Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нумайӑшӗ the word is in our database.
Нумайӑшӗ (тĕпĕ: нумайӑшӗ) more information about the word form can be found here.
Кӗтсе тӑрасси Санина пит йывӑрах туйӑнмарӗ, вӑл ҫул тӑрӑх калла-малла уткаласа ҫӳрерӗ, кайӑксем мӗнле юрланине итлерӗ, вӗсем вӗҫсе иртнине сӑнарӗ, ҫакӑн пек чухне вырӑс ҫыннисенчен нумайӑшӗ шухӑшламан пек, вӑл та шухӑша каймарӗ.

Ожидание не показалось особенно тягостным Санину; он расхаживал взад и вперед по дорожке, прислушивался, как пели птицы, следил за пролетавшими «коромыслами» и, как большая часть русских людей в подобных случаях, старался не думать.

XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Пухӑва пӗтӗм тавраран пин ҫынран кая мар пуҫтарӑннӑ, нумайӑшӗ ҫирӗм мильӑран килнӗ.

Там собралось не меньше тысячи человек со всей округи, многие приехали миль за двадцать.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Ҫу-ук, ҫапах та нумайӑшӗ вӑлах вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.

— Да нет, думают еще, многие все-таки считают, что это он убил.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Фронтра пулнӑ май пирӗнтен нумайӑшӗ нимӗҫ автомачӗсемпе ҫӳре пуҫларӗҫ.

Оказавшись на фронте, многие из нас раздобыли себе немецкие автоматы.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫапах ҫынсем нумайӑшӗ хуланах юлчӗҫ-ха.

И все равно людей осталось много.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Англин регулярлӑ ҫарӗсене хирӗҫ тӑрса нимӗн те тӑвайман, ҫитменнине хӑйӗн салтакӗсенчен нумайӑшӗ аманса тата вилсе пӗтнӗ хыҫҫӑн маориецсен ҫулпуҫӗ шалалла чакса кӗме шутланӑ.

Вождь маорийцев, после безуспешной попытки оказать сопротивление английским регулярным силам, потеряв убитыми и ранеными значительную часть своих бойцов, решил отступится вглубь страны.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр пӗтнӗ пулсан та, Австралинчи е Вӑтаҫӗр Африкӑри шыравҫӑсем пек паллӑ ҫынсем мар вӗсем.

Но, несмотря на то, что многие из них поплатились жизнью за свои смелые попытки, они не пользуются такой известностью, как исследователи Австралии или Центральной Африки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр каҫиччен куҫӗсене хупмарӗҫ, тӗлӗрме хӑтланнисене те ӳпресем аптӑратса пӗтерчӗҫ.

Большинство из них не сомкнуло глаз всю ночь, а тех, кто ухитрился заснуть, мучили кошмары.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хӑй тата унӑн йӑхӗнчи ҫынсенчен нумайӑшӗ карап ҫинче тӑтӑшах ҫӗр каҫнӑ.

Он сам и многие его соплеменники часто оставались ночевать на кораблях.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Рабочисенчен нумайӑшӗ ҫак заседанире хӑйсен вӑтӑр ҫичӗ юлташӗ ҫырнӑ заявление пӑхса тухма ыйтаҫҫӗ, — терӗ те вӗсен заявленине вуласа пачӗ:

— Ряд рабочих просит заседание рассмотреть их заявление, подписанное тридцатью семью товарищами, — и он прочел заявление:

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ку ҫырӑва Юренева Ольга ҫырнӑ, ӑна кунта нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ.

Оно от Ольги Юреневой, ее здесь многие знают.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл пирӗн комсомол ӗҫӗнче нумайранпа ӗҫлет, нумайӑшӗ ӑна пӗлеҫҫӗ, пуринчен ытла арсеналра унпа пӗрле ӗҫлекенсем.

Он наш старый комсомольский работник, многие знают его, арсенальцы в особенности.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кӗнекесенчен нумайӑшӗ кивелнӗ, ҫӗнӗ литература мӗн пурӗ те пӗр пӗчӗк шкапа ҫеҫ вырнаҫнӑ.

В большинстве книги были старые, новая литература скромно умещалась в одном небольшом шкафу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Нумайӑшӗ нимӗн те чӗнмеҫҫӗ.

Многие молчали.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унта хӗрӗх ҫичӗ ҫын тӑнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ, ӗлӗкрех контрреволюци ӗҫне активлӑ хутшӑннӑскерсем, анчах каярахпа вырӑнти Чека шанса ирӗкре хӑварнӑскерсем пулнӑ.

В нее вошло сорок семь человек, из коих большинство — активные контрреволюционеры в прошлом, доверчиво оставленные местной Чека на свободе.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ку тӑвӑл ҫывхарнине хулана пур енчен те мужик тумӗ айӗнче винтовка пытаркаласа кӗрекенсенчен нумайӑшӗ пӗлсе тӑнӑ.

О ее приближении знали многие из тех, кто входил в город со всех концов, плохо пряча строевую винтовку под мужицкой «свиткой».

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Паллах вӗсенчен нумайӑшӗ компанисене кӗрӗшсе ӗҫлеҫҫӗ.

Конечно, большинство нанимается на работу к компаниям.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Диггерӑн — ҫӗр чаваканӑн — ремесли пуринчен те ирттернӗ: ылтӑн шыракансенчен нумайӑшӗ пӗтнӗ, вӑй ҫитмен ӗҫе ҫӗнтереймен, анчах вӗсем заступпа пӗрре лартсассӑнах ҫӗрме пуянсем пулса тӑнӑ ҫынсем те пулнӑ.

Ремесло диггера — землекопа — преобладало над всеми другими; большинство золотоискателей гибло, сломленное непосильной работой, но были люди, становившиеся богачами при первом ударе заступа.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пирӗн патӑрта та ҫавӑн пекех хӑрушӑ мар тесе Европӑри ҫӗршывсенчен нумайӑшӗ мухтанма пултарӗҫ-ши?

Многие ли европейские страны могут похвастаться такой безопасностью?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗнӗ ҫӗре кайсан та тулли кӗрекеллӗ пурӑнӑҫ вырӑнне тата та ытларах хуйхӑ, асап кураҫҫӗ.

Из тех, кто уехал за счастьем на чужбину, многие находят лишь горести и неудачи.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed