Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

амӑшӗн (тĕпĕ: амӑш) more information about the word form can be found here.
Вӑл хӑй вӗтеленсе ҫӳренипе амӑшӗ ҫинчен шухӑшлама та пултараймасть пулӗ, анчах амӑшӗн чӗри ҫӗпре ҫинчи пекех, пӑтранать.

Ей-то, может, в суматохе и не до матери, а материнское сердце, оно, как на дрожжах, — и возит, и возит его там внутри.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя унран пӑртак пӑрӑнчӗ, аллипе ун хулпуҫҫинчен тытса кулса тӑракан ачаш куҫӗсемпе амӑшӗн пӗркеленнӗ пичӗ ҫине пӑхса тӑчӗ.

Слегка отстранившись, и, держа руки на плечах матери, Катя внимательно смеющимися: глазами разглядывала ее морщинистое лицо.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вуннӑран та ытларах самӑр ҫурисем амӑшӗн усӑнса аннӑ хырӑмне хӑйсен кӗске сӑмсисемпе тӗрткелесе йынӑшаҫҫӗ.

Больше десятка кругленьких тупорылых поросят, похрюкивая, тыкались в ее отвислое брюхо.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшӗ пулма хатӗрленекен мӑшӑрсемшӗн ҫакӑ лайӑх хыпар пулӗ тетӗп — эпир те виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан паракан республикӑри амӑшӗн капиталӗн виҫине пӗрре ҫурӑ хут — 100 пинрен 150 пин тенке ҫити — ӳстересси ҫинчен йышӑну турӑмӑр!

Думаю, сообщу хорошую новость для будущих многодетных родителей — мы тоже приняли решение в полтора раза увеличить размер республиканского материнского капитала, который выплачивается за рождение третьего и последующих детей, — со 100 тыс. до 150 тыс. рублей!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Ача амӑшӗн, хӑйӗн кӑмӑлне кура, декретлӑ отпуска маларах вӗҫлесе ӗҫе тухма май пултӑр тесен, ҫавнашкал вырӑнсемпе пепкесене ҫӗр проценчӗпех тивӗҫтермелле.

А нужно достичь стопроцентной доступности, чтобы у женщины была возможность при желании выйти раньше из декретного отпуска и вернуться к работе.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

— Прихутсӑр пуппа йӗмлӗ сысна аҫи ҫеҫ ҫитмест пире, вара таса турӑ амӑшӗн пур тӗрлӗ ывӑлӗсем те пуҫтарӑннӑ пулӗччӗҫ…

— Только попа-расстриги да свиньи в штанах нам и не хватает, а то был бы полный сбор пресвятой богородицы…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшка арча ҫинче амӑшӗн хура юбки, кӗпипе хулӑн пиртен ҫӗленӗ пушмакӗсем — вилнӗ хӗрарӑмсене нихҫан таврӑнми инҫе ҫула ӑсатнӑ чух тӑхӑнтаракан пӗтӗм ҫи-пуҫ таврашӗ выртнине курчӗ, — курчӗ те шурса кайрӗ.

Дуняшка увидела лежавшие на сундуке черную материну юбку, рубаху и матерчатые чирики — все, что надевают на покойниц, провожая их в дальний путь, — увидела и побледнела:

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Амӑшӗн чунӗ чӑтаймасть-ҫке-ха, эпӗ ҫуранах Сингина тухса утрӑм, хайхи ҫав казака шыраса тупрӑм.

Ходила я пеши в Сингин — материнское-то сердце не терпит, — нашла этого казачишку.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах ҫулӑмӑр ӑнӑҫрӗ пирӗн: пирвайхи поселокрах, садра, хурӑн турачӗ ҫинче Вовкӑн шупка хӗрлӗ трусикне куртӑмӑр, ҫавӑнтах ун амӑшӗн сассине те илтрӗмӗр.

Но нам повезло: в первом же поселке, в саду, мы увидели развешанные на ветке березы оранжевые Вовкины трусы и тут же услышали голос его мамы.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Турӑ пулӑштӑрах ӑна ашшӗпе амӑшӗн ҫулӗ ҫине тӑма.

Пусть Бог поможет ему встать на путь отца и матери.

Ӗҫе чунтан парӑннӑ // Лидия УГАХИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.

Вӑрҫа тухса кайнӑ чух Кӗркури хӑйӗн мӑшӑрне: «Ачасене вӗрентме тӑрӑш», — тесе хӑварни амӑшӗн пуҫӗнчен нихҫан та тухман.

Уходя на войну, сказанные слова Григория своей супруге: «Старайся учить детей» — никогда не выходили из головы матери.

Ӗҫе чунтан парӑннӑ // Лидия УГАХИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.

Киле килсен, Григорий Аксиньйӑпа тӗл пулассинчен пӑрӑнса ҫӳренине вӑл амӑшӗн ҫивӗч те кӗвӗҫ куҫӗпе курмасӑр пултараймарӗ.

От ее проницательного и ревнивого материнского взора не скрылось то обстоятельство, что Григорий, будучи дома, избегал встреч с Аксиньей.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кунпа пӗрлех вӑл Наталья тӑван амӑшӗн черчен те пӑлханчӑк чунӗпе ачисемшӗн ытлашши хыпӑнса ӳкнинчен те иккӗленсе те пулин тӗлӗнетчӗ.

И вместе с тем не мог без недоверчивого удивления смотреть на Наталью, на бурные проявления ее материнских чувств.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Фронтран кӗске вӑхӑтлӑха киле килсе кайнӑ май, вӗсене вӑл хӑйӗн тивӗҫне кура тата амӑшӗн кӑмӑлне юрас тенӗ майлӑрах ҫеҫ савса ачашлатчӗ, хӑй вара ҫакна тума кӑшт та пулин кӑмӑл туртнине туймастчӗ те.

На короткий срок приезжая с фронта домой, он пестовал и ласкал их как бы по обязанности и чтобы сделать приятное матери, сам же не ощущал в этом какой-то потребности.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мишатка амӑшӗн шӗвӗр пӳрнине вӗри чӑмӑрӗпе ҫатӑрласа илчӗ, пӗр минут пек аллинчен тытса тӑчӗ те ячӗ.

Мишатка схватил указательный палец матери, стиснул его в горячем кулачке, с минуту подержал и выпустил.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗри кӗсрене витерен ҫавӑтса тухрӗ, йӗнерле пуҫларӗ, тихи тутипе амӑшӗн чӗччи патне тӗршӗнет.

Один вывел кобылу, начал седлать, а жеребенок к ней под сиську лезет.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мишка мана пӗрре ҫеҫ хӗнерӗ, ытти чух унпа лайӑх вылярӑмӑр, — пӑшӑлтатса хуравларӗ те хӗрача пичӗпе амӑшӗн ҫумне ҫӑтах тӗршӗнсе лӑпчӑнчӗ.

Мишка толечко раз меня побил, а то мы с ним хорошо игрались, — шепотом отвечала девочка и крепко прижималась лицом к материнским коленям.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Виҫҫӗмӗш килте тӑватӑ пӗчӗк ача пулнӑ, ҫав шавлӑ ҫемье амӑшӗн ирӗксӗрех вӗсемпе кунӗ-кунӗпе килте ларма тивнӗ, мӗншӗн тесен Аникей, халӑх темиҫе хут ыйтнӑ пулин те, ача сачӗ уҫса паман.

В третьей избе было четверо малышей, и мать этого шумного семейства вынуждена была сидеть с ними целыми днями, потому что Аникей почему-то упорствовал и, несмотря на неоднократные просьбы, не открывал детского сада.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ачаран паллакан тӑван ялӗнче уншӑн пурте савӑнӑҫлӑ та ҫывӑх ҫавӑ — ӗнтрӗкри сапаланчӑк ҫутӑсем те, ҫырмари ачасен кулли те, амӑшӗн ачаш та пӑшӑрхануллӑ сасси те, пасарнӑ тирексен тӑрринчен халь ҫеҫ курӑннӑ ҫутӑ уйӑх ҫурли те…

Все было отрадно и близко в этом знакомом с детства мире родной Черемшанки — и рассыпанные в сумраке огни, и смех детей в овраге, и полный ласковой тревожности голос матери, и хвойный запах дыма из труб, и даже показавшаяся над заиндевелыми макушками тополей светлая краюха месяца.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӑвак костюм, кӗрен чӑлха пуҫӗ тата чечекне тӑкнӑ хӑлха ҫакки курӑкӗ пек кӑпӑшка калпак тӑхӑнтартнӑ ача амӑшӗн чӗркуҫҫийӗсем ҫинче тапӑлтатать, унӑн икӗ кӗрен пан улми пек пит ҫӑмартийӗ тапса тӑрать.

Малыш упруго дрыгал ножками на ее коленях, одетый и голубые ползунки и пушистую, как отцветший одуванчик, шапочку, из которой, как два румяных яблока, вышарили его тугие щечки.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed