Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумтир the word is in our database.
тумтир (тĕпĕ: тумтир) more information about the word form can be found here.
Вӑл вӗсене ҫывӑрмалли пӳлӗме ертсе пычӗ те ҫапла каларӗ: — Ҫӑвӑнӑр та урӑх тумтир тӑхӑнӑр.

Она повела их в спальню и сказала: — Теперь умойтесь и переоденьтесь.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем пӗр самантрах тумтир таврашсене хывса пӑрахрӗҫ те, хӑйсене хура пылчӑкпа сӑрласа, зебрӑсем пекех йӑрӑмлӑскерсем пулса тачӗҫ.

— и вот, не долго думая, все они разделись догола, вымазались с ног до головы полосами грязи, точно зебры.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем тапӑнса ҫӳреме пуҫласанах, вӗсен ылтӑн та, тумтир таврашӗ те — пурте пулать.

Как только они начнут жизнь, полную приключений, будут и золото, и костюмы.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Санӑн хитре тумтир кӗтсе илесси нумаях юлман», — тесе йӑпатрӗҫ ӑна тусӗсем.

Однако мальчики доказали ему, что богатые костюмы появятся сами собой.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ма вӗсем пуҫ ҫине кӗл сапаҫҫӗ-ха? — тесе ыйтре Гек, Тома калама чарса тата ма хытӑ тумтир тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ вӗсем?

— А для чего ему носить рубище и посыпать главу пеплом? — спросил Гек.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗччен пурӑнакан манахсен ҫӗтӗк-ҫатӑк хытӑ тумтир тӑхӑнса ҫӳремелле, пуҫ ҫине кӗл сапмалла, хытӑ чулсем ҫинче ҫывӑрса пурӑнмалла, ҫумӑр айӗнче тӑрса шӳмелле тата…

Да еще отшельнику надо спать на самом что ни на есть жестком, носить рубище и посыпать главу пеплом, и на дожде стоять мокнуть и…

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гекльберри мӑн ҫынсен тумтир юлашкисене тӑхӑнса ҫӳренӗ.

Гекльберри всегда был одет в какие-нибудь обноски с чужого плеча.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кашнин хӑйӗн япали: ювелир капӑрлӑхӗсем, ҫыхнӑ тумтир, тӑм савӑт-сапа тата ытти те.

Help to translate

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Вӑт ӑҫтан тӑратнӑ вӗсем фронта апат-ҫимӗҫ, тумтир.

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Унӑн Кюльме патӗнче кивӗ тумтир тӑхӑнмалла та юмӑҫ патне пынӑ пӗр-пӗр хӗрарӑмпа пӗрле Каменка е Речной ялне ҫитмелле.

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Анчах пурпӗр йӗпенчӗҫ — тумтир йывӑрланчӗ.

Help to translate

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хырӑм пӗрмай выҫӑччӗ, йӗркеллӗ тумтир тӑхӑнса курайман.

Все время было голодно, не носили нормальной одежды.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Авалхилле – тимӗр тумтир, шӗвӗр вӗҫлӗ тимӗр калпак тӑхӑннӑ ҫар ҫыннисем студент ҫине пӑхман та, ӑна курман пекех юнашар иртсе кайнӑ.

Help to translate

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ӑшӑ вӑхӑтра йывӑҫ патне ҫарран, ҫӳхе тумтир тӑхӑнса пымалла – сиплев ӑнӑҫлӑрах иртӗ.

В теплое время подходите к дереву босиком, с тонкой одеждой - лечение пройдет удачней.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫав укҫапа ачасене тумтир, ытти япала туянса панӑ.

Help to translate

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Вӑй ҫитнӗ таран колхозра ӗҫленӗ, салтаксем валли ӑшӑ тумтир хатӗрленӗ, сандружинницӑсен курсне ҫӳренӗ.

Help to translate

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Пӗррехинче тантӑшӗсемпе окоп чавма кайсан ҫӳхе тӑхӑннӑскере /унӑн хулӑн тумтир пулман/ чутах тӑм тивмен.

Help to translate

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

13. Вӑл юнпа пӗвеннӗ тумтир тӑхӑннӑ.

13. Он был облечен в одежду, обагренную кровью.

Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Арӑм хӗрхӗлтӗм те хӗрлӗ тумтир тӑхӑннӑ, ылтӑнпа, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе эрешленнӗ, аллине хӑйӗн аскӑн ӗҫӗн ирсӗрлӗхӗпе тасамарлӑхне туллиех тултарнӑ ылтӑн курка тытнӑ.

4. И жена облечена была в порфиру и багряницу, украшена золотом, драгоценными камнями и жемчугом, и держала золотую чашу в руке своей, наполненную мерзостями и нечистотою блудодейства ее;

Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Турӑ Ҫуртӗнчен ҫичӗ асап тытса тӑракан ҫичӗ ангел тухрӗ; вӗсем тап-таса, ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑ.

6. И вышли из храма семь Ангелов, имеющие семь язв, облеченные в чистую и светлую льняную одежду и опоясанные по персям золотыми поясами.

Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed