Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунтан, тен, атавизм явленийӗ, этем сӗм авалхи аслашшӗ, обществӑллӑ чӗрлӗх пулсах ҫитмен пирки, хӑйӗн ҫӗр шӑтӑкӗнче пӗр пӗччен пурӑннӑ чухнехи вӑхӑт патнелле каялла тавӑрӑнса кайни пулӗ, тен тата, ку просто этем характерӗн тӗрлӗ енӗсенчен пӗри кӑна пулса тӑрать, — кам пӗлет?
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
— Ҫутҫанталӑкра, рак-отшельник пек е шуйттан мӑйраки пек, харпӑрхӑй хуппи ӑшне кӗме тимлекен, сӗм пӗчченлӗхе кӑмӑллакан этемсем сахал мар.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
«Ирӗклӗх» тӑракан пӗчӗк ҫӗр татӑкӗ тавра, океан шывӗ тӑрӑх, сӗм авалхи мӑйракаллӑ шуйттансем пек, тем пысӑкӑш хурҫӑ карапсем тата, выҫӑпа касӑлса ҫитнӗ тискер кайӑксем пек, пӗчӗк катерсем ишсе-шуса ҫӳреҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӑл вӑтӑр улттӑраччӗ; сухаллӑскер, патварскер, хаваслӑскер, хӑй ӑҫта-ӑҫта пулса мӗн курни-илтни ҫинчен, сӗм вӑрманти пурнӑҫ ҫинчен тӗлӗнмелле лайӑх каласа паратчӗ; ҫав пурнӑҫа пурте юмах вырӑнне хурса йышӑнатчӗҫ, амӑшӗпе хӗрӗ — ӗненетчӗҫ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хура тусен тӑрринчен айлӑмалла сӗм пӗлӗтсем юхнӑ, ҫунатлӑ урхамахсем пек, вӗсем вилме ҫырнӑ хула ҫинелле юхнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Кунта ун мӑн аслашшӗсем сӗм авалхи чулсенчен ҫуртсем тунӑ, хула стенисене купаланӑ, ҫак ҫӗр айӗнче ун йӑх-тӗпӗнчи тӑванӗсен шӑммисем выртнӑ; амӑшӗн чӗри ҫав чулсемпе, ҫӗрпе, халап-юмахсемпе, юрӑсемпе тата ҫынсен шанчӑкӗсемпе татса татӑлми сыпӑнса тӑнӑ — хӑйӗн чи ҫывӑх тӗпренчӗкӗ пӗтме пуҫланӑшӑн чӗрипе татӑлса йӗнӗ: ун чӗри ӗнтӗ тараса пек пулнӑ, анчах ывӑлне юратнипе хулана юратнине виҫсе пӑхсан — вал хӑшӗнчен хӑшӗ ытларах тайнине ӑнланма пултарайман.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Пурнӑҫ нихҫанхинчен ытла каҫ пулсан тӳсме ҫук йывӑрланса ҫитнӗ; ун чухне, шӑплӑхра, ҫын йынӑшни, йӗни уҫҫӑнрах, хытӑрах илтӗннӗ, — ун чухне инҫетри тусем хушӑкӗнчен сӗм хура мӗлкесем тухнӑ, вӗсем, тӑшман вырнаҫса тӑнӑ вырӑна хупласа, ҫурма ишӗлнӗ стенасем патнелле ҫывхарнӑ, хура ту тӑррисем ҫине уйӑх ҫӗкленсе тухнӑ, вӑл хӗҫпе тирсе пӗтернӗ пӑрахӑҫ питлӗх пек курӑннӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Каҫса кайса шавлакан сӗм вӑрман айӗнче, темӗнле чӗтреклӗ тӗттӗмлӗхре, чарӑнса тӑнӑ та вӗсем, ывӑннӑскерсем те ҫиленнӗскерсем, Данкона айӑплама тытӑннӑ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Обломов ӑҫта ҫӳренине, мӗн туса кун ирттернине турӑ пӗлет, анчах киле вӑл сӗм ҫӗрле тин таврӑнчӗ.Бог знает, где он бродил, что делал целый день, но домой вернулся поздно ночью.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӗрле сӗм вӑрман варрине лекнӗ пек туйӑнчӗ, кашни йывӑҫ е тем ӑна хурах пек, вилнӗ ҫын пек, тискер кайӑк пек туйӑнса кӑйрӗ.Он очутился будто в лесу, ночью, когда в каждом кусте и дереве чудится разбойник, мертвец, зверь.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сасартӑк халӗ, икӗ эрне хушшинчех, Анисья хӑй унран ытларах пултарнине кӑтартрӗ; ҫитменнине тата Анисья ку ӗҫе ачасене е сӗм ухмахсене кӑна туса кӑтартнӑ пекех, питӗ кӑмӑллӑн, лӑпкӑн, кӳрентермелле тӑвать, юлашкинчен тата Захар ҫине пӑхса, йӗрӗннӗ пек пулать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑнах ӗнтӗ, унта тинӗссем, ҫӳлӗ тусем, чул тусемпе тӗпсӗр ҫырмасем, сӗм вӑрмансем те ҫук — пысӑк, тискер, тӗксӗм япаласем пачах нимӗн те ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ тин ҫеҫ вара Олеся ҫак хушӑра хӑй те ырханланса кайнине уйӑрса илтӗм, куҫӗ таврашӗсене те унӑнне кӑвакрах сӗм ҫапнӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Полесье… тӗттӗм кӗтес… ҫутҫанталӑкӑн никам тӗкӗнмен таса чӗрҫийӗ… ансат ӑслав… сӗм авалхилле кӑмӑл-екӗ, — шухӑшларӑм эпӗ вакунра ларса пынӑ май, — маншӑн пӗр пӗлмен халӑх, тӗлӗнтермӗшле йӑла-йӗрке, хӑйне евер чӗлхе… тата, паллах, мӗн чул ҫунатлӑ легенда, тӗрлӗ самах-юмахпа юрӑ пулма кирлӗ!»
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Мобильник алран тухса ӳкрӗ те, таврара сӗм тӗттӗм пулса тӑчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Тав Турра, сӗм аваллӑхра пурӑнмастпӑр вӗт.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӑл сасӑ Норвеги ҫыранӗсем тӑрӑх та янах кайтӑр тесе эпир хамӑр пултарнӑ таран пурне те турӑмӑр пулас, унта-ҫке-ха нимӗҫ караванӗсем ют ҫӗршывран ют ҫӗршывалла таркӑн ҫулне тытаҫҫӗ, Баренц тинӗсӗн сӗм каҫӗнче вӗсем ют хӗҫпӑшала пушатаҫҫӗ те ют ҫӗршывӑн тимӗр тӑприне тиеҫҫӗ, вара ӑна хӑра-хӑра турттараҫҫӗ…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах эп хамӑн алӑра Игорӗн ырхан аллине туятӑп, хыҫалта такам таплаттарса чупни хӑлхаран каймасть, манӑн пуҫра пӗр шухӑш кӑна: Игоре хӑтармалла, часрах унпа ҫак сӗм каҫран ҫӑлӑнса тухмалла.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑнланӑр, сӗм пӗччен таҫта ҫухалса ҫӳрекен Малинин ҫинчен ниепле манаймарӑм, тата тӑван Мускав ҫакӑн пек инкеке кӗрсе ӳкнине астурӑм, вара — хама хам чараймарӑм.
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Кӑмӑлӑм паян — сӗм тӗттӗм!
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950