Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫырусене ҫыракансем иккӗш те, паллах, хӑйсем тӳссе ирттернӗ хуйхӑ-суйхӑн вӑйне пӗр-пӗрин умӗнче чакарма тӑрӑшнӑ — о, ҫынсем питӗ чее вӗсем!
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куратӑн-и, государьӑм, витӗр курса вулаканӑм, епле чее ҫынсем вӗсем, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем, епле вылять вӗсен эгоизмӗ: санӑнни пек мар, государьӑм, мӗншӗн тесен вӗсем, государьӑм, эсӗ киленекен япалапа мар, урӑххипе киленеҫҫӗ; вӗсем хисеплекен ҫынсем вӗсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем-ха тесе шутласан, ҫакӑ вара вӗсемшӗн чи пысӑк киленӳ пулать, ҫавна тӑвас тесе вӗсем, государьӑм, эсӗ хӑвӑншӑн тӑрӑшнинчен каях мар тӑрӑша-тӑрӑша, темӗн тӗрлӗ япала шутла-шутла кӑлараҫҫӗ, анчах та сирӗн тӗллевсем тӗрлӗрен, ҫавӑнпа та санпа вӗсем шутласа кӑларакан япаласем те тӗрлӗрен: эсӗ ыттисемшӗн сиенлӗ, киревсӗр япаласем шутласа кӑларатӑн, вӗсем ыттисемшӗн усӑллӑ, лайӑх япаласем шутласа кӑлараҫҫӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Епле чее ҫын эсир, Рахметов!
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахели ӗҫе чи ӑста майлаштаракан чее еврейкӑсенчен пӗри пулнӑ, вӑл Вера Павловнӑшӑн лайӑх пӗлӗш пулнӑ; еврей вак сутӑҫсем пурте тенӗ пекех пӗр йӗркеллӗ ҫынна та улталаман, ҫавӑн пекех Рахель те Вера Павловнӑна улталаман.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна упӑшки ҫине тахҫанах ӗнтӗ ҫилӗллӗн, ялкӑшакан, чее куҫсемпе пӑхать.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку ӗҫ вӑл йывӑр та чее ӗҫ: сан ҫине пӑхса ларнӑ ҫӗртенех ху утма пуҫланине кӑтартмалла мар, анчах нимӗн тума та ҫук, ҫаплах тумалла пулать.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ара, китаецсем тӗрӗс калаҫҫӗ вӗт: вӗсен тӗлӗшпе илсен, пур европеецсем те, пӗр европеец пек, уйрӑм ҫын мар, тип представителӗ анчах, урӑх нимӗн те мар; пурте вӗсем таракансемпе йӗпе таракансене ҫимеҫҫӗ, пурте вӗсем ҫынсене вак турамсем туса вакламаҫҫӗ, пурте вӗсем рис эрехӗ мар, ахаль эрехпе виноград эрехӗ ӗҫеҫҫӗ, тата пӗртен-пӗр япалана, — китаецсемшӗн чи чаплӑ шутланаканскерне, — чее те пӗрте китаецсем пек ӗҫмеҫҫӗ: сахӑрсӑр мар, сахӑрпа ӗҫеҫҫӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак банка йӗркеленӗ хыҫҫӑн япаласем туянма комисси туса хучӗҫ: хӗрсем чее, кофене, сахӑра, атӑ-пушмака тата ытти нумай япаласене мастерской урлӑ илме пуҫларӗҫ, мастерской вӗсене, вак-тӗвеккӗн туянман пирки, йӳнӗрех хакпа туянчӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куратӑн-и, ырӑ кӑмӑллисем хӑйсем тӗллӗн ура ҫине тӑма пултараймаҫҫӗ, усаллисем вӑйлӑ, усаллисем чее.Видишь, добрые не могут сами стать на ноги, злые сильны, злые хитры.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫур ҫул ӗнтӗ Вера Павловна таса сывлӑшпа сывлать, ун кӑкӑрӗ чее сӑмахсен сывлӑшӗпе сывлама, — вӗсенчен кашнинех укҫа тупас шутпа каланӑ, — суя шухӑшсене, лайӑх мар шутланисене итлеме пачах маннӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа ун путвалӗ унӑн куҫӗ умне ытла та хӑрушла тухса тӑчӗ, Тасамарлӑх, ирсӗрлӗх, тӗрлӗ йышши намӑссӑрлӑх, — ҫаксем пурте ун куҫне пуҫласа курнӑ пек курӑнса кайрӗҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир, Марья Алексевна, питӗ лайӑх калаҫма пултаракан ҫынсемпе тӗл пулнӑ, эсир ҫав ҫынсем кашниех е ҫынсене лайӑх сӑмах каласа имретекен чее ҫынсем, е пурнӑҫа пӗлмен, нимӗнле ӗҫе те тытӑнма пӗлмен ҫитӗнсе ҫитнӗ айван ачасем пулнине курнӑ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сывӑ пул, чунӑмҫӑм, нумай калаҫма кирлӗ мар вӗт пире, — чее вӗт эпир, ҫапла-и?До свиданья, мой миленький, нам ведь не надобно долго говорить, — ведь мы хитрые, — да?
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ах, чунӑм, епле улталарӑм эпӗ сана, епле чее улталарӑм эпӗ сана!— Ах, мой милый, как я тебя обманула, как я тебя славно обманула!
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ах, чее!

Ман ҫине пӑхмасть те хӑй, — ах, епле чее!»
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Аха чее, пит чее-ҫке, шельма!
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗнпур Видоксемпе Ванька Каинсем ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑштах ӑс-тӑнпа пурнӑҫ опычӗ пулсан, тӳрӗ кӑмӑллӑ та чее мар ҫынна улталассинчен йывӑртараххи урӑх нимӗн те ҫук иккен.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
1 Наполеон епле чее пулнӑ пулин те, — вӗсенчен иккӗшӗнчен чылай чеерех, тата ҫавӑн пек чее пулнипе пӗрлех ун генилле ӑс-тӑн пулнӑ теҫҫӗ, — хӑйне чаплӑн, улталаса Эльба патне ҫитнӗ, ӑна унпа ҫеҫ сахал пек туйӑннӑ, инҫетерех каясси килнӗ, вара вӑл, хӑйне ултала-ултала, Св. Елена ҫине ҫитме ӗлкӗрнӗ!
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Луи-Филиппа Меттерних питӗ чее ҫынсем пулнӑ пулин те, хӑйсене ӑста улталаса, Парижпа Венӑран лӑпкӑ та тулӑх вырӑна тухнӑ та ҫав вырӑнта Макар пӑрусем кӗтнине пӑхса савӑннӑ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа та сире чее ҫын ҫине кӑтартса: «акӑ ҫак ҫынна никам та улталаймасть» тесессӗн, — 1 т. пуҫне хӑюллӑнах 10 т. хурӑр — эсир, чее ҫын мар пулин те, кӑмӑлсӑр пулсан, ҫав чее ҫынна улталатӑрах; 1 т. пуҫне хӑюллӑнах 100 т. хурӑр — вӑл хӑйне хӑех мӗн пирки те пулин улталаса пурӑнать, мӗншӗн тесен хӑйсене мӗн пирки те пулин улталасси вӑл чее ҫынсен яланхи палли.