Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулталӑк the word is in our database.
ҫулталӑк (тĕпĕ: ҫулталӑк) more information about the word form can be found here.
Ҫулталӑк хушшинче вӑл кунтан тарма та пӗрре ҫеҫ мар шухӑш тытнӑ, анчах халӗ ӗнтӗ кайма та пултараймасть, тымар янӑ темелле.

За год он не один раз помышлял сбежать отсюда, а вот теперь уже и рвать больно, мясом прирос.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫулталӑк чӗнмесӗр ҫӳрет хӑй, тӑвасса пурпӗр хӑйӗнни пекех тӑвать!

Год молчать будет, а сделает все по-своему!

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Владимир Петрович каланӑ тӑрӑх, ку программӑна хутшӑнас текенсем халӗ те сахал мар, апла пулин те ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсен шутне 432 ҫеҫ ҫитермелле пулнӑ.

По словам Владимира Петровича, желающих принять участие в этой программе до сих пор немало, однако до конца года их число должно было лишь 432.

Яваплӑх хӑратмасть // Ирина НИКОЛАЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

Ку Анохиншӑн пысӑк хуйхӑ пулнӑ, вӑл ҫулталӑк ытла нимӗн тума пӗлмен, тӗксӗм ҫӳренӗ, никампа та интересленмен.

Для Анохина это было страшным ударом, он больше года ходил потерянный, мрачный и никем не интересовался.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Паллӑ мар — ҫӗнӗ тырӑччен тутӑ пурӑнмалӑх мӗн те пулин илетӗн-ши ҫулталӑк вӗҫӗнче, е ӗҫ кунӗ тӑрӑх кӑштах валеҫем пек туса, ытти пӗтӗмпех Аникей шухӑшласа кӑларнӑ пӗр-пӗр ӗҫ тума каять-ши?

неизвестно — получишь ли что в конце года, чтоб прожить до нового хлеба безголодно, или Аникей пустит все на новую затею, выдав людям какие-то жалкие крохи на трудодень.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫулталӑк ытларах иртсен, Аникей ҫав зала чӑх-чӗп усрама майлаштарнӑ, унта чӑхсем валли механизациленӗ читлӗхсем лартнӑ, хаҫатра каллех шӑв-шав ҫӗкленнӗ.

Через год с небольшим Аникей переоборудовал этот зал под птичник, установил там механизированные птице-клетки, и опять поднялся шум в газетах.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах пӗр ҫулталӑк та иртеймен — механизациленӗ зала ӗне сӑвакансем часах пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен ӗнесене капла сума вӗрентеймен, вӗсем хӑранӑ, сӗт нумай чакарнӑ, унсӑр пуҫне тата вӗсем юхан шыв леш енче, улӑхра нумай ҫӳренӗ.

Но не прошло и года, как доярки забросили механизированный зал, потому что коров к этой дойке приучить не сумели, коровы пугались, резко сбавили удой, к тому же большую часть времени паслись за рекой, в лугах.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хӑй ӑҫта вӑл халь? — ыйтрӗ Корней, хӗрӗ ҫулталӑк хушшинче те унӑн аппӑшне кӗрсе курма вӑхӑт тупайманнишӗн кӑштах лайӑхмарланса.

— Где он сейчас-то? — чувствуя неловкость за дочь, которая не удосужилась за два года навестить родную тетку, спросил Корней.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Полкӗ ку вунсаккӑрмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, нимӗҫ фронтӗнчен поход йӗркипе таврӑннӑ чух, Хӗрлӗ Ҫарӑн пӗр отрячӗпе пӗрлешнӗ те граждан вӑрҫи фрончӗсенче ҫулталӑк ҫурӑ ҫапӑҫнӑ хушӑра та унти тӗп кадрсене улӑштарман, Заамуретсен ҫи-пуҫ япалисемпе хӗҫпӑшал таврашӗ кирлӗ таранах пур, лашасем самӑр, лайӑх вӗрентсе ҫитернӗскерсем.

