Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усса (тĕпĕ: ус) more information about the word form can be found here.
Федор Лукич, пуҫне кӑкӑрӗ ҫине усса, шухӑша кайрӗ.

Федор Лукич склонил на грудь голову и задумался.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫакӑ кун ача Берды урамӗсем тӑрӑх пайтахчен пуҫа усса ҫӳрерӗ.

Бродил в этот день мальчик по Бердам, словно в воду опущенный.

Портрет // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Мужика ӑшаласа илни вӑл усса ҫеҫ пырать.

Мужику всыпать, так это же не в помех.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл усӑк тутине нимӗн ӑнланайман пек усса ячӗ те, хӑйпе пӗрле ҫӳрекен кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ генерал енне ҫаврӑнса, акӑлчан чӗлхипе темӗн каларӗ.

Особа, недоуменно свесив брюзглую губу, повернулась к сопутствовавшему ей седому генералу с фразой на английском языке.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, айӑккӑн чакса пырса, сак ҫине ларчӗ те, пуҫне усса, питне аллипе хупларӗ.

Наталья боком подошла к лавке и села, роняя голову на руки, ладонями закрывая лицо.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Шӑлна ҫыртчӗ! — хӑтӑрса илчӗ Листницкий, унтан, тепӗр май ҫаврӑнса, ҫилхине куҫӗсем ҫине усса шӑлӗсене йӗрсе пӑрахнӑ лаша пуҫӗ ҫине пӑхрӗ.

— Помолчи-ка! — строго сказал Листницкий и повернулся, оглядывая голову лошади с упавшей на глаза челкой и обнаженным, обветревшим на солнце навесом зубов.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Венгерец, чӗлпӗрпе палаш тытса пыракан аллине лаштах усса, тӳрленсе ларчӗ, унтан лӑпчӑнса йӗнер пӗкечи ҫине выртрӗ.

Венгерец, роняя руку с палашом и поводья, выпрямился, выгнув грудь, как от укуса, слег на луку седла.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл урисене канавалла усса ларнӑ имӗш, кайран канма выртнӑ пек тӳнсе кайнӑ.

У него была такая поза, словно он сидел, свесив ноги в канаву, а потом лег, отдыхая.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Еврей кӗмӗл укҫана кача пӳрнипе аллаппи ҫине хӗстерсе тытрӗ те, таврӑнчӑк куҫхупаххине усса ярса, пӑлтӑра тухрӗ.

Еврей мизинцем прижал к ладони монету, опустил вывернутое трубочкой веко и пошел в сени.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малти рете лекнӗ Григорий сӑннине антарма (усса яма) ӗлкӗрнӗччӗ ҫеҫ, унӑн учӗ, хӑй ҫине ытти утсем ҫитсе кӗнипе хусканса, тапса сикрӗ те тӳрех малалла ӗрӗхрӗ.

Григорий едва успел опустить пику (он попал в первый ряд), как конь, захваченный хлынувшим потоком лошадей, рванулся и понес, забирая вовсю.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пелагея, кӑвак юн тымарӗсемлӗ урисене кӑмака ҫинчен усса янӑ та, Фрося ятлӑ кӑртака ҫилӗллӗ ҫамрӑк арӑма ҫӗтӗлтерсе калаҫса ларать.

Пелагея, свесив с печки босые, в фиолетовых прожилках ноги, подтрунивала над молодой занозистой бабенкой Фросей.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуҫне картуз тӑхӑннӑ, картузне лакированнӑй антӑрлӑхне (янахай ҫыххине) янахӗ урлӑ усса янӑ.

В фуражке с приспущенным на подбородок лакированным ремешком.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑп ҫакӑнта, кӗтмен ҫӗртенех, кашкӑр купарчине тарӑн йӑрана усса ларчӗ.

И тут-то неожиданно волк сел, опустив зад в глубокую борозду.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫатан карта ҫумӗнче, пуҫне салхуллӑн усса, кӗсре сӗнксе тӑрать.

У плетня, понуро свесив голову, стояла кобылица.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуҫне усса, вӑл чӗтрекен хытӑ пӳрнисемпе сӗтелӗн ҫуман хӑмисене нумайччен шӑлкаласа ларчӗ.

Избочив голову, долго гладил дрожащими железными пальцами невымытую крышку стола.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карчӑк куҫӗ пек куҫлӑ ватӑ йытӑ ами Григорий патне йӑпӑртатса чупса пычӗ, ӑна хыҫалтан шӑршласа илчӗ, пуҫне салхуллӑн усса, Григорий хыҫҫӑнах утса, ӑна ҫывӑхри лакӑм патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Старая сука со старушечьим взглядом затрусила к Григорию, обнюхала его сзади и провожала до первой балки, понуро опустив голову, ступая шаг в шаг.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ватӑ уксах йытӑ ами, карчӑкӑнни пек куҫҫулленекен куҫлӑскер, пуринчен малтан Григорие пырса шӑршларӗ, унтӑн, типшӗм пуҫне усса, ун хыҫҫӑн утрӗ.

Старая хромая сука, со слезящимся старушечьим взглядом, первая обнюхала Григория, пошла следом, понурив сухую голову.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич аллисемпе чӗркуҫҫийӗ ҫине чавсаланнӑ та пуҫне усса ларать.

Пантелей Прокофьевич сидел, облокотившись на колени, опустив голову.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Федот тилхепине ҫыхса хучӗ, урисене усса, канлӗреххӗн майлашса выртрӗ.

Федот примотал вожжи; свесив ноги, прилег поудобней.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Унтан тӑм ӑшӗнчен тухрӗ те йӗмпӗҫҫисене чӗркуҫҫи таран вараланнӑ ури ҫинех усса ячӗ.

И вылез из глины, опуская штаны прямо на измазанные по колено ноги.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed