Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Патша вара Фамарь патне ҫапла калама ҫын янӑ: Амнон пиччӳ килне кай та ӑна апат хатӗрлесе пар.7. И послал Давид к Фамари в дом сказать: пойди в дом Амнона, брата твоего, и приготовь ему кушанье.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иоав вара Давид патне ҫапла калама ҫын янӑ: эпӗ Раввӑна тапӑнтӑм та хула шывне ярса илтӗм; 28. халӗ ӗнтӗ ытти халӑха пуҫтар та хула патне килсе ӑна ярса ил: эпӗ ярса илес пулсассӑн, ӑна манӑн ята парӗҫ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Давид вара Иоав патне ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: хет ҫыннине Урияна ман патӑма килме кала.6. И послал Давид сказать Иоаву: пришли ко мне Урию Хеттеянина.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша вӗсене ҫапла калама хушнӑ: сухалӑр ӳссе ҫитиччен Иерихонра пулӑр, кайран тин таврӑнӑр.И велел царь сказать им: оставайтесь в Иерихоне, пока отрастут бороды ваши, и тогда возвратитесь.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сана Давид тата мӗнех калама пултарӗ?
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Давид ӗнтӗ Саул ывӑлӗ Иевосфей патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: Мелхола арӑмӑма пар, эпӗ ӑна ҫӗр филистим ӳтне кастарнӑшӑн илнӗ, тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Авенир вара хӑйӗн элчисене Давид патне [Хеврона, вӑл пурӑннӑ ҫӗре]: камӑн ҫӗрӗ ку? тесе калама янӑ; тата ҫапла калама хушнӑ: манпа килӗшӳ ту та, манӑн аллӑм санпа пӗрле пулӗ, вӑл пӗтӗм Израиль халӑхне сан майлӑ ҫавӑрӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑн чухне Давидпа пӗрле вӑрҫӑра пулнӑ хӑш-пӗр усал та юрӑхсӑр ҫынсем ҫапла калама пуҫланӑ: вӗсем пирӗнпе пымарӗҫ, ҫавӑнпа хамӑр туртса илнӗ тупӑшран вӗсене нимӗн те памастпӑр; кашнийӗ хӑйӗн арӑмӗпе ачисене илтӗр те кайтӑр, тенӗ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Давида курсассӑн, Авигея васкасах ашак ҫинчен аннӑ та Давид умне ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ; 24. унӑн ури умне ӳксе ҫапла каланӑ: хуҫамӑм, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм; хӑвӑн хӑрхӑмна хӑвна калама ирӗк парсамччӗ, хӑрхӑмун сӑмахӗсене итлесемччӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Саул вара, Иессей патне ҫын ярса, ҫапла калама хушнӑ: Давид ман патӑмрах ӗҫлесе тӑтӑр — эпӗ ӑна кӑмӑлларӑм.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Саул вара, Иессей патне хыпарҫӑсем ярса, ӑна: Давида, кӗтӳ кӗтекен ывӑлна, ман патӑма яр тесе калама хушнӑ.19. И послал Саул вестников к Иессею и сказал: пошли ко мне Давида, сына твоего, который при стаде.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑн чухне унӑн пӗр тарҫи каланӑ: акӑ эпӗ Вифлеем ҫыннин Иессейӗн ывӑлне, кӗсле калама пӗлекенскере, куртӑм.18. Тогда один из слуг его сказал: вот, я видел у Иессея Вифлеемлянина сына, умеющего играть,
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑйӗн тарҫисем Саула ҫапла каланӑ: сана Турӑ ирӗкӗпе усал сывлӑш пӑлхатать; 16. пирӗн хуҫамӑр хӑй умӗнче тӑракан тарҫисене кӗсле ӑстайлӑ калама пӗлекен ҫын шырама хуштӑр; Турӑ ирӗкӗпе сан патна усал сывлӑш килсессӗн, вӑл кӗсле каласа сана лӑплантарӗ, тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Тӗрлӗ ҫӗре ӑсатнӑ хӑйӗн ҫыннисене левит ҫапла калама хушса янӑ: Израиль халӑхне ҫапла калӑр: халиччен ҫакӑн пекки пулнӑ-и? тейӗр, тенӗ.]
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аммон патши патне Иеффай каллех элчӗсем янӑ, 15. ӑна ҫапла калама хушнӑ: Иеффай акӑ мӗнле калать: Израиль Моав ҫӗрне те, Аммон ҫӗрне те илмен; 16. Египетран тухсан, Израиль пушхир урлӑ Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайнӑ, Кадеса ҫитнӗ; 17. Израиль ҫавӑнтан Эдом патши патне элчӗсем янӑ, каланӑ ӑна: «Мана хӑвӑн ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ» тенӗ; анчах Эдом патши ӳкӗте кӗмен; Моав патши патне те элчӗсем янӑ вӑл, анчах ку та хирӗҫ пулнӑ; ҫавӑнпа Израиль Кадесрах юлнӑ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Аммонсен патши патне Иеффай элчӗсем янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: санӑн манпа мӗн ӗҫ пур, эсӗ мӗншӗн ман ҫӗрӗм ҫине ҫапӑҫма килтӗн?
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ывӑлӗсене калама ҫук йывӑр килнӗ.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара вӑл, чее мел тупса, Авимелех патне элчӗсем ярать, вӗсене ҫапла калама хушать: акӑ Гаал, Евед ывӑлӗ, тата унӑн тӑванӗсем Сихеме килчӗҫ, акӑ халӑха сана хирӗҫ пӑлхатаҫҫӗ; 32. эсӗ ӗнтӗ хӑвӑн халӑхупа пӗрле ҫӗрле тӑрса тух та хирте пытанса лар; 33. ирхине вара, ир-ирех тӑрса, хӗвел тухнӑ чухнех, хулана тапӑн; вӑл хӑйӗн халӑхӗпе сана хирӗҫ тухӗ, эсӗ вара аллу мӗн тӑваять, вӗсене ҫавна кӑтарт тейӗр, тет.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Гедеон пӗтӗм Ефрем тӑвӗ ҫине элчӗсем янӑ, унта пурӑнакансене ҫапла калама хушнӑ: мадиансене хирӗҫ тухӑр та Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫисене Бефвара таранах ярса илӗр, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Гаваон ҫыннисем Иисус патне [Израиль] тапӑрне, Галгал хулине, ҫынсем янӑ: «Хӑвӑн чурусене аллу хӳттисӗр ан хӑвар; хӑвӑртрах килсе пулӑшсам пире, ҫӑлсам пире: ту ҫинче пурӑнакан аморрейсен патшисем пурте пире хирӗҫ пуҫтарӑнса килчӗҫ» тесе калама хушнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.