Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиксе (тĕпĕ: сик) more information about the word form can be found here.
Чӗре ман сиксе тапа пуҫларӗ.

У меня заколотилось сердце.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пурте сиксе тӑчӗҫ, алӑ ҫупса ячӗҫ.

Все вскочили, захлопали в ладоши.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Апат каярах юлатчӗ ӗнтӗ, плита тӑрӑх шурӑ шыв тумламӗ пӗрчисем сикеҫҫӗ; кастрюльти улма янӑ шыв вӗренӗҫемӗн сиксе вӗрет…

Обед был отставлен, белые водяные шарики катались по плите вода, в которой плавала картошка, кипела, кипела…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ура ҫине сиксе те тӑчӗ.

Она вскочила.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑштах тӑрсан сиксе те тӑтӑм.

Наконец я вскочил.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫӑм сиксе тухас пек курӑнчӗ пулас ҫав манӑн, мӗншӗн тесен вӑл ҫавӑнтах мана хам пӑхнӑ пекех тӑрӑхласа пӑхрӗ, — юрать-ха, палӑрмаллах пулмарӗ.

Должно быть, я выпучил глаза, потому что он вдруг передразнил меня, — впрочем, едва заметно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пире хӑваласа ҫитрӗ те хӑйӗн лаши ҫинчен сиксе анчӗ, тепӗр лашин чӗлпӗрне мана тыттарса: — Ваше благородие! — терӗ.

Он, подскакав, слез с своей лошади и сказал, отдавая мне поводья другой: — Ваше благородие!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак вӑхӑтрах, крепӑҫрен ҫур ҫухрӑмри сӑрт хыҫӗнчен, ҫӗнӗрен юланутлӑ ушкӑнсем сиксе тухрӗҫ.

В это время из-за высоты, находившейся в полверсте от крепости, показались новые конные толпы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ чи юлашкинчен курнӑ япала Петька пулчӗ, вӑл урама сиксе тухрӗ, сӑран пальтоллӑ ҫынӑн куҫӗ умӗнчех хапхана шатлаттарса хупса хӑварчӗ.

Последнее, что я еще видел, был Петька, выскочивший на улицу и захлопнувший ворота перед самым носом человека в кожаном пальто.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кӑкӑрпа хӳме ҫумне пырса ҫапӑнтӑм, сиксе тӑтӑм, каллех ӳкрӗм.

Я грудью ударился о забор, вскочил и снова упал.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ухтараҫҫӗ, — пӑшӑлтатрӗ Петька, унтан сиксе тӑчӗ.

— Облава, — прошептал Петька и вскочил.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартак лавҫӑ ура ҫине сиксе тӑчӗ, лашине хистеме тытӑнчӗ…

И вдруг кучер привстал, замахнулся…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке мана илтмӗше хывса, сиксе тӑчӗ, темшӗн пирӗн пӳрт тавра ҫаврӑнса чӳречерен пырса шаккарӗ.

Как будто не слыша меня, тетя Даша вскочила, зачем-то обежала наш дом и постучала в окно.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑштах шурса кайса, вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, сиксе тӑчӗ, аякри ҫыран хӗрринелле, вӑлтисене галька ҫине тирсе лартса, шыв хӗрринчех ҫывӑрса выртакан палланӑ ватӑ пулӑҫӑ еннелле пӑшӑрханса пӑхрӗ.

Немного побледнев, он вдруг отвернулся от меня и встал, взволнованно глядя на далекий берег, где знакомый старый рыбак спал над своими удочками, у самой воды вставленными в гальку.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗтмен-туман событисем, пӗтӗм пурнӑҫӑмра пысӑк вырӑн йышӑннӑскерсем, сиксе тухни ҫеҫ сасартӑк манӑн чунӑма вӑйлӑн та ырлӑхлӑн хумхатса ячӗҫ.

Неожиданные происшествия, имевшие важное влияние на всю мою жизнь, дали вдруг моей душе сильное и благое потрясение.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Леш инкеклӗ хӑямачӗ сиксе тухни ҫинчен калас пулсан — вӑл пулса иртнӗ япала, ҫамрӑкскерне уншӑн тивмех кирлӗ мар пулӗ: лаша тӑватӑ ураллӑ пулин те такӑнать.

А что с ним случилась такая оказия, то быль молодцу не укора: конь и о четырех ногах, да спотыкается.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Даша инке пӑшӑрханса пӑшӑлтатма тытӑнчӗ, тенкеле ӳкерсе, сиксе тӑчӗ, ӗнерхи пекех тутӑрне сӳсе илчӗ.

Тетя Даша взволнованно зашептала, зашептала, вскочила, уронив стул, и, как вчера, содрала с головы платок.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫак лӑпкӑлӑха сасартӑк пӗр ӗҫ, пӗр-пӗрин хушшинчи харкашу сиксе тухса пӑсса хучӗ.

Но мир был прерван незапным междуусобием.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эх, эсир, чӗппӗмсем, — терӗ те Иван Иваныч вырӑн ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ.

– Ах вы, мои милые, – сказал Иван Иваныч и легко соскочил с лежанки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара мужик, вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑчӗ те, ҫурӑмӗ хыҫӗнчен пуртӑ туртса кӑларса, тытӑнчӗ унпала пур еннелле те сулса хӑмсарма…

Тогда мужик вскочил с постели, выхватил топор из-за спины и стал махать во все стороны.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed