Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Хирӗҫӳ питӗ шала кӗрсе кайсассӑн, Симонӑн пӗр шанчӑклӑ ҫынни урлӑ ҫынсене вӗлерме тытӑнсассӑн, 4. Ония кӗрешӳ хӑрушӑ иккенне, Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗ Аполлоний питӗ тискер хӑтланнине, Симон ҫилли ӳссех пынине курса 5. патша патне кайнӑ, анчах ҫынсене айӑплама мар, кашнине, пӗтӗм халӑха усӑ пултӑр тесе кайнӑ вӑл, 6. мӗншӗн тесессӗн патша тӑрӑшмасӑр ӗҫ-пуҫа килӗшӳллӗн татса пама май ҫуккине, Симон хӑйӗн ӑссӑрлӑхне пӑрахмассине вӑл лайӑх курса тӑнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17-18. Турӑ вара, саккун урлӑ сӑмах панӑ пек, Хӑйӗн пӗтӗм халӑхне сыхласа хӑварчӗ, пурне те еткерлӗхне, патшалӑхне, священниксен тивӗҫлӗхне тата тасалӑх тивлетне тавӑрса пачӗ, — эпир Турра шанатпӑр, — кӗҫех Вӑл пире каҫарӗ те тӗнчипе сапаланса пӗтнӗскерсене сӑваплӑ вырӑна пуҫтарӗ: 19. Вӑл ӗнтӗ пире пысӑк инкексенчен хӑтарса хӑварчӗ, аслӑ вырӑна тасатрӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14. Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15. ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16. унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иоанн хӑйӗн халӑхӗпе пӗрле тӑшмана хирӗҫ хускалнӑ; халӑхӗ шыв урлӑ каҫма шикленсе тӑнине курса, чӑн малтан вӑл хӑй каҫса кайнӑ, ун хыҫҫӑн вара ыттисем те каҫнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Керемре ларакансем Трифон патне элчӗсем янӑ: вӗсем ӑна хӑйсем патне пушхир урлӑ пыртарасшӑн пулнӑ, апат-ҫимӗҫ ярса пама ыйтнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ионафан ӗнтӗ вӗсем хыҫӗнчен хӑваласа кайнӑ, анчах хуса ҫитеймен: лешӗсем Елевфера шывӗ урлӑ каҫса кайма ӗлкӗрнӗ.30. И погнался Ионафан за ними, но не настиг их, потому что они перешли реку Елевферу.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Газа ҫыннисем Ионафанран йӑлӑнса ыйтнӑ та, вӑл вӗсемпе килӗшнӗ, анчах вