Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑвашсем (тĕпĕ: чӑваш) more information about the word form can be found here.
Имӗш чӑвашсем ытла та хавшак, хӑйсен тӑрӑхне усӑ парас вырӑнне ют ҫӗрсенче ӗҫлесе унти экономикӑна ҫӗклеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Анчах юлашки вӑхӑтра эпир, чӑвашсем, мӑн асаттесен-асаннесен пилӗсене пӑсма пуҫларӑмӑр-ши?

Help to translate

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Ҫав хушӑра эпир, чӑвашсем, самаях вӑйлантӑмӑр пулас: пирӗн халӗ темиҫе театр, темиҫе аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, самаях интереслӗ кӗнекесемпе савӑнтаракан кӗнеке издательстви пур, тата ытти пуянлӑхсем те пур (патшалӑх паллисемпе ҫыхӑннисем).

Help to translate

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Эпир, чӑвашсем, ҫав халӑх культурине упраса хӑварман-ши?

Help to translate

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Чӑнах та чӑвашсем ҫинчен халӑх аристокрачӗсем теме май пур пуль: чӑваш хӑйне сӗтел хушшинче тирпейлӗ тытать; ӗҫре питӗ чыслӑ; ӗҫе юратса, тӗплӗн пурнӑҫлать; тус-тӑванпа килӗштерме тӑрӑшать; ҫут тӗнче ҫине ырӑ сунса пӑхать; ытти халӑх ҫыннисене те ырӑ сунать; кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра пулнине юратать; ҫипуҫ тирпейлӗхне пысӑка хурать; ҫын ӗҫре маттур-тӑк, йӗркеллӗ, чыслӑ пурӑнать-тӑк «ку — лайӑх ҫын» тесе палӑртать; ҫын ӳркевлӗ-тӗк, пысӑкрах ҫулпа утать-тӑк, «ку — начар ҫын» тесе палӑртать.

Help to translate

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Чӑвашсем ӗҫлекен ӗҫлекен столовӑйӗнче ӗҫлетӗн — пӗтӗм ҫӗрте тасалӑх хуҫаланать, ҫамрӑк хӗр-поварсем чӑлт шурӑ илемлӗ ҫипуҫсемпе, хӑйсем те артисткӑсем пек капӑр тейӗн.

Help to translate

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Темле хулана куҫаҫҫӗ пулсан та чӑвашсем ҫав-ҫавах хӑйсен тымарӗ патнех туртӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Сӑмахӗ кунта кӗрлевсем пирки ҫеҫ мар, хальхи чӑвашсем пирки.

Help to translate

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Манӑн аттепе анне — чӑвашсем.

Help to translate

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

— Эпӗ ҫуралса ӳснӗ Нурӑс салинче вырӑссем те, чӑвашсем те пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Чӑвашсем пике илемне сӑнланӑ май тута пирки калаҫҫӗ.

Help to translate

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Вырӑссем ӑмӑрт кайӑкпа арҫынсене кӑна танлаштараҫҫӗ, чӑвашсем вара хӗрсемпе хӗрарӑмсене мухтанӑ чухне те мӑнаҫлӑ ҫак кайӑка аса илеҫҫӗ.

Help to translate

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Пирӗн пата килсессӗн хулай таран мӑянӗ. Мӑянӗ мар, пуянӗ, пуянӗ мар, нушийӗ», — ҫапларах юрланӑ чӑвашсем мӑян пирки.

Help to translate

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Хурӑн лартакан хур куракан», — теҫҫӗ чӑвашсем.

Help to translate

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Алтай крайӗнче пурӑнакан чӑвашсем ҫӗре тата ун ҫинче ӗҫлеме юратаҫҫӗ. Сирӗн республикӑра интереслӗ нумай проект пурнӑҫа кӗрет, сирӗн опытӑрпа, уйрӑммӑн илсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствинчипе, тӗплӗнрех паллашмалла», - тенӗ Алтай крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ.

Help to translate

Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Чӑвашсем ҫул ҫинчи колхоз фермисене, лаша витисене ҫитсе курнӑ, вырӑс халӑхӗн ӗҫӗпе, пурнӑҫ йӗркисемпе паллашнӑ.

Help to translate

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Александр Кобзев ӑсчах Чӗмпӗр кӗпернийӗнчи чӑвашсем 1879-1918 ҫулсенче хӑйсен пулас мӑшӑрӗсене ӑҫта тата мӗнле тупнине ҫырса кӑтартнӑ.

Help to translate

Чыса упрасан шӑтӑк курка кирлӗ мар // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14853.html

Чӑвашсем тесе эпир кунти чӑвашсем пирки кӑна шутлатпӑр.

Help to translate

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Тӗпчеме тытӑнтӑм та — Мускав Руҫӗ пирки документ питӗ нумай, Хусан ханлӑхӗ ҫинчен те ҫителӗклех, ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ чӑвашсем ҫинчен — ҫук.

Help to translate

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Паянхи кунчченех Раҫҫейре чӑвашсем чиркӳре хӑйсен чӗлхипе усӑ курма ирӗк панӑ пӗртен-пӗр халӑх.

До сегодняшнего дня в России только чувашам дано право пользоваться в церкви своим родным языком.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed