Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) more information about the word form can be found here.
Пушшех те, физикӑна пӗлместӗм, унпа экзамен мӗнле тытмаллине пачах чухламастӑм.

Более того, я не знала физику, даже не представляла, как я сдам экзамен.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Мӗн те пулин тума тытӑнтӑм тӑк эпӗ ӑна пӑрахмастӑпах, унпа ҫине тӑрса аппаланатӑп.

Если берусь за что-нибудь, я это не могу забросить, настойчиво занимаюсь им.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Унпа 346354 ҫынна, республикӑра пурӑнакансен 28%, е кашни тӑватӑ ҫынран пӗрне, тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Унпа продукцири ҫу хисепне вунӑ минутранах пӗлме пултаратӑн иккен.

С ним за десять минут можно узнать количество жира в продукции.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Унпа кану ҫуртне тул енчен илемлӗ сӑн кӗртрӗҫ, тӑррине ҫӗнетрӗҫ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Енчен те ҫын наркӑмӑша тутанса пӑхрӗ пулсан, унпа киревсӗр ӗҫсем пуласси куҫкӗретех. Ку, паллах, ҫемьешӗн кӑна инкек мар, экономикӑна та сиен кӳрет. Паянхи пурнӑҫ таппишӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан самантсем те чылай, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ наркӑмӑшсем халӑх хушшинче сарӑлни пурне те пӑшӑрхантарать. Ҫынсене тӗрлӗ майпа ӑптӑр-каптӑра илсе ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ», - тенӗ пӑшӑрханса республика Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Кашни ҫулах тупӑшаҫҫӗ унпа.

Каждый ход соревнуются с ним.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Асӑннӑ кӗнекере Раҫҫейри генеалоги историйӗн ыйтӑвӗсене хускатнӑ, унӑн тӗпчев методикипе паллаштарнӑ, унпа ҫыхӑннӑ информаци упранакан архивсене палӑртнӑ.

Help to translate

Вӗренӳ пособийӗ пичетленнӗ // Э.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Улма-ҫырлапа та ҫакӑн пекех лару-тӑру, унпа ялтисен 56,9 проценчӗ апатланать, хуларисенчен 68,8 проценчӗ.

И с фруктами такая же история, их употребляют из деревенских - 56,9 процента, из городских 68,8 процента.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хамӑрӑн аваллӑха пӗлмелле, юратмалла тата унпа мӑнаҫланмалла.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унпа 11 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен шӑнкӑравлама май килӗ.

Дозвониться туда будет возможно с 11 часов до 19 вечера.

Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/10855.html

Сӑлтавӗ - ку енӗпе темиҫе ҫул каялла яваплӑ пулнӑ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑй вӑхӑтӗнче унпа усӑ курас тӗллевлӗ инвалидсен мӗнпур категорине пӗр черете тӑратни.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Машина та пур, ҫук, унпа ҫеҫ ҫырлахмалла мар, чаплӑраххине туянмалла.

И машина есть, но нет, нельзя им довольствоваться, надо купить получше.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Муркаш алӑ ӑстисем хатӗрленӗ пусма халӗ Раҫҫей регионӗсен архивӗсенче упранасси иккӗлентермест - ун умӗнче, унпа пӗрле нумайӑшӗ сӑн ӳкерӗнме кӑмӑл тунӑ.

Help to translate

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Администраци пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх - унпа халӑх итлевӗнче паллаштарнӑ, проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлеҫҫӗ.

По сообщению главы администрации с ним ознакомили на народных слушаньях, готовят пректно-сметную документацию.

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Унпа килӗшӳллӗн пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ хӗрарӑмсене 50 ҫулта пенсие кайма ирӗк панӑ.

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Унпа пӗр музейре паллаштарнӑ хыҫҫӑн ӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗн аэродромӗсем пулнӑ ялсенче - Чӑваш Тимешре, Кӗлӗмкассинче тата Канаш районне кӗрекен Ҫӗнӗ Шуртанта - кӑтартасшӑн.

Help to translate

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Массӑллӑ спорта аталантарма, тӗрлӗ ӳсӗмри тата сывлӑх шайӗпе уйрӑлса тӑракан ҫынсене унпа туслашма лайӑх майсем туса пама кирлине асӑнчӗ.

Была подчеркнута необходимость развития массового спорта, обеспечения его доступности для людей разного возраста и разного состояния здоровья.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫак мера Чӑваш Енре пурӑнакан тата вунӑ пине яхӑн ҫынна хӑйсене тивӗҫлӗ ята, унпа пӗрле вара социаллӑ ҫӑмӑллӑхсем илме май парать.

Эта мера позволит получить заслуженное звание, а вместе с ним и положенные социальные льготы дополнительно почти десяти тысячам жителей Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫав вӑхӑтрах ҫакна палӑртмалла: патшалӑх тата муниципалитет заказчикӗсем подрядчиксем контракт условийӗсене кирлӗ пек пурнӑҫланине пур чухне те ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмаҫҫӗ, унпа ҫыхӑннӑ тӗслӗхсем вара республикӑри халӑх пурнӑҫӗ ҫине япӑх витӗм кӳреҫҫӗ.

В то же время следует отметить, что далеко не всегда государственные и муниципальные заказчики жестко контролируют выполнение подрядчиками условий контрактов, и эти случаи негативно отражаются на жителях республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed