Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
— Германи вӗҫне ҫитнине, вӑрҫӑ часах пӗтессине Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ӑнланса илнӗ ӗнтӗ.

— Соединенные Штаты уже понимают, что Германия на пределе, что война скоро кончится…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Зенькович икӗ ҫын валли илнӗ чухӑн паёка туртса кӑларчӗ те, вӗсем каҫхи апат ҫирӗҫ.

Зенькович вытащил скудный паек, полученный на двоих, и они поужинали.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑш-пӗр рамӑсем ӑшӗнчен ӳкерчӗксене кӑларса илнӗ.

Из некоторых рам холсты были вынуты.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тӗнчере халӗ Андрее пурте — наукӑшӑн ҫунни те (вӑл математика факультетӗнче вӗреннӗ), хӑйӗн интересӗсем те, нимӗҫсем йышӑнса илнӗ Псков хулинче юлнӑ амӑшӗн кун-ҫулӗ те иккӗленӳллӗ те шанчӑксӑр пек туйӑнать.

Все в мире сейчас представлялось Андрею зыбким и ненадежным: увлечение наукой (он учился на математическом факультете), личные интересы, судьба матери, оставшейся в занятом немцами Пскове.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Александровски садӑн курӑк пусса илнӗ чечек йӑранӗсем патӗнче те, аллейӑсенче те, наяннӑн пӗрӗхекен фонтан патӗнче те тата Пржевальский палӑкӗ патӗнче те уҫӑлса ҫӳрекенсем курӑнмаҫҫӗ.

У заглохших цветников Александровского сада, на аллеях, у лениво бьющего фонтана и у памятника Пржевальскому не видно было гуляющих.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хулана шӑрӑх кӑвак-тӗксӗмлӗх хупӑрласа илнӗ.

Жаркая синяя мгла повисла над городом.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

…Франци ҫӗршывне Прусси ҫӗнтерсе илнӗ.

...Пруссия победила Францию.

Билет // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23-24 с.

Хытӑ ярса илнӗ хупписенчен хӑтӑлса, тырӑ пӗрчисем, ирӗке тухнипе савӑннӑ пек, шуса, юхса анаҫҫӗ, ал айӗнчен, купасене купаланӑ кӗреҫесем айӗнчен туха-туха тараҫҫӗ.

Освобожденные от цепкой оболочки, зерна, словно радуясь свободе, скользили, переливались, убегали из-под рук, из-под лопат, отгребавших кучи.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗттӗмлӗхрен хунар ҫутисем ярса илнӗ капансен ҫаврашка тӑррисем курӑнса лараҫҫӗ, лобогрейкӑсем ҫумне ҫакса янӑ хунарсемпе кӗлте ҫыхакансен пӗчӗк хунарӗсем ҫутӑ хуртсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Выхваченные из мрака фонарями высились конические купола скирд, светлячками горели фонари, приделанные к лобогрейкам, и маленькие ручные фонарики вязальщиц.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗттӗм уйӑх ҫутисӗр, ҫурмаран пӗлӗтсем хупӑрласа илнӗ тӳпе тӑрӑх ҫутӑсем шӑваҫҫӗ.

Под темным, безлунным, наполовину закрытым тучей небом двигались огни.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак икӗ чӑнлӑха вӑл тӗплӗн ӑнланса илнӗ те вӗсене Фроськӑна та вӗрентме хӑтланнӑ.

Эти две истины она усвоила очень крепко и пыталась привить их Фроське.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кашни йывӑр вӑхӑтрах вӑл ӑна аса илнӗ:

Во всех трудных случаях он вспоминал о ней:

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Фроськӑна Петрпа пӗрле ӗҫлеме тӳр килмен пулсан, иккӗшне те кӗтмен ҫӗртен ҫавӑрса илнӗ вӑйлӑ туйӑма йӗрӗнчӗклӗн аса илсе, вӑл унран пӑрӑнса кайнӑ пулӗччӗ.

Если бы Фроське не пришлось работать вместе с Петром, она так бы и отшатнулась от него, с отвращением вспоминая о неожиданной вспышке, охватившей обоих.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ун ҫине пӑхса, Василий савӑннипе ӗхлетсе илнӗ:

Глядя на нее, Василий даже крякнул от удовольствия:

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сухал ӳстермен вӑл, анчах кӑмӑллӑ чухне янахӗпе питҫӑмартийӗсене ашшӗ пек шӑлкаласа илнӗ.

Он не растил бороды, но когда был доволен, то отцовским жестом оглаживал себе подбородок и щеки.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗтре кашни минутра ҫӑраланса пынӑ, вӑл ӗнтӗ пайӑркан-пайӑркан тӑсӑлса выртман, шурӑ чатӑр пек карса илнӗ.

С каждой минутой густел туман, он уж не тянулся полосами, а лежал сплошной белесой пеленой.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Алешӑна пӗр минутлӑха та манман вӑл, выртнӑ чухне те, тӑнӑ чухне те унӑн ятне аса илнӗ, анчах хӑйне ҫавӑрса илнӗ туйӑм мӗне пӗлтерни ҫинчен ҫак каҫчен тӗплӗн шухӑшласа пӑхман.

Она ни на минуту не забывала об Алеше, ложилась и вставала с его именем, но до этого вечера не отдавала себе отчета в охватившем ее чувстве.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак шурлӑха вӑл вӑрттӑн килме пултарнӑ пулсан, пӑши ун патне, тусӗ патне тухнӑ пек, чӑтлӑхран тухса, ун аллинчи ҫӑкӑра шанчӑклӑн илнӗ пулсан, ҫакӑ Петршӑн чи пысӑк телей пулнӑ пулӗччӗ.

Если бы он мог тайком приходить на это болото, если бы лось, как к другу, выходил к нему из чащобы и до верчиво брал хлеб из его рук, это было бы для Петра пределом счастья и желаний.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑрман уҫланкӑна симӗс хӳме пек ҫавӑрса илнӗ: унӑн кӑпӑкланса, авкаланса силленекен турат-ҫулҫисем, ҫырантан юхса тухасшӑн хумханса-чӳхенекен шыв пек, уҫланкӑна та, ҫула та путарасшӑн пулнӑн туйӑнать.

Лес обступил поляну зеленым валом; его пенистая бушующая листва, казалось, хотела перелиться через край, захлестнуть и поляну и дорогу.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫапла вӑл хӑлхипе ҫивӗччӗн итлесе, куҫӗсемпе тимлӗн тинкерсе, вӑрман тӑрӑх, пысӑк мар улӑхсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, кулленхи пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламан вӑл, ӑна пӗтӗмпех вӑрманти йӑл-йӑл ҫутӑ, шавпа чӑштӑртатнӑ сасӑсем ҫавӑрса илнӗ.

Так шел он лесами и луговинами, с обострившимся слухом и зрением, далекий от будничной жизни, погруженный в лесное мерцание, шумы и шорохи.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed