Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнле чӗрине пусарса кӗтетчӗ Елена ӑна, мӗнле итлетчӗ каласа панине тата мӗнле ыйтса пӗлетчӗ!С каким сердечным замиранием она его ожидала, как она его выслушивала и расспрашивала!
XXVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Темле вӑрттӑн йӑпанчӑк кӳрекен йывӑр хуйхӑллӑ туйӑм унӑн чӗрине хӗстерсе лартрӗ.Чувство горестное и горькое, не лишенное какой-то странной отрады, сдавило ему сердце.
XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Киленӳ шӑплӑхӗ, лӑпкӑ канлӗхӗн шӑплӑхӗ, тӗллев патне ҫитни, вилӗме те пӗлтерӗшлӗ тӑвакан шӑплӑх хӑйӗн таса хумӗпе унӑн чӗрине кӗрсе тулчӗ.
XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл тусӗ ҫинчен мӗн пӗлнине пӗтӗмпех кала-кала кӑтартрӗ (эпир час-часах, пӗр-пӗр ҫынна юрас шутпа, унпа калаҫнӑ чухне хамӑр юлташа мухтатпӑр, ҫапла тунипе, ҫав хушӑрах, хамӑра хамӑр мухтанине туйманпа пӗрех пулатпӑр), вара, сайра хутран ҫеҫ Еленӑн шурӑ пичӗ хӗрелсен, куҫӗсем ҫуталса пысӑклансан, хӑй тӳссе ирттерекен лайӑх мар хуйхӑ унӑн чӗрине чӗпӗтет.
XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Чылайччен пӑхрӗ вӑл аялтанах шӑвакан тӗксӗм пӗлӗт ҫине; унтан ура ҫине тӑчӗ, пичӗ ҫинчи ҫӳҫне-пуҫне вӑшт сулса каялла ячӗ, вара, хӑй те мӗншӗнне пӗлмесӗр, шӑна пуҫланӑ аллисене пӗлӗт еннелле тӑсрӗ; унтан вӑл аллисене усрӗ, вырӑнӗ ҫумне чӗркуҫленсе ларчӗ те, пичӗпе минтер ҫумне лӑпчӑнса, чӗрине капланса килнӗ туйӑмсене парӑнасшӑн мар пулса тем пек тӑрӑшсан та, чуна аптратакан темле тӗлӗнмелле вӗри куҫҫульпе макӑрса ячӗ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена хӗп-хӗрлӗ хӗремесленсе кайнӑ — унӑн чӗрине хӑрушӑ та тӗлӗнмелле ырӑ туйӑм пусса илнӗ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫак гувернантка литературӑна питӗ юратнӑ, хӑй те ӑпӑр-тапӑр сӑвӑсем ҫыркаланӑ; вӑл Еленӑна вулама вӗрентнӗ, анчах вулани ҫеҫ хӗрӗн кӑмӑлне тултарайман: Елена мӗн ачаранах ӗҫлесшӗн, ырӑ ӗҫсем тӑвасшӑн ҫуннӑ; кӗлмӗҫсем, выҫӑсем, чирлисем ӑна хӑйӗн енне туртнӑ, пӑшӑрхантарнӑ, чӗрине ыраттарнӑ; вӑл вӗсене тӗлӗкре курнӑ, вӗсем ҫинчен хӑйӗн паллаканӗсенчен пуринчен те ыйта-ыйта пӗлнӗ; ыйткалакансене е нушаллисене тӑрӑшса, чаплӑ ӗҫ тунӑ чухнехи пек, пӑлханса япаласем панӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пулса иртнисем пурте ун чӗрине кӳрентереҫҫӗ, — пурнӑҫ ӑна ҫӑмӑллӑнах парӑнмасть ҫав.Все впечатления резко ложились в ее душу; не легко давалась ей жизнь.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Шубин мӗн каланине пӑртак та ӗненмерӗ пулсан та, илтнӗ сӑмахсем ун чӗрине кӗрсе вырнаҫрӗҫ.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анчах вӑл Елена ҫинчен шухӑшлама пуҫласан, час иртсе каякан туйӑмсем пурте пӗр харӑс сирӗлчӗҫ: ҫӗрлехи таса сывлӑш та уҫӑлса ҫӳренӗ чухне вӑй-хал паракан асаилӳсем кӑна юлчӗҫ; унӑн пӗтӗм чӗрине ҫамрӑк хӗр сӑнарӗ ҫавӑрса илчӗ.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Еленӑн кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ, вара темле ачаш та лайӑх туйӑм те унӑн чӗрине юхса кӗчӗ, те чӗринче ӳссе пычӗ.
IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Упӑшки улталани Анна Васильевнӑна кӳрентернӗ; уйрӑмах вӑл пӗррехинче Анна Васильевна заводӗнчен ултавлӑ майпа кӑвак пар лаша илсе хӑйӗн ерӗшкине парнелени арӑмӗн чӗрине ыраттарнӑ.
III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн ӳтне урисенчен пуҫласа мӑйӗ таранах тӗрленӗ пулнӑ, кӑкӑрӗ ҫине ҫуначӗсене сарса янӑ киви кайӑка ӳкернӗ, ҫав кайӑк унӑн чӗрине сӑхса тӑнӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вара майор нимӗн те пулман пекех тухса кайрӗ, иккӗленекен шухӑшӗсем пирки чӗрине ыраттарса пӑшӑрханакан Паганеле вӑл пӗчченех хӑварчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Джон Мангльс та ҫавӑн ҫинченех шухӑшласа хӑйӗн чӗрине ыраттарать.О том же думал и Джон Мангльс, и сердце его обливалось кровью.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн асӑпӗсем ҫинчен аса илнипе чӗрине ахаль те ыраттаракан Гленарвана ытлашши хӑратас мар тесе, вӑл хӑй хӑранине палӑртасшӑн мар, вӑл хӑйне чӑннипех паттӑрӑн ҫирӗп тытать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тыткӑнран ҫӑлӑнас шанӑҫ унӑн чӗрине ӑшӑтса хӗмлентерчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫавӑн чух хӑй мӗн-мӗн шухӑшланине аса илчӗ те, малтанах секундӑра револьвер кӗпҫи ун чӗрине чӑнахах пӑр пек шӑнтса янине астурӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Вӑл ҫынӑн чӗрине хавхалантаракан вӑй-хал, — тесе хучӗ Гленарван.— Этот человек, — заметил Гленарван, — был наделён необычайной нравственной силой.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах Падди О'Мур Гленарван экспедицинче Айртон мӗнле вырӑн йышӑнма пултарнине пӗлет, ҫавӑнпа чӗрине хытарса та пулин ҫак хуйхӑпа килӗшрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.