Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Эсӗ хӑвӑн тырӑ-пулӑ парнине ҫатма ҫинче пӗҫернӗ ҫимӗҫ кӳретӗн пулсассӑн, ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫермелле; 6. ӑна татӑкӑн-татӑкӑн хуҫ та ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтар: ҫакӑ [Ҫӳлхуҫана] кӳнӗ тырӑ-пулӑ парни пулӗ.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тырӑ-пулӑ парнине кӑмакара пӗҫернӗ ҫимӗҫ кӳретӗн пулсассӑн, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем тата йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ тутлӑлла пашалусем кӳр.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кам та пулин Ҫӳлхуҫана тырӑ-пулӑ парни кӳрес тесессӗн, тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе пытӑр, ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтартӑр, ун ҫине ливан хутӑр, 2. ӑна Аарон ывӑлӗсем, священниксем, патне илсе пытӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ ҫӑнӑха священник мӗнпур ливанӗпе пӗрле ывӑҫ тулли ӑсса илтӗр те ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче асӑнмалӑх ҫунтарса ятӑр; ҫакӑ — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; 3. ытти, тырӑ-пулӑ парнинчен юлни, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ: Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесенчен ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ парне.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата эрнесен уявне, тулӑ вырма пуҫланине, уявла, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту; 23. ҫулталӑкра виҫӗ хутчен санӑн пур арҫынну та Патша умне, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне, пырса тӑтӑр, 24. Эпӗ халӑхсене сан умӑнтан хӑваласа ярӑп, санӑн чиккӳсене сарӑп, эхер те эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун куҫӗ умне ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пырса тӑрсассӑн, санӑн ҫӗрне никам та хапсӑнмӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Парне вырӑнӗ ҫинче эсӗ акӑ ҫакна кӳрӗн: [яланхи парне валли] куллен-кун вӗҫӗмех [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи икӗ путек кӳрӗн; 39. пӗр путеккине ирхине кӳр, тепӗр путеккине каҫхине кӳр, 40. путек пуҫне чӗрӗк гин чухлӗ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне тата парне ҫине юхтармашкӑн чӗрӗк гин эрех илсе кил; 41. тепӗр путеккине каҫхине кӳр: ирхинехи пекех, ҫӑнӑх парнипе тата парне ҫине юхтармаллипе пӗрле кӳр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӗсене Манӑн священниксем пулма халаллас тесессӗн, вӗсем тӗлӗшӗнчен санӑн акӑ мӗн тумалла: ӗне выльӑхран пӗр пӑру ил, айӑпсӑр икӗ така ил, 2. тата тутлӑлла ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ тутлӑлла пашалусем ил: вӗсене тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫер, 3. вӗсене пӗр пӗрнене хурса, пӗрнепе илсе пыр, пӑрупа икӗ такине те пӗрлех илсе пыр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тулӑ вырнӑ вӑхӑтра Рувим хире тухнӑ та унта мандрагор улми тупнӑ, ӑна Лийӑна, хӑйӗн амӑшне, илсе килсе панӑ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫывӑх вӑхӑтра тулӑ, урпа, сӗлӗ туянасшӑн.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Ҫурхи тулӑ 200 гектар йышӑнӗ.
Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Патӑрьел /140 гектар/, Куславкка /138/, Комсомольски /64/, Красноармейски /103/ районӗсенче кӗрхи тулӑ уйрӑмах сиенленнӗ.
Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем кӗрхи тулӑ, урпа, тритикале лаптӑкӗсене тӗрӗсленӗ.
Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
«Ку тусем малтан ҫара хысаксем пулнӑ, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ. — Халӗ вӗсене хулӑн тӑпра сийӗ витсе тӑрать, вӗсем ҫинче, садсем хушшинче, чи ҫӳллӗ йывӑҫсен ращисем ӳсеҫҫӗ: аялта, нӳрлӗ лапамсенче, кофе йывӑҫӗсен плантацийӗсем; ҫӳлерех — финик пальмисем, смоква йывӑҫӗсем; виноград пахчисем сахӑр тростникӗсемпе хутӑшса кайнӑ; хирсенче тулӑ та пур, анчах пуринчен ытларах рис», — «Ку мӗнле ҫӗр вӑл?»
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Аннерен вӑрттӑн укҫа пухма пуҫларӑм, кӗркунне вара, тырра ҫывӑхри пункта кайса хывас вырӑнне, эпӗ пӗччен Калача тухса кайрӑм, унта пӗр лав тулӑ сутрӑм та пасарта алӑран пӗр кӗпҫеллӗ пӑшал тата вунӑ патрон туянтӑм.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сывлӑмпа йӑлтӑртатакан ешӗл тинӗс пек кӗрхи тулӑ пусси пуҫланакан касӑ тӗлӗнче нумайччен тӑрать вӑл.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.