Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Ӗнтӗ Иависӑн аслӑ ҫыннисем ӑна каланӑ: Израиль ҫӗрӗн кашни кӗтесне элчӗ яма ҫичӗ кунлӑх вӑхӑт пар пире, эхер те пире никам та пулӑшмасть пулсассӑн, эпир сан патна тухӑпӑр, тенӗ.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Израилӗн аслӑ ҫыннисем пухӑннӑ та Самуил патне Рамӑна пынӑ, 5. каланӑ ӑна: акӑ эсӗ ватӑлса ҫитрӗн, анчах санӑн ывӑлусем санӑн ҫулупа ҫӳремеҫҫӗ; апла пире патша лартса пар, ытти халӑхсенни пек, вӑл пире сут туса тӑтӑр, тенӗ.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унӑн аслӑ ывӑлӗн ячӗ — Иоиль, иккӗмӗш ывӑлӗн ячӗ вара — Авия; вӗсем Вирсавия хулинчи тӳресем пулнӑ.2. Имя старшему сыну его Иоиль, а имя второму сыну его Авия; они были судьями в Вирсавии.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх тапӑра таврӑннӑ; вара Израилӗн аслӑ ҫыннисем каланӑ: Ҫӳлхуҫа пире паян филистимсен умӗнче мӗншӗн пӗтерсе тӑкрӗ-ха?
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чухӑна Вӑл тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе тӑратать, мӗскӗне пылчӑк ӑшӗнчен туртса кӑларать те аслӑ улпутсемпе юнашар лартать, еткерлӗхе вӗсене мухтавлӑ вырӑн парать: Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗн тӗпне-йӗрне тытса тӑрать, ун ҫинче Вӑл ҫутӑ тӗнчене ҫирӗплетнӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара хапха умне пухӑннӑ халӑх та, аслӑ ҫынсем те каланӑ: эпир — кӳнтеленсем; санӑн ҫуртна кӗрекен арӑмна Ҫӳлхуҫа Рахильпе Лийӑна тивлет панӑ пек тивлетлӗ тутӑр: вӗсенчен Израиль халӑхӗ ӗрчесе кайнӑ; Ефрафӑра пуянлӑх туп, Вифлеемре яту чаплӑ пултӑр; 12. Ҫӳлхуҫа панипелен ҫак ҫамрӑк арӑм ҫуратас вӑрлӑхран санӑн килӳ Фамарь Иудӑна ҫуратса панӑ Фарес килӗ пек ӗрчевлӗ пултӑр.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ Вооз аслӑ ҫынсене, пур халӑха ҫапла каланӑ: эсир акӑ эпӗ Ноеминьрен Елимелехӗн пур пурлӑхне те, Хилеонпа Махлонӑн пур пурлӑхне те туяннине курса тӑратӑр; 10. тата эпӗ, вилнӗ хурӑнташӑмӑр ячӗ хӑйӗн пай ҫӗрӗнче сыхланса юлтӑр тесе, унӑн ячӗ тӑванӗсем хушшинчен, хапха умӗнчи вырӑнӗнчен ан ҫухалтӑр тесе, Махлон арӑмне, Моав хӗрне Руфе, качча илетӗп; эсир паян кӳнтеленсем пулатӑр, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара [Вооз] хӑйӗн хурӑнташне каланӑ: хайхи Моав ҫӗрӗнчен таврӑннӑ Ноеминь хӑй упӑшкин — пирӗн Елимелех тӑванӑмӑрӑн — анине сутать; 4. эпӗ ҫак хыпара сан хӑлхуна кӗртес терӗм, сана калас терӗм: ҫакӑнта ларакансем умӗнче, халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче ил эсӗ ҫав анана; тӳлесе илессӳ килсессӗн — тӳлесе ил; тӳлесе илессӳ килмесессӗн — мана кала, эпӗ пӗлсе тӑрам; сансӑр пуҫне илме тивӗҫлӗ ҫын ҫук, сан хыҫҫӑнхи вара — эпӗ, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. [Вооз] хулари аслӑ ҫынсене, вунӑ ҫын, чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ: ларӑр-ха ҫакӑнта, тенӗ.2. [Вооз] взял десять человек из старейшин города и сказал: сядьте здесь.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Филистимсем Дагона, хӑйсен туррине, аслӑ чӳк тума, савӑнма-хӗпӗртеме пуҫтарӑннӑ, каланӑ вӗсем: туррӑмӑр Самсона, хамӑрӑн тӑшмана, пирӗн алла пачӗ, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унӑн ҫав тери шыв ӗҫесси килсе кайнӑ, вара вӑл Ҫӳлхуҫана тархасласа каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн чуру аллипе аслӑ ҫӑлӑнӑҫ кӳтӗн; халь ӗнтӗ эпӗ шывшӑн антӑхса вилӗп те ӳт кастарманнисен аллине лекӗп, тенӗ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иеффай вара Галаадӑн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле кайнӑ, халӑх ӑна хӑйӗн пуҫлӑхӗ, хӑйӗн ҫулпуҫӗ тунӑ, Иеффай Массифа хулинче Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑй калассине пӗтӗмпех каланӑ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Иеффая каланӑ: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа кӳнтелен пултӑр, эпир эсӗ каланӑ пек тӑвӑпӑр! тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Галаадӑн аслӑ ҫыннисене Иеффай каланӑ: эсир мана каялла таврӑнса аммонсемпе ҫапӑҫма ӳкӗте кӗртсен, Ҫӳлхуҫа вӗсене ман аллӑма парсан, эпӗ сирӗн патӑрта пуҫлӑхра юлӑп-и? тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Иеффая каланӑ: эпир сана хамӑрпа пӗрле пыма, Аммон ывӑлӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма чӗнетпӗр, эпир сана пӗтӗм Галаад халӑхӗн пуҫлӑхӗ пулма ыйтатпӑр, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иеффай Галаадӑн аслӑ ҫыннисене каланӑ: мана курайманнисем эсир марччӗ-и-ха, аттемӗн килӗнчен хӑваласа яракансем эсир марччӗ-и? инкеке лексен, халь ман патӑма килтӗр-и? тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Аммонсемпе Израиль хушшинче вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтра Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Тов ҫӗрне Иеффая чӗнме пынӑ, 6. вӗсем Иеффая ҫапла каланӑ: таврӑн, пирӗн ҫулпуҫ пул, аммонсемпе ҫапӑҫар, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ара, вӑл Иероваал ывӑлӗ мар-и, ун аслӑ пуҫлӑхӗ Зевул мар-и? Ӑна пӑхӑниччен Сихем ашшӗн, Емморӑн, йӑхне пӑхӑнни лайӑхрах мар-и?
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл ӗнтӗ хулан аслӑ ҫыннисене пухнӑ та, пушхир кӳкенӗпе шӑллӑ тӑпачӑ илсе, Сокхоф ҫыннисене ҫавӑнпа асап кӑтартнӑ; 17. Пенуэл пашнине те ишсе антарнӑ, хула ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл пӗр Сокхоф ачине тытнӑ та унран Сокхоф пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннисем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ; ача ҫитмӗл ҫичӗ ҫын ятне ҫырса панӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.