Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уйӑх the word is in our database.
Уйӑх (тĕпĕ: уйӑх) more information about the word form can be found here.
Вӑрнар вӑрманӗ ҫийӗнчен катӑк уйӑх ҫутатать, тухӑҫа вӑл самаях шупкалатса янӑ.

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Укҫа нумай илнӗ-и вӑл, мур-и, яла кермен пек ҫурт лартрӗ, хӑй ҫара кайиччен пӗр уйӑх маларах авланчӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑтаннӑ уйӑх шупкаланса ҫуталса пырать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Сехет шаккать, кун ыткӑнать, эрне сикет, уйӑх иртет — сисместӗн те ҫулталӑк вӗҫевне е мӗшӗлтетӗвне.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пӗр уйӑх тӑм йӑтрӑм эпӗ Захар патне — унтан кая мар шӑхлич тума вӗрентӗм.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ӗненӗр, Николай Степанович, суд хӑҫан пулассине пӗлтернӗренпе икӗ уйӑх ытла иртнӗ, ҫак вӑхӑтра вӗсем, мишавая чӗнсе, утрава план ҫине ӳкерме те ӗлкӗретчӗҫ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уйӑх ҫине хӑпарса, каҫ сулхӑнӗпе тӳпере хӑй ҫеҫ ярӑнса ҫӳрӗччӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ туй иртни вунӑ уйӑх ҫитсе те кӗрӳшӗ патне пырса кӗмерӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ухмах мар-и эпӗ, уйӑх пек таса хӗре шанмасӑр калаҫрӑм».

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫичӗ уйӑх — сахал вӑхӑт мар, ҫичӗ хут юратса ҫичӗ хут сивӗнмелӗх те пур.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫичӗ уйӑх нумай вӑхӑт.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫичӗ уйӑх ӗҫлесе ҫӳрерӗм.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула тӑван ялӗнчен, тӑван килӗнчен инҫетре ҫичӗ уйӑх хушши амӑшӗ вӗрентнисене чӗрере тытса пурӑнчӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫӗре кӗни тӑватӑ уйӑх ҫитрӗ ӗнтӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Баржине вӑйсӑр пӑрахут туртнипе Царицынран Рыбинск хулине вӗсем уйӑх ҫурӑ кайнӑ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли ӗҫе тухса кайнӑранпа икӗ уйӑх та ҫитрӗ ӗнтӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳпере уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те ҫук.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлетӗн пулсан, уйӑх каялла кунта артель йӗркелерӗҫ.

Help to translate

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уйӑх ҫутинче вӗллесем аванах палӑраҫҫӗ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗн телее, авӑ, уйӑх та мӗнлерех ҫутать.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed