Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ту ҫинче ылтӑн пӗлӗтсем капланчӗҫ, вӗсем сывлӑшри тусен ҫӗнӗ ушкӑнӗ пек курӑнаҫҫӗ, хапха умӗнче пысӑк площадь сарӑлса выртать; ун хыҫӗнчи пасар халӑхпа вӗркет, паян вырсарникун: ҫара ураллӑ осетин ачасем, ҫурӑмӗсем хыҫне караслӑ пыл тултарнӑ хутаҫҫисене ҫакнӑ та ман тавра явӑнса ҫӳреҫҫӗ, эпӗ вӗсене хӑваласа ятӑм; шухӑшӑм вӗсем ҫинче марччӗ манӑн, ырӑ штабс-капитан пӑшӑрханнине эпӗ хам чӗре патнех иле пуҫларӑм.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пурте — аэродром та, палланӑ сӑнсем те, каҫпалахи ылтӑн тӗслӗ пӗлӗтсем те — сасартӑк сулкаланма, вӑраххӑн тепӗр майлӑ ҫаврӑнма, сарӑлса кайма тытӑнчӗҫ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑнах та, Гуд-Гора тӑвӗ ҫинче тӗтре йӑсӑрланса тӑрать, аяккипе ҫӑмӑл пӗлӗтсем юхаҫҫӗ, чи тӑрринче вара хура пӗлӗт выртать, ҫав тери хура вӑл, тӗттӗм тӳпере те ҫав пӗлӗт хура саплӑк пек палӑрарах курӑнать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Таврара пуш-пушах пулнӑ, горизонтра кӑна, инҫетри пӗлӗтсем тӗлӗнче, тӗрлӗ ҫӗрелле саланакан «ҫӑпатаҫӑсен» йӗрӗсем палӑрнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Эпир великансем пек, пӗлӗтсем ҫийӗпе пынӑ пек пулса тухмасть-и ку? — терӗ Алексей шухӑшлӑн.— Похоже, что мы великаны и идем над облаками, а? — задумчиво сказал Алексей.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унта пӗр-пӗрине хӗссе пырса, хӗррисене ылтӑнланӑ пек курӑнакан пӗлӗтсем шунӑ.Суетливой толпой ползли, напирая друг на друга, мелкие облака.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫанталӑк лӑпланнӑ, пӗлӗтсем саланнӑ, ун умӗнче хутлам-хутлам шур кӗҫҫе сарнӑ пек тӳрем ҫӗр сарӑлса выртнӑ.Погода утихла, тучи расходились, перед ним лежала равнина, устланная белым волнистым ковром.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тӳпере, пӗрмай улшӑнса пыракан ҫемҫе, мамӑк пек кӑпӑшка пӗлӗтсем шунӑ, вӗсен хӗррисем ҫуталса, хӗрелсе, хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса тӑнӑ.По небу быстро, меняя форму, ползли мягкие пушистые облака со светящимися золотыми краями.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатакан кӑтра пӗлӗтсем ҫине пӑхмалли те ҫук — куҫа шартарать, ҫав пӗлӗтсем енчен самолётсен моторӗсем кӗрлени ҫурхи нӑрӑсен сасси пекех илтӗнет.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫывӑрнӑ чух, хытса ларнӑ шӑмшакне кантарас тесе, вӑл ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртрӗ те лӑсӑллӑ хыр тураттисем витӗр тӗпсӗр тарӑн тӳпе ҫине пӑхма пуҫларӗ; тӳпере таса та кӑпӑш, ылтӑн хӗрриллӗ шурӑ пӗлӗтсем васкавлӑн шуса иртнӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ кӑна шуса тухнӑ хӗвел тӗтре витӗр пӗр минутлӑха кана курӑнчӗ, унтан вӑл кун каҫмалӑхах пӗлӗтсем ӑшне кӗрсе кайрӗ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӗлӗтсем ҫинче, ҫамрӑк чӑрӑшсем ҫинче, ҫӗр ҫинче вилӗм мӗлки выртнӑ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Унта тӑтӑшах вӑрӑм та хӑрушӑ ҫутӑсем курӑнса тӑнӑ, вӗсем хура пӗлӗтсем хушшинче ялкӑшнӑ.Там беспрерывно вспыхивали и подёргивались, отражаясь в зловещих тучах, длинные багровые сполохи.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Харкашмасӑр мар та, анчах хура пӗлӗтсем часах иртсе каяҫҫӗ.Иной раз случается, что соримся, но серые тучи надолго не задерживаются.
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Унӑн пуҫӗ Поттер еннелле пӑхнӑ, сӑмсине вӑл ҫӳлелле, пӗлӗтсем патнелле, тӑснӑ.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Уйӑх каллех пӗлӗтсем хыҫӗнчен шуса тухрӗ, питӗ тарӑн шухӑша кайса, икӗ ҫын ӳчӗ патӗнче тӑракан Джо индеец курӑнчӗ.Когда луна показалась снова, индеец Джо стоял над двумя распростертыми телами, созерцая их.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Капланса килнӗ пӗлӗтсем ҫав хӑрушӑ сценӑна тӗттӗмпе хупласа лартрӗҫ, хӑраса ӳкнӗ ачасем каялла ҫаврӑнса пӑхмасрах сиккипе тара пачӗҫ.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав тапхӑрта пӗлӗтсем хыҫӗнчен уйӑх тухрӗ те вилнӗ ҫыннӑн кӑвак сӑнне ҫутатрӗ.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗлӗтсем сирелеҫҫӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Акӑ, пӗлӗтсем хушшинчен ҫап-ҫутӑ укҫа пек таса, пысӑк хӗвел курӑнчӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970