Шырав
Шырав ĕçĕ:
Маша кӗтмен ҫӗртенех хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ те пуҫне каҫӑртса савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ:Вдруг Маша порывисто поднялась, вскинула голову и возбужденно закричала:
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кам та пулин калиткерен кӗрсен, ватӑ арапка ӗлӗкхилле хаяррӑн сиксе вӗреймест, йӑвинчен тухмасӑр, хӑрлатса, ӳркенсе вӗрет.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах унӑн шухӑш-ӗмӗчӗ хускалсан, манӑҫа тухнӑ асаилӗвӗсем, пурнӑҫланайман ӗмӗчӗсем вӑрансан, вӑл пурнӑҫа усӑсӑр ирттернӗшӗн ӳпкелешмӗ тытӑнсан, — Обломов канлӗ ҫывӑраймасть, вӑранать, вырӑн ҫинчен сиксе тӑрать, тепӗр чухне вара ҫутӑ пурнӑҫ идеалне яланлӑхах ҫухатнӑшӑн, шанчӑка пӗтерсе, сивӗ куҫҫулӗпе макӑрать; хаклӑ ҫын вилсен, ӑна пурнӑҫра кирлӗ таран пулӑшайманшӑн ӳкӗнсе, ҫапла макӑраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Килкартине кӗрсенех лӑпкӑ пурнӑҫ картинине куратӑн: чӑхсемпе автансем кӗтессене тарса пытанаҫҫӗ; сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрме пуҫлать; Акулина ӗне сума чарӑнать, дворник вутӑ татма пӑрахать, вара иккӗшӗ те килнӗ ҫын ҫине пикенсех пӑхаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑнчӑрти йытӑ чарӑнмасӑр сиксе вӗрме тытӑнчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл сиксе тӑчӗ те хӑвӑрт кил хуҫи арӑмӗ пурӑннӑ пӳлӗмӗн алӑкне уҫрӗ, лешӗ, ӑна курсанах, хӑранипе аллинчи кофе пӑтратмалли кашӑкне ӳкерчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц сиксе тӑчӗ те каллех ларчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц сиксе тӑчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Килекенсем пур чухне яланах ҫакнашкал ырӑ мар сцена пулса иртет: килекенсем укҫа ыйтаҫҫӗ — кил хуҫи арӑмӗ памасть, сутуҫӑ юнама тытӑнать, кил хуҫи арӑмӗ тӑхтама ыйтать, унтан сутуҫӑ ятлаҫать, алӑксене шартлаттарса тухса каять, сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сасартӑк пӳрт умне кӳмеллӗ урапа ҫитсе тӑчӗ, калиткерен шаккарӗҫ, сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрме пуҫларӗ.Вдруг подъехал экипаж, застучали в калитку, началось скаканье на цепи и лай собаки.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах вӑл ҫак пурнӑҫа юратать: хура куҫҫулӗ юхтарать пулин те, канӑҫа пӗлмест пулин те, вӑл ӑна ӗлӗкхи лӑпкӑ пурнӑҫпа улӑштарас ҫук; ун чухне вӑл Обломова пӗлменччӗ, сиксе вӗрекен, ҫатӑртатса ҫунакан кастрюльсем, ҫатмасем, чӳлмексем таврашӗнче хуҫаланатчӗ, Акулинӑна, дворнике ӗҫ хушатчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗҫленӗ май Штольц калаҫнине шарламасӑр итлесе ларать, хушӑран пуҫне ҫӗклесе ун ҫине, темӗн пӗлесшӗн ҫунса, чӗрене тивмелле пӑхса илет — Штольц вара, час-часах кӗнекине пӑрахса е калас сӑмахне каласа пӗтермесӗр, сиксе тӑрать те тухса каять.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чух ҫӗрле хытӑ ҫывӑрса кайсан, сасартӑк такам пуҫран е ҫурӑмран ҫапнӑ пек, сиксе тӑратӑп.А иногда заспишься ночью, вдруг точно ударит кто-нибудь по голове или по спине, так что вскочишь…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ чӑрмантартӑм, — терӗ Штольц сиксе тӑрса.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц пырса кӗрсенех, чи малтан, Тарантьев ҫатан карта урлӑ ҫивӗччӗн сиксе каҫрӗ те пахчаналла утрӗ: ун хыҫҫӑн Иван Матвеевич, беседка хыҫӗпе йӑпшӑнса, хӑйӗн пӳлӗмӗнче ҫухалчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑнасем яшка ҫиме тытӑннӑччӗ кӑна, Тарантьев повара кукӑль ӑшне нимӗн те хуманшӑн ятлаҫма тытӑннӑччӗ кӑна, сасартӑк сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрни илтӗнчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Канлӗ вырнаҫса ларать те ҫӗлеме пикенет, сасартӑк Обломов Захара: кофе пар! тесе кӑшкӑрать, — Агафья Матвеевна ҫавӑнтах кухньӑна сиксе ӳкет, теме тӗллесе перес пекех, питӗ тинкерсе пӑхать, кашӑк илет те ҫутӑ ҫинелле тытса, кофине пӗр виҫӗ кашӑк юхтарса пӑхать: лайӑх вӗренӗ-и вӑл, тӑрӑлнӑ-и, ытла ҫӑра та ан пултӑрччӗ, хӑйма ҫийӗ хытнӑ-и, хытман-и?
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Урамран кӑшт шаккани илтӗнет-и — вӑл пуҫне ҫӗклет, хӑш чух вырӑн ҫинчен сиксе тӑрать, форточка уҫса итлет: Обломов мар-ши?
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн-ха вӑл ӗлӗк, шарккух ҫунсан та, пулӑ шӳрпи ытлашширех вӗресен те, яшкана ешӗл ҫимӗҫ ямасан та, Акулинӑна лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн хӑтӑрса илетчӗ те манатчӗ, халӗ вара, ун пек-кун пек пулсан, вӑл сӗтел хушшинчен сиксе тухать, кухньӑна чупса каять, Акулинӑна чӗрре кӗрсех ӳпкелешет, Анисьйӑна та ҫилленет; тепӗр кунне вара яшкана ешӗл ҫимӗҫ янине, пулӑ мӗнле пиҫнине хӑй тӗрӗслет.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кофе авӑртмалли ал арманӗ шалтӑртатнине, сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрнине, Захар атӑ тасатнине, сехет пӗр пек шакканине чылайччен итлет вӑл.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956