Шырав
Шырав ĕçĕ:
39. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: усалпа ан хирӗҫ; кам сана сылтӑм питӳнтен ҫупса ярать, эсӗ ӑна сулахаййине те ҫавӑрса пар; 40. кам санпа сутлашса санӑн кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар; 41. кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм пыма хистет, унпа пӗрле иккӗ кай.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӑвпа тупӑшаканпа хӑвӑртрах, унпа пӗрле ҫул ҫинче пулнӑ чухнех килӗштер, унсӑрӑн вӑл сана тӳре аллине парӗ, тӳре сана тарҫи аллине парӗ, эсӗ вара тӗрмене лекӗн; 26. чӑн калатӑп сана: юлашки пусу таранччен памасӑр та унтан тухаймӑн.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫакна илтсессӗн Ирод патша та, унпа пӗрле пӗтӗм Иерусалим та шикленсе ӳкнӗ.3. Услышав это, Ирод царь встревожился, и весь Иерусалим с ним.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иосиф ыйхӑран вӑрансан, Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хушнӑ пек, арӑмне хӑй патне илнӗ, 25. анчах вӑл унпа хутшӑнман; унтан Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ; Иосиф Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Вӑл мана каларӗ: Ман халӑхӑм Египетра чура пулса пурӑннӑ чухне Эпӗ Моисее тӗмӗ варринчен курӑнтӑм, унпа калаҫрӑм; 4. вара ӑна хушса ятӑм та Хамӑн халӑхӑма Египетран илсе тухрӑм, ӑна Синай тӑвӗ патне илсе ҫитертӗм, нумай кун хушши ӑна Хам патӑмра тытрӑм, 5. ӑна нумай хӑват кӑтартрӑм, вӑхӑтсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе вӗҫне пӗлтертӗм, Моисее ҫапла хушрӑм: 6. «ку сӑмахсене пӗлтер, ыттисене пытар» терӗм.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Вӑл мана каларӗ: эсӗ тарӑн тинӗсре мӗн пуррине тӗпчесе пӗлме пултарайман пекех, ҫӗр ҫинче Ман Ывӑлӑма, Унпа пӗрле пуррисене те Унӑн кунӗ ҫитмесӗр никам та курма пултараймасть.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вара эпӗ ытти икӗ пуҫӗ унпа пӗрлешсе кайнине куртӑм.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ унпа малалла калаҫрӑм: 20. апла ан ту, ман канаша итле.19. Продолжая говорить с нею, я сказал: 20. не делай этого, но послушай совета моего.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара чӗлхе-ҫӑварӑм уҫӑлчӗ те, эпӗ Ҫӳлти Турӑ умӗнче калаҫма тытӑнтӑм, ҫапла каларӑм: 29. эй Ҫӳлхуҫамӑм! пире Хӑвна кӑтартса, Эсӗ пирӗн аттемӗрсене, вӗсем Египетран тухсан, ҫын ҫӳремен пулӑхсӑр пушхирте курӑннӑ, 30. вара каланӑ: «итле Мана, Израиль, тӑнла Манӑн сӑмахӑма, Иаков вӑрлӑхӗ. 31. Акӑ Эпӗ сирӗн чун-чӗрене Хамӑн саккунӑма акатӑп, вӑл сирӗнте ҫимӗҫ кӳрӗ те, эсир унпа ӗмӗрех мухтавлӑ пулатӑр» тенӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тинӗсе кӗрес, ӑна курас е унпа хуҫаланас теекен ҫын ҫав тӑвӑр тӗлтен иртмесӗр анлӑ тӗле епле ҫитме пултарӗ?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хунама тытӑнсассӑн, ывӑлӗсем, халӑхсем, ӑрусем йышлӑланса ҫитсессӗн, каллех унчченхинчен те ытларах ҫылӑха кӗме тытӑннӑ, 13. вӗсем сан Умӑнта йӗркесӗр ӗҫсем тума тытӑнсассӑн, вӗсен хушшинчен Эсӗ Хӑвна валли Авраам ятлӑ ҫынна суйласа илнӗ, 14. ӑна кӑмӑлланӑ, Эсӗ ӑна тӗнче пӗтессине ҫӗрле тӗлӗнмелле мелпе уҫса панӑ, 15. унпа ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ та ӑна: санӑн вӑрлӑхна нихӑҫан та пӑрахмӑп, тенӗ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл ӗнтӗ ҫийӗнчех сӑлансемпе хуҫаланакан Никанора чӗнтернӗ те ӑна Иудейӑри ҫарпуҫне лартса унта янӑ: 13. Иудӑна вӗлерме, унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсене салатса яма, Алкима вара Турӑ Ҫурчӗн — мухтавлӑ Ҫуртӑн — аслӑ священникне лартма хушнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр хӗрӗх тӑххӑрмӗш ҫулта Иудӑпа пӗрле пулнисем патне Антиох Евпатор йышлӑ ҫарпалан Иудея ҫине килет теекен хыпар ҫитнӗ, 2. патша пеккунӗ, патшалӑха тытса тӑракан Лисий та унпа пӗрлех иккен, вӗсен кашнийӗн — эллин ҫарӗ: ҫӗр вунӑ пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, пилӗк пин те виҫҫӗр юланутҫӑ, ҫирӗм икӗ сӑлан тата ҫивӗч хӗҫлӗ виҫҫӗр ҫар урапи.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Маккавей вара, чи малтан хӑй кӑрал тытса, ыттисене хӑрушлӑха пӑхмасӑр хӑйпе пӗрле кайса тӑванӗсене пулӑшма ӳкӗтленӗ; лешӗсем ҫийӗнчех унпа пӗрле ҫула тухнӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Патша хӑй те, унпа пӗрле пулнисем те ҫамрӑк ача паттӑрлӑхӗнчен, асапа нимӗн вырӑнне хумасӑр чӑтӑмлӑн тӳснинчен шалтах тӗлӗннӗ.12. Сам царь и бывшие с ним изумлены были таким мужеством отрока, как он ни во что вменял страдания.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав хушӑрах халӑха хӗсӗрлеме вӑл сыхлавҫӑсем лартса хӑварнӑ: Иерусалимра — Фриги ҫӗршывӗнче ҫуралнӑ Филипа, кӑмӑлӗпе хӑйне лартнӑ ҫынран та тискертерех этеме, 23. Гаризинра вара — Андроника, унпа пӗрле тата хӑйӗн усаллӑхӗпе пуринчен те ирттернӗ, Иудея ҫыннисене тӑшманла курайман Менелая хӑварнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14. Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15. ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16. унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара Симон патне хӑйӗн пӗр тусне Афиновие унпа калаҫса илсе ҫапла калама хушса янӑ: «эсир манӑн патшалӑхӑмӑн хулисене Иоппипе Газарӑна тата Иерусалим керемне хӑвӑр аллӑрта тытса тӑратӑр; 29. эсир вӗсен таврашӗнче йӑлт ҫаратса хӑварнӑ, ҫӗре пӗтӗмпе тустарса тухнӑ, манӑн патшалӑхӑмри нумай вырӑна ярса илнӗ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав вӑхӑтра Трифон Иудея ҫӗрне пырса кӗмешкӗн Птолемаидӑран пысӑк йышлӑ ҫарпа хӑпарнӑ; унпа пӗрле хурал аллинчи Ионафан та пулнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.