Шырав
Шырав ĕçĕ:
49. Азария патне, унпа пӗрле пулнисем патне вара кӑмакана Ҫӳлхуҫа Ангелӗ аннӑ, 50. вӑл вут-ҫулӑма кӑмакаран кӑларса янӑ, кӑмака варринче вӗрсе тӑракан евӗрлӗ нӳрлӗ ҫил тунӑ, вара вут-ҫулӑм вӗсене пачах та сӗртӗнмен, нимӗнле сиен те кӳмен, вӗсене шиклентермен те.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесен Унра — ӑслӑлӑхпа хӑват; 21. Вӑл вӑхӑта, ӗмӗре улӑштарать, патшана сирпӗтет, патшана лартать; ӑслисене ӑс, тӑнлине тӑн парать; 22. Вӑл тарӑнлӑха та вӑрттӑнлӑха уҫать, сӗмлӗхрине пӗлсе тӑрать, Унпа пӗрле ҫутӑ пурӑнать.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Даниил вара Вавилон ӑсчахӗсене вӗлерме янӑ Ариоха — патша сыхлавҫисен пуҫлӑхне — канаш тата ӑс парас тесе унпа калаҫу пуҫарнӑ; 15. патшанӑн сумлӑ ҫыннинчен Ариохран ҫапла ыйтнӑ: патша мӗншӗн кун пекех хаяр хушу кӑларчӗ? тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Мур чирӗ ярса, юн тӑкса сут тӑвӑп ӑна, ун ҫине, унӑн ҫарӗсем ҫине, унпа пӗрле килнӗ нумай тӗрлӗ халӑх ҫине пӗтӗмпе путаракан ҫумӑрпа шултӑра чул, кӑварпа кӳкӗрт ҫутарӑп; 23. Хамӑн аслӑлӑхӑмпа Хамӑн сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, Хама нумай тӗрлӗ халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартӑп та, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӑхун ывӑлӗсем санран: «мӗн япала ку, пире ӑнлантарса памӑн-и?» тесессӗн, 19. вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ Иосиф туйине, Ефрем аллинчи тата унпа килӗштерсе пурӑнакан Израиль йӑхӗсен аллинчи туяна, илӗп те ӑна Иуда туйи ҫумне хурӑп, ҫапла вӗсене пӗр туя тӑвӑп, Манӑн аллӑмра вӗсем пӗр пулӗҫ.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ: 16. эсӗ вара, этем ывӑлӗ, пӗр туя ил те ун ҫине: «Иудӑна тата унпа килӗштерсе пурӑнакан Израиль ывӑлӗсене» тесе ҫыр; тата тепӗр туя ил те ун ҫине: «Иосифа» тесе ҫыр: ку вӑл Ефремӑн тата унпа килӗштерсе пурӑнакан пӗтӗм Израиль килӗн туйи пулӗ.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унпа унӑн пӗтӗм пысӑк йышне вилнисем хушшинче вырӑн панӑ; ун тавра — вӗсен тупӑкӗсем, пурте — ӳт кастарманнисем, хӗҫ айне ӳксе пӗтнӗскерсем; чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, халӗ виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе тан хурлӑх кураҫҫӗ, вӗсене ӗнтӗ вӗлернисем хушшине хунӑ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӗр тӗпӗнче ун ҫинчен тата унпа пӗр канашлӑ пулнисем ҫинчен малтанхи паттӑрсем калаҫӗҫ; вӗсем, хӗҫпе касӑлса ӳкнӗскерсем, унта ӳт кастарманнисем хушшинче выртаҫҫӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑна ҫӗр тӗпне, виле шӑтӑкне ӑсаннисем патне, пӑрахнӑ чухне Эпӗ вӑл ӳкнӗ чухне ҫӗкленнӗ шӑв-шавпа халӑхсене чӗтретрӗм, ҫӗр тӗпӗнчи ҫӗршывра вара пӗтӗм Эдем йывӑҫӗ, Ливанӑн чи паха та чи лайӑх йывӑҫӗсем, шыв ӗҫекенскерсем, пурте хӗпӗртерӗҫ: 17. вӗсем те унпа пӗрле ҫӗр тӗпне, хӗҫпе пӗтнисем патне, ӑсаннӑччӗ, тата унта унӑн майлӑ пулнисем те, унӑн хӳттинче, халӑхсем хушшинче пурӑннисем те, ӑсаннӑччӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ пахчинчи кедрсем ӑна хуплаймарӗҫ; кипариссем унӑн турачӗсемпе танлашаймарӗҫ, каштансем унӑн турачӗ пысӑкӑш та пулаймарӗҫ, Турӑ пахчинчи пӗр йывӑҫ та хӑйӗн илемӗпе унпа танлашаймарӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Огола Мана улталама, асма пуҫларӗ, хӑйӗн еркӗнӗсене, Ассири ывӑлӗсене, хӑйӗн кӳршисене, иленчӗ, 6. яхонт тӗслӗ тумпа ҫӳрекенсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсене, хула пуҫӗсене, мӗнпур илемлӗ йӗкӗте, утпа ҫӳрекен юланутҫӑсене иленчӗ; 7. Ассур ывӑлӗсемпе, вӗсен пур маттур ывӑлӗпе, чарусӑр асӑхрӗ, ҫыхланнӑ ҫыннисен пӗтӗм йӗрӗхӗпе хӑйне ирсӗрлерӗ; 8. Египет ҫыннисемпе те асма чарӑнмарӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем унпа вӑл ҫамрӑк чухне ҫывӑратчӗҫ, унӑн — хӗрӗн — чӗччине ирсӗрлетчӗҫ, хӑйсен ясарлӑхне ун ҫине яратчӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ; ашшӗ айӑпӗ ывӑлӗ ҫине ӳкмест, ывӑлӗн айӑпӗ те ашшӗ ҫине ӳкмест, тӳрӗ ҫыннӑн тӳрӗлӗхӗ унпа пӗрле юлӗ, йӗркесӗр ҫыннӑн йӗркесӗрлӗхӗ те унпа пӗрле юлӗ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ун ҫине Хамӑн тетелӗме ывӑтӑп, вӑл Манӑн серепеме ҫакланӗ; ӑна Вавилона илсе килӗп те Мана хирӗҫ сутӑнчӑкла хӑтланнӑшӑн унпа ҫавӑнта сутлашӑп.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа: вӑл хӑйне патшана лартнӑ патша пурӑнакан ҫӗрте, ҫав патшана тунӑ тупана вырӑна хуманшӑн, унпа тунӑ килӗшӗве пӑснӑшӑн ун патӗнче Вавилонра вилӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патша йӑхӗнчен теприне илчӗ, унпа туслӑ тӑма килӗшӳ турӗ, ун ҫинчен тупа тутарчӗ, унтан ҫав ҫӗрти вӑйлӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ, 14. ҫакна вӑл патшалӑх пӑхӑнса тӑтӑр, ан ҫӗкленейтӗр, килӗшӳ сыхлантӑр, ҫирӗп тӑтӑр тесе турӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир пылчӑкпа сӗрнӗ хӳмене ҫӗмӗрӗп, ӑна ҫӗре ишсе антарӑп, ӗнтӗ унӑн никӗсӗ тухӗ, арканӗ вӑл, унпа пӗрле эсир те пӗтетӗр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ун таврашӗнчисене пурне те, унпа пӗрле ҫапӑҫнисене, унӑн пӗтӗм ҫарне пур енне те ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вӗсен хыҫӗнчен хӗҫӗме туртса кӑларӑп, тесе калать те.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Этем ывӑлӗ, акӑ сана тӑлӑпа тӑллӗҫ, сана унпа ҫыхса хурӗҫ, ӗнтӗ эсӗ вӗсем хушшинче ҫӳреймӗн.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ку вӑл — пирӗн Турӑ, урӑххи никам та Унпа танлашаймасть.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ӗнтӗ йӗнӗ, типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, 6. кӗмӗл пуҫтарнӑ, кашнийӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, 7. ҫав кӗмӗле Иерусалима аслӑ священник Иоаким патне — Салом ывӑлӗн Хелкиян ывӑлӗ патне — тата священниксем патне, Иерусалимра унпа пӗрле юлнӑ пӗтӗм халӑха ярса панӑ, 8. кӗмӗлпе пӗрлех сиуал уйӑхӗн вуннӑмӗш кунӗнче тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен илсе кайнӑ савӑтсене, Седекия — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тутарнӑ кӗмӗл савӑтсене, Иудея ҫӗрне каялла тавӑрма Варух аллине панӑскерсене, ярса панӑ; 9. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене Навуходоносор, Вавилон патши, Иерусалим хулинчен Иехонияпа аслӑ ҫынсене, алӑстисене, улпутсене, Иудея ҫӗрӗн халӑхне Вавилона куҫарса кайнӑ чухне хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ пулнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.