Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Давида ҫакӑн ҫинчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл израильсене пурне те пуҫтарнӑ та Иордан урлӑ каҫса вӗсем патне ҫитнӗ, вӗсене хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Шӑпах ҫавсем ӗнтӗ пӗрремӗш уйӑхра, Иордан ейӗве кайнӑ чухне, Иордан урлӑ каҫнӑ та унти айлӑмсенче, тухӑҫ енче тата анӑҫ енче пурӑнакансене хӑваласа янӑ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни патша патне Хеврона пынӑ та, Давид вӗсемпе Хевронра Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ; вара, Самуил урлӑ Ҫӳлхуҫа хушнипе, Давида Израиль патши пулма ҫу сӗрсе янӑ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа, Хӑйӗн чурисем-пророкӗсем урлӑ каланӑ пек, Иудӑна тӗп тумашкӑн ун ҫине халдейсен эшкерне, Сири ҫыннисен эшкерне, моавсен эшкерне, аммонсен эшкерне ярсах тӑнӑ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иосия ҫавӑнта, ту ҫинче, вилтӑприсене асӑрханӑ, вара, ҫынсем ярса, вилесен шӑмми-шаккине кӑларттарнӑ та ҫавна пӗтӗмпе чӳк парни кӳмелли вырӑн ҫинче ҫунтарса янӑ; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫынни урлӑ каланӑ пек, Турӑ ҫынни [Иеровоам уяв вӑхӑтӗнче парне вырӑнӗ умӗнче тӑнӑ чухне] малашне мӗн пуласса пӗлтернӗ пек, парне вырӑнне ирсӗрлетнӗ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ ҫапла каланӑ: 11. Манассия, Иудея патши, аморрейсенчен те ытларах ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн, йӗрӗхсене пуҫҫапса Иудӑна ҫылӑха кӗртнӗшӗн 12. Эпӗ Иерусалимпа Иуда ҫине халиччен пулман хӗн-асап яратӑп, Эпӗ яракан хӗн-асап ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те ян янӑраса кайӗ; 13. Иерусалима та Самарие виҫсе тухнӑ вӗренпех, Ахав килне виҫнӗ пекех виҫсе тухӑп, Иерусалима чашӑка шӑлса тасатнӑ пек шӑлса тасатӑп, — чашӑка шӑлса тасатаҫҫӗ те ӳпӗнтерсе хураҫҫӗ; 14. вара чӗрӗ юлнисене, Хам еткерӗмӗн йӑлкӑмне, пӑрахӑп, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен аллине парӑп, ӗнтӗ тӑшманӗсем вӗсене ҫаратса-тустарса тухӗҫ, 15. хӑйсен ашшӗсем Египетран тухнӑранпа паянхи кунчченех вӗсем Манӑн умӑмра юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑшӑн, Мана ҫиллентерсе пурӑннӑшӑн ҫапла тӑвӑп, тенӗ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Элчӳсем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, эпӗ унӑн чи инҫетри кӗтессине, ытарайми йывӑҫ пахчине ҫитсе кӗтӗм; 24. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, ют шыва ӗҫрӗм, хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Иеровоам тунӑ ҫылӑхсенех туса пурӑннӑ, вӗсенчен хӑпман, 23. Ҫӳлхуҫа, Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ каланӑ пек, Израиле Хӑйӗн умӗнчен сирсе яричченех вӗсем ҫавӑн пек пурӑннӑ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӳлхуҫа Израиль ятне ҫутӑ тӗнчерен ҫухатасшӑн пулман, вара Вӑл вӗсене Иеровоамӑн, Иоас ывӑлӗн, алли урлӑ хӑтарса хӑварнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Самарие ҫитсессӗн, Ииуй унта Ахав кил-йышӗнчен чӗрӗ тӑрса юлнисене пӗтӗмпех вӗлернӗ, ҫапла вара, Ҫӳлхуҫа Илия урлӑ каланӑ пек, Ахав килне тӗп тумаллипех тӗп тунӑ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Халь пӗлӗр ӗнтӗ: Ахав йӑхӗ пирки Ҫӳлхуҫа каланӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те ҫӗре ӳкмест; Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Илия чури урлӑ каланине турӗ, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара каланӑ: Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫапла пулнӑ, Вӑл ӑна Хӑйӗн чури, Фесва ҫынни Илия урлӑ, пӗлтернӗ: Иезавель ӳтне Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, 37. Иезавель вилли Изреель уйӗнче тислӗк пек выртса юлӗ; никам та: ку — Иезавель тесе каламӗ, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Иудӑна Хӑйӗн Давид чурине пула ҫеҫ тӗп туман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Давида унӑн ачисем урлӑ ӗмӗрлӗх ҫутаткӑҫ пама пулнӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Азаила каланӑ: аллуна парне ил те Турӑ ҫыннине хирӗҫ тух, ун урлӑ Турӑран ыйтса ҫапла кала: патша «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?»
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Нееман, Сири патшийӗн ҫарпуҫӗ, хӑй хуҫи умӗнче пысӑк ҫын шутланнӑ, ун умӗнче хисепре тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ун урлӑ Сири ҫыннисене ҫӗнтерӳ кӳнӗ; вӑл питӗ пултаруллӑ ҫар ҫынни пулнӑ, анчах тилҫе чирӗпе асапланнӑ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Иосафат каланӑ: кунта Ҫӳлхуҫа пророкӗ ҫук-ши, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтма пулмӗ-ши? тенӗ.11. И сказал Иосафат: нет ли здесь пророка Господня, чтобы нам вопросить Господа чрез него?
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Илия урлӑ каланӑ пек, вӑл вилнӗ вара.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Михей каланӑ: эхер те эсӗ вӑрҫӑран таврӑнаятӑн пулсассӑн, ман урлӑ Турӑ мар калаҫнӑ вара, тенӗ.28. И сказал Михей: если возвратишься в мире, то не Господь говорил чрез меня.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран уйӑрӑлса кайнӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ? тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль патши Иосафата каланӑ: пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать — Иемвлай ывӑлӗ Михей вӑл, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.