑлтӑртатса тӑрать.Падала одна, а потом долго светлел ворсистый след, как на конском крупе после удара кнутом.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сылтӑмарахра, тӗтреллӗн тӑсӑлакан ҫырма лупашки хыҫӗнче, Жиров пӗви хаваслӑ кулӑпа ейӗлет, ҫутӑ шурӑ ахах-мерчен пек йӑлтӑртатса выртать.Справа, за туманной очерченной впадиной лога, жемчужно-улыбчиво белела полоска Жирова пруда.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Бунчук илтеймест вӑл пӑшӑлтатса каланӑ сӑмахсене: вӗсем темле уҫӑмсӑррӑн тухаҫҫӗ, такамсем калаҫнӑ тата кулнӑ сасӑсем хушшинче татӑла-татӑла ҫухалаҫҫӗ; анчах хӗрӗн куҫ шӑрҫисем йӑлтӑртатса ҫуталнинченех, унӑн авмака куҫ хӑрпӑкӗсем вӗттӗн сиккелесе чӗтренинченех Анна мӗн каласшӑн пулнине вӑл лайӑх ӑнланать…
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Таҫта лере, Дон леш енче, аякри сӑрт-тусен шӗвӗр тӳписем хыҫӗнче, ҫутӑ кӑвак ҫиҫӗм йӑлтӑртатса ҫиҫрӗ.Где-то за Доном, за дальними гребнями бугров, лазоревая крошилась молния.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ирхи янкӑр тӳпе кантӑк витӗр те вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑн та ҫутӑ сенкеррӗн йӑлтӑртатса курӑнать.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чӑтма ҫук ҫилӗ килнипе унӑн чӗрӗпӗнни пек пит-куҫӗ пир пек шурса кайрӗ, хӗстерсе хунӑ хаяр куҫӗсем вичкӗннӗн йӑлтӑртатса кускаларӗҫ, ҫак самантра пичӗ ҫинчи кӑвак тӗтӗм пек шӑртлӑ сухалӗ те йӑшӑлтатса илчӗ, тейӗн.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗрре кӑна, виҫерен ытла кукӑль паманшӑн, тем те пӗр каласа тӑкса, Бунчук аяккалла ҫаврӑнса выртрӗ те, Анна, чунӗпе тӑвӑнса, унӑн куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатса чӗтренине асӑрхаса илчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шыв куҫӗ вара, кӑшт кӑна палӑракан сивӗ пӑспа сывласа, ҫав-ҫавах хаваслӑ та хӑрушӑ тӗспе йӑлтӑртатса хуралать.А полынья чуть дымилась паром и так же радушно и жутко чернела.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.