Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типсе (тĕпĕ: тип) more information about the word form can be found here.
Мӗскӗн качакасен сӗт тулнипе ҫиллисем хытӑ ыратнине эпӗ пӗлетӗп; кунсӑр пуҫне, вӗсен сӗт типсе ларма пултарни те мана хӑратрӗ.

Я знал, что бедные животные должны от этого очень страдать; кроме того, я боялся, что у них может пропасть молоко.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ тата хулӑран икӗ пысӑк карҫинкка ҫыхрӑм; чӳлмексем лайӑх типсе ҫитсен, вӗсене ерипен ҫӗклесе иккӗшне те карҫинкка ӑшне вырнаҫтарса лартрӑм.

Я сплел из прутьев две большие корзины и, когда мои горшки хорошо высохли и затвердели на солнце, осторожно приподнял их один за другим и каждый поставил в корзину.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тем пулсан та, манӑн чӳлмек хӗвелпе типсе, кирлӗ таранах ҫирӗп пулма пултарать.

Во всяком случае, моя посуда, просохнув на солнце, станет достаточно крепкой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ акнӑ участок пысӑках мар, мӗншӗн тесен малтанхи ҫул акнӑ тырӑ шӑрӑхпа типсе кайнӑ пирки урпи те, рисӗ те бушелӗн саккӑрмӗш пайӗ чухлӗ ҫеҫчӗ.

Возделанный мною участок был невелик, потому что, как я уже говорил, засуха погубила почти весь посев первого года и у меня оставалось не более осьмушки бушеля каждого сорта зерна.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫӗр типсе кайрӗ, пӗр пӗрчӗ те шӑтмарӗ.

В земле не осталось ни капли влаги, и ни одно зерно не взошло.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫакса тухнӑ иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсем пӗтӗмпех типсе кайнине эпӗ августӑн 3-мӗшӗнче асӑрхарӑм.

3 августа я увидел, что развешанные мною гроздья винограда совершенно высохли и превратились в превосходный изюм.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑшпӗр ҫӗрте ҫырмари шыв типсе ларнӑ, — ку ӗнтӗ халӗ ҫанталӑк уяр тӑнинчен килет.

Местами ручей пересох, так как в это время года здесь период бездождья.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ пурпӗрех ӑна, хумсем тинӗселле юхтарса ан кайччӑр тесе, ҫӳлелле кӑлартӑм та, хам вара типсе юлнӑ ӑшӑх вырӑнпа карап патне, унта мӗн те пулин мана кирлӗ япала ҫук-ши тесе, пӑхма кайрӑм.

Тем не менее я выкатил бочонок повыше, чтобы его не унесло в море, а сам по оголившейся отмели направился к остову корабля — посмотреть, не найдется ли там еще чего-нибудь пригодного для меня.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑш вӑхӑтра акмаллине пӗлеймен пирки эпӗ ӑна шӑрӑх ҫанталӑк пуҫланас умӗн акрӑм та, тӑпра типсе кайнипе вӑл пит те сахал шӑтрӗ.

Я неправильно рассчитал время, посеял перед самой засухой, и многие семена не взошли.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр икӗ кунтан вӑл хӗвел ҫинче пӗтӗмпех типсе ҫитрӗ.

Через два дня она совершенно просохла на солнце.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Вӑл татӑка кӗсйӳнех чик-ха, ху та типӗ тытакан ҫын пек типсе кайнӑ…

— Береги хлеб для себя, а то ты совсем отощал, как святой постник…

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов шӑпах Тантал ҫинчен калакан юмаха асне илчӗ, Тантал ҫапла шӑнкӑртатса юхакан шыв хӗррине ҫитсе тӑнӑ чух, шыв ӗҫес килнипе пырӗ типсе кайнӑ пулнӑ, анчах вӑл ҫитсе тӑрсан пӗр тумлам та ӗҫеймен.

Огнянов чувствовал себя, как Тантал, который, стоя над прохладным ручьем, изнывал от жажды, но не мог выпить ни капли воды.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пӗлсех тӑратчӗ-ҫке савнӑ Бойчона хӑех ҫӑва ҫинелле тӗкнине, юратупа телей ҫӑл куҫӗ йӑлтах типсе ҫитнӗ пулсан эппин, тинех ӑна кун курасси те тарам.

к которой она его толкнула; и жизнь, в которой родник любви и счастья высох навсегда, казалась ей теперь ненавистной.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн тӑвӑпӑр ҫав ӗнтӗ, — хушса хучӗ тухтӑр, — Летӑ шывӗ тахҫанах типсе пӗтнӗ.

— К сожалению, — добавил доктор, — Лета уже давно высохла.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынсем ун хӗрӳллӗ сӑмахне илтесчӗ тесе ҫунаҫҫӗ, типсе ҫитнӗ пыра таса ҫӑл шывӗпе кантарнӑ пек, пӗр сӑмахне сиктермесӗр итлесе тӑраҫҫӗ.

И люди, слушая его вдохновенные речи, жадно глотали каждое слово, как пересохшее горло — кристально чистую струю ручья.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӗлхем типсе лартӑрах манӑн, енчен ӑна Иван Неделков илсе каяймасан…

Отсохни у меня язык, если Иван Недялков ее не увезет…

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ганчо, тултар-ха эппин тарӑн вартине тепрер курка, карланкӑ та, тем, типсе каясса ҫитрӗ.

Ганчо, налей еще нижиереченского винца, а то у нас глотки пересохли…

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӑнарӗ унӑн чунӗ типсе ҫитнӗ ҫыннӑнни пек хаяр курӑнчӗ.

Лицо его отражало душевную сухость и жестокость.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ну, хуҫа, илсе кил тенӗ сана эрех, пырӑм типсе кайрӗ, — мӗкӗрчӗ уксахӗ.

— Ну, неси, неси скорей водки, хозяин, нам пить охота, — зарычал хромой.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй ӗмӗрӗнче ҫын пурпӗрех типсе хӑрать — качча тухмасӑр пурӑнсан та, авланмасӑр пурӑнсан та, — ҫапла типсе пынӑ та ӗнтӗ вӗсем е ирсӗрлӗхпе ҫырлахнӑ.

А век не проживешь ни одинокою, ни одиноким, не зачахнувши, — вот они и чахли или примирялись с пошлостью.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed