Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чи малтан Шубин, ӑсран тайӑлнӑ ҫын пек йынӑшса, ахӑлтатса кулса ячӗ, унтан Берсенев, пӑрҫа тӑкӑннӑ чухне пулакан шав пек сасӑпа, кулма пуҫларӗ, ун хыҫҫӑн Зоя вӗтӗ шӑрҫа шӗлтӗртетнӗ пек кулса ячӗ, Анна Васильевна та сасартӑк кулма тытӑннипе Елена Николаевна та йӑл кулмасӑр тӳсеймерӗ, юлашкинчен Инсаров та чӑтса тӑма пултараймарӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Зоя Инсарова аллинчен ярса тытрӗ, анчах лешӗ вӗҫерӗнчӗ те тӳрех пысӑк пӳллӗ сӗмсӗр умне пырса тӑчӗ.Зоя ухватила за руку Инсарова, но он вырвался у нее и стал прямо перед великорослым нахалом.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ акӑ халех, ҫак минутрах каятӑп, анчах акӑ ҫак фрейлейн, ҫак мадам мар, акӑ ҫакӑ е ҫак (вӑл Еленӑпа Зоя ҫине кӑтартрӗ) мана einen Kuss, эпир нимӗҫле ҫапла калатпӑр, чуптума патӑр; ҫапла; мӗнех вара?
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Акӑ мӗн пулса иртрӗ: Анна Васильевна Царицынӑпа сывпуллашса юлашки хут аллине сулса илме те ӗлкӗрейменччӗ, хӑйсенчен темиҫе утӑмри ҫирӗк тӗмӗсем хыҫӗнчен сасартӑк тӗлли-паллисӗр кӑшкӑрашни, ахӑлтатни илтӗнсе кайрӗ те, унтан тӑрмаланса пӗтнӗ арҫын ушкӑнӗ, шӑпах Зоя юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн хыттӑн алӑ ҫупаканӗсем, ҫул ҫине персе тухрӗҫ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Зоя юрласа пӗтерсен, ҫыран хӗрринчи пӗр беседкӑран ырласа хыттӑн кӑшкӑрашни илтӗнсе кайрӗ, унтан Царицынӑна ӗҫме-ҫиме килнӗ хӗрлӗ питлӗ темиҫе нимӗҫ сиксе тухрӗҫ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Зоя шлепкине хывса хучӗ те юрласа ячӗ…
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Зоя юрласшӑн мар пулса кутӑнлашкаларӗ…
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Зоя Никитишна, пире Нидермеерӑн La lac-не юрласа парӑр-ха.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Берсеневпа Зоя кӑна мар, Анна Васильевна та хутшӑнчӗ (Инсаров юрлама пӗлмест), анчах юрӑ тӗрлӗ сасӑллӑ тухнипе юрлакансем виҫҫӗмӗш йӗркерех арпашса кайрӗҫ; пӗр Берсенев ҫеҫ малалла юрлама хӑтланса хулӑн сассипе: «Ничего в волнах не видно» тенӗ тӗле ҫитрӗ, анчах вӑл та вӑтанса часах шӑпланчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пурте чылайччен киленсе пӑхрӗҫ ҫак илем ҫине, Шубин та пулин шӑпланчӗ, Зоя та шухӑша кайса тӑчӗ.Все долго и молча любовались видом; даже Шубин притих, даже Зоя задумалась.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Зоя Никитишна мӗнлерех? — терӗ Берсенев Еленӑна.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Юлашкинчен Шубин унӑн пӳрнинчен ярса тытрӗ те, вӑл хытӑ чӑмӑртанипе Зоя нӑйкӑшса илчӗ, кайран та чылайччен аллине вӗрчӗ, ҫиленнӗ пек пулчӗ, Шубин ӑна хӑлхинчен тем пӑшӑлтатса пычӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Шубин пӗрмаях ахӑлтатрӗ тата хӑратрӗ, Зоя вара шӑппӑн кӑна кулкаларӗ, кушак пек йӑпшӑнчӗ.Он всё хохотал и грозился, а Зоя только втихомолку улыбалась и пожималась, как кошечка.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
«Тӑхтӑр-ха, эпӗ сирӗнпе пуриншӗн те татӑлатӑп!» кӑшкӑрса ячӗ Шубин, унтан тӗмсем хушшине кӗрсе сигарочницине тупса тухрӗ те Зоя патне пыма ҫеҫ тытӑннӑччӗ, анчах ун патне ҫывхарса та ӗлкӗреймерӗ, унӑн сигарочници каллех ҫул урлӑ вӗҫсе каҫрӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Шубин сигарочницине Зоя тӗмсем хушшине ывӑтрӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Шубин хайхи Зоя патне чупса ҫитрӗ те, аллине кӗлентӗр пек кукӑртса, «Ihre Hand, Madam» тесе, ӑна ҫавӑтса малалла утрӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Зоя Никитишна ҫаврӑнса пӑхкалать пулас-ха.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена сайра хутран Инсаровпа сӑмах хускатать; Зоя шлепкине икӗ пӳрнипе тытса пырать, лаптак пуҫлӑ ҫутӑ-кӑвак ботинка тӑхӑннӑ урисене ӳт тӗслӗ барежевӑй ҫитсӑ платьи айӗнчен килӗшӳллӗн кӑларкаласа пусать, е айккинелле, е хыҫалалла пӑхкаласа илет.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кил-хушшинче шӑв-шав пуҫланчӗ: Николай Артемьевича илме тесе ятарласах Мускава ҫын ячӗҫ; унпа пӗрлех дворецкий эрехсем, паштетсем тата ытти апат-ҫимӗҫсем туянма чуптарчӗ; Шубина кӳме тара тытма тата лашасем хатӗрлеме приказ тухрӗ (пӗр кӳме вӗсене ҫителӗксӗр пулнӑ); казачок, икӗ хутчен Берсеневпа Инсаров патне кайса, вӗсене малтан вырӑсла, кайран Зоя французла ҫырнӑ чӗнӳ хучӗсем парса килчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Зоя килсе кӗчӗ те, Анна Васильевна вӑранманни ҫинчен систерчӗ, чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫӳреме пуҫларӗ.
XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.