Полк этот в начале восемнадцатого года в походе с немецкого фронта целиком влился в один из отрядов Красной Армии и за полтора года боев на фронтах гражданской войны еще сохранил основные кадры, Заамурцы были прекрасно экипированы, лошади их — сыты и вышколены.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫулталӑк иртрӗ вӗсем влаҫа илни, тымар ярса ҫитереҫҫӗ те ак, — ӑҫта кайса кӗрӗ ун чух пӗртанлӑх?..

Да ить это год ихней власти прошел, а укоренятся они — куда равенство денется?..

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир сахӑрне ӑна ҫулталӑк ҫурӑ куҫпа курман…

Мы его, сахар-то, года полтора уж не видим…

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

1937 ҫулта ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ, вӑл вара ҫулталӑк ытла ӗҫлемесӗр, арӑмӗн ӗҫ укҫипе пурӑннӑ.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Унта хӑйӗн отрячӗпе пӗрле лӑпах ҫулталӑк хушши шаха хуралласа пурӑннӑ.

Со своим отрядом пробыл там год, составляя личную охрану шаха.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вилни ҫулталӑк ҫитнӗ е асӑнса ҫинӗ кунсенче кирек мӗнле татӑлса йӗр, — илсе ҫитереймӗ хӗвелтухӑҫ ҫилӗ ҫав хурлӑхлӑ хӳхлеве Галиципе Хӗвелтухӑҫ Прусси таран.

Сколько ни голосить в дни годовщины и поминок, — не донесет восточный ветер криков их до Галиции и Восточной Пруссии.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Строительсем тӑрӑшса ӗҫлени, пур ҫӗре те — хирсене те, станицӑсене те юпасем лартса тухни, станица площачӗсенче трансформаторлӑ подстанцисем туса лартни, кӗтнӗ кун — электростанцие ӗҫе ярас вӑхӑт ҫывхарса пыни — пурте савӑнтарнӑ ӑна, ахаль чухне ҫулталӑк хушшинче те ҫынсене хальхи пек, икӗ уйӑх пӗрле пулса ӗҫленӗ хушӑра пӗлсе ҫитнӗ чухлӗ пӗлес ҫук — ҫак ӑна пушшех савӑнтарнӑ.

Сергея радовала и активность строителей, и то, что всюду — и на полях и в станицах — маячили столбы, а на станичных площадях вырастали трансформаторные подстанции, и то, что приближался заветный день — пуск гидростанции, а особенно то, что за эти месяцы, постоянно живя с людьми, он узнал их так, как бы не мог в обычной обстановке узнать и за год.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр ҫулталӑк пӑхатӑп сан ҫине, килӗшетӗн эсӗ мана, куратӑп, санра казак юнӗ пур, — анчах ниепле ӑнланма вӑй ҫитмест сана.

Год на тебя я смотрю, нравишься ты мне, вижу, казачья у тебя жилка, — а вот понять тебя не в силах.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫулталӑк ҫурӑ каялла Пантелей Прокофьевича укҫа кирлӗ пулнӑ та, Сергей Платонович Моховран вӑл ҫӗр тенкӗлӗх кӗмӗл кивҫен илнӗ, вӑхӑтра тӳлесе татаймасан, япала сутса тӳлеме пулнӑ.

Года полтора назад подошла Пантелею Прокофьевичу нужда в деньгах, взял у Мохова Сергея Платоновича сто рублей серебром под запродажное письмо.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Упӑшка ав — ҫулталӑк килте ҫук!..

Мужа — его вон год нету!..

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ачисене Наталья ҫулталӑк тултаричченех кӑкӑр сӗчӗпе усрарӗ.

Наталья кормила детей грудью до года.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ас тӑватӑп-ха, ун чухне эсӗ ҫулталӑк тултарнӑччӗ.

Год от рождения тебе сравнялся.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed