Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ the word is in our database.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) more information about the word form can be found here.
Агафон тӗрлӗ мыскара тума вилсе кайса юратать вӑл, пуринчен те шӳтлесе кулать, унӑн кӑмӑлӗ ҫавнашкал ӗнтӗ, — хӑйӑлтатарах тухакан сасӑпа лӑплантарса каларӗ ӑна Нагульнов.

Агафон до смерти любит всякие штучки выкидывать, он надо всеми подшучивает, такой уж у него характер, — хрипловатым баском успокаивающе отзывался Нагульнов.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗрарӑмсем тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ:

Женщины кричали вразнобой:

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ҫӑвара та уҫма ӗлкӗрейместӗп, эсӗ мана ухӑран чулпа пенӗ пек тӗрлӗ сӑмахсем кӑшкӑрса тӑкатӑн.

Я и рот не успею открыть, а ты уже, как из пращи, запускиваешь в меня разные возгласы.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ, Макарушка, ялан трибун ҫине сӗкӗнетӗн, е президиумран калаҫатӑн, унтан тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мар сӑмах калатӑн, манӑн вара мӗншӗн ҫынсемпе таҫтан хыҫалтан калаҫмалла-ха?

Ты, Макарушка, завсегда на трибун лезешь, либо из презюдиума рассуждаешь и несешь оттуда всякую околесицу, а почему же я должен с людьми разговаривать откуда-то из темного заду?

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавнашкал ача пырса пӑрахнӑ хыҫҫӑн мӗнле-ха эпӗ вӗсене: «манӑн хаклӑ хӗрарӑмсемпе пӑсӑлман хӗрсем» теме тата тӗрлӗ ҫавнашкал ачаш сӑмахсем калама пултарӑп?

Как же я им после такого пришествия с дитем буду возглашать — дескать, «дорогие мои бабочки и девицы непорочные», и всякую тому подобную нежность преподносить им, как на блюде?

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпир иксӗмӗр тӗрлӗ парти ҫыннисем…

Разных партий мы с тобой люди…

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑрахчен тӑнӑ шӑплӑхра тӗксӗм те ыйхӑлӑ ҫырмари шапасем тӗрлӗ саспа пӗр харӑс кӑшкӑрни, таҫта аякра, хутор хыҫӗнчи кивӗ ҫил арманӗ ҫинче пулӗ-ха, ҫерҫи тӑмани ухлатни, кантӑк умӗнче акаци тӗмӗсен симӗс чӑтлӑхӗнче ҫӗрлехи шӑрчӑксем чӗриклетни илтӗнчӗ.

В наступившей выжидательной тишине слышно было, как разноголосо, но дружно квакают лягушки на темной и сонной речке, как где-то далеко, наверное на старой ветряной мельнице, стоявшей за хутором, тоскует сыч да трещат за окнами, в зеленых зарослях акаций, ночные свиристелки.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хӑвна ҫиме ҫӑкӑр тӗрлӗ майпа тупма пулать: хулпуҫҫи урлӑ хутаҫ ҫакса яр та, христарати ыйтма тухса кай, ҫапла та выҫса вилместӗн.

— Хлеб себе на пропитание можно добывать по-разному: надень сумку через плечо, иди христарадничать, и то с голоду не помрешь.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсем, тӑванӑм, ҫиеҫҫӗ-ӗҫеҫҫӗ те тӗрлӗ хулӑсем тӑрӑх ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.

Они, брат, только и знают, что жрут да пьют, да по разным городам разъезжают.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кулмалли ним те ҫук кунта, ӑсран тухнисем ҫеҫ кулма тата тӗрлӗ ҫавнашкал япала тума пултараҫҫӗ.

И смеяться тут вовсе ни к чему, одни тронутые умом могут смеяться и разные подобные хаханьки устраивать.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗрлӗ брошюрсем нумай вуланӑ эпӗ, ҫавӑнпа тӗплӗн пӗлетӗп, кирек кампа та автансем виҫҫӗмӗш хут авӑтичченех тавлашма пултаратӑп: социализм хыҫҫӑн пирӗн пата коммунизм килет, ун пирки сире категорически пӗлтеретӗп!

Много я разных брошюров прочитал и до точности знаю и могу спорить с кем угодно, хучь до третьих кочетов, что после социлизма припожалует к нам коммунизм, категорически вам заявляю!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗнле те пулсан ҫавнашкал тӗрлӗ япалана вулама пуҫласан, авӑ мӗнле пулса тӑратӑп эпӗ!

Вот я какой бываю, когда разойдусь на разное и тому подобное чтение!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ, калас пулать, Макарушка Нагульнов килӗнче ҫуралнӑ пекех, эпир унпа пи-ит пысӑк туссем пулнине эсир, кунта ларакансем, пурте пӗлетӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ унтан, ывӑҫа мӗн чухлӗ кӗрет, ҫавӑн чухлӗ тӗрлӗ пӗлӳ ӑсса илетӗп: каҫсенче е хулӑн та кирлӗ, картинӑсӑр кӗнекесем, е словарь вулатӑп, ӑслӑ сӑмахсене аса илме хӑтланатӑп, анчах кунта манӑн ватлӑх пӗтерет, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна!

Я у Макарушки Нагульнова, можно сказать, вывелся на дому, все вы предсидящие тут знаете, что мы с ним огромадные друзья, и я у него разных знаниев зачерпываю, сколько в пригоршни влезет: по ночам то разные толстые книжки, сурьезные, без картинок, прочитываю, то словарь читаю, ученые слова норовлю запомнить, но тут старость моя, язви ее в душу, подводит!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Е, тӗслӗхрен, тӗрлӗ шухӑшсем шухӑшласа кӑларнӑ-и? — Ҫӑрттан пӗтӗм шкула илтӗнмелле сывласа илчӗ, пуҫне кӳренӳллӗн сулларӗ.

Или, к придмеру, всякие разные сочинения сочинял? — Щукарь вздохнул на всю школу, горестно покачал головой.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Бригадира калӑп, анчах ҫырма кирлӗ мар, бюрократизмпа тӗрлӗ ҫыру таврашӗ сирӗнсӗр те ҫитет.

— Бригадиру скажу, а писать тут нечего, и без вас бюрократизму и разной писанины хватает.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗксӗм тӗкӗр ҫине ӳкнӗ Макар сӑнӗнче тӗрлӗ туйӑм: е инкеке пӗр хирӗҫмесӗр йышӑнни, е йывӑрах мар асап, е тискер хаярлӑх палӑрать; хӑш чух тата вӑл, шанӑҫа ҫухатнине пула бритвӑпа касӑлса вилме шутланӑ ҫынна аса илтерет.

Отраженное в тусклом зеркальце лицо Макара выражало попеременно разные чувства: то тупую покорность судьбе, то сдержанную муку, то свирепое ожесточение; иногда отчаянной решимостью оно напоминало лицо самоубийцы, надумавшего во что бы то ни стало покончить жизнь при помощи бритвы.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кушак аҫи тустарать пулсан, вӑл вӑрӑ-хурах, тӗрлӗ кайӑксене тӗп тӑвакан пулсан — ӑна пит хытӑ айӑпламалла, калаҫу ҫавӑ ҫеҫ кунта!

Раз кот разбойничает, раз он бандит и разоритель разных пташек — к высшей мере его, вот и весь разговор!

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку, тӑванӑм, тӗрлӗ япала.

Это, брат ты мой, разное дело.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ыттисене пурӑнма паман тӗрлӗ паккӑҫа эпир — икӗ ураллӑ-и вӑл, тӑватӑллӑ-и, — пӗр йӑнӑшмасӑр перетпӗр.

Мы вот именно из жалости без промаху бьем разную пакость — хоть об двух, хоть об четырех ногах, — какая другим жизни не дает.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр больницӑна кӗретӗп — унта больница та мар иккен, амӑшсем ача ҫуратмалли ҫурт; пӗр пӳлӗмӗнче хӗрарӑмсем тӗрлӗ сасӑпа ӗхлете-ӗхлете ҫухӑраҫҫӗ, тепринче — вӗт-шакӑр ачасем кушак ҫурисем пек макӑраҫҫӗ.

Захожу в одну больницу, а там оказалась вовсе не больница, а родительский дом; в одной комнате бабы кряхтят и плачут на разные голоса, в другой — мелкие детишки мяукают, как маленькие котятки.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed