Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Калас, лампочка кӗртмелле, мотор-динамик лартмалла — пурте аванах пулать…
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Алӑ тытрӑмӑр эпир аванах, йӗрке хушнӑ пек.Ну, поздоровались мы, конешно, мирно, за руку, как и полагается.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсем унта, Дарйӑпа иккӗшӗ, мӗн ҫинчен сӑмахлани паллӑ мар, анчах тепӗр темиҫе минутранах тутӑрне хулпуҫҫийӗ ҫине сӳсе антарнӑ инкӗшӗ, тӑрмаланса пӗтнӗ ҫӳҫне салатса, куҫҫулӗ юхтарса, лаҫран ыткӑнса тухнине Дуняшка аванах курса юлчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хуҫа майри яланхи пекех самӑр та кӑмӑллӑ, анчах самӑр пулсан та вӑл халь йывӑр ҫын пулни аванах палӑрнӑ; вӑл аллисене ҫуса шӑлчӗ те Сергее пӳрте кӗме чӗнчӗ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ванюша пӗрре уй тӑрӑх ҫил кӑларса ҫаврӑнӗ те аванах сывласа ярӑп.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эсӗ, калӑпӑр, райисполком председателӗ пулса ӗҫлеме аванах пултаратӑн.Ты вполне мог бы справиться с работой, скажем, председателя райисполкома.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӑна вуланӑ чухне аванах туятӑн — фронтри ҫынсем тылри ҫынсем епле пурӑнни, епле ӗҫлени ҫинчен шухӑшланӑ…
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Малтан эпӗ ӑнлансах кайман, халӗ ӗнтӗ аванах куратӑп.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Те пуриншӗн те хисеплӗ Тимофей Ильич хивре ораторсене аванах касса татнӑран, те Рагулин ытти ҫынсем пек пуласшӑн мартан, вӑл Савва каланисене хирӗҫ Артамашов пек тапӑнмарӗ.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Докладсӑр та аванах пулӗ.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ Федор Лукича Сергей аванах курма пултарчӗ.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пурте аванах пыратчӗ.
Ганнибал // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Виҫҫӗмӗш сотня казакӗсем пӗве патне ҫитнӗ хушӑра чугун ҫул станцинчен тухнӑ отряд сӑрт ҫинчен анчӗ те, ку утлӑ ҫар — казаксем иккенне аванах уйӑрса илчӗҫ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Нимӗҫ драгунӗсен кӑвак тумтирӗсем бинокль витӗр пӑхмасӑр та аванах курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.Даже невооруженным глазом ясно стало видно синюю форму немецких драгун.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗсем тур лашасемпе иккенне тата хӑйсем ҫине тӗксӗм-кӑвак мундирсем тӑхӑнса янӑ иккенне те аванах уйӑрса илчӗ.Он различал даже гнедую масть их лошадей и темно-синюю окраску мундиров.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Халӗ ӗнтӗ вӑл хӗрлӗрех курӑк ярӑмӗ хыҫӗнчен шӑвӑнса килекен юланутсен ушкӑнне бинокль витӗр аванах курать.И теперь уже ясно видел в бинокль плывущую за рыжеватой полосой травы кучку всадников.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Пӑхӑр-ха, ачасем, Федоткӑн мӑк-мак тути аванах ӗнтӗ, туртма кӑна табакӗ ҫук.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Старикӗн картин ҫине ӳкернӗ пек кӗлетки ҫара та сайра, хурҫӑ тӗслӗ ҫирӗклӗх витӗр аванах курӑнса пырать.Сквозь стальную сизь голого и редкого ольшаника видна была четкая, как нарисованная, фигура старика.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Миллеровӑна илсе каяс пулать, унта аванах тӳрлетме пултараҫҫӗ.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тепре курма тивсен, аванах тӑн кӗртӗп эпӗ ӑна!
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.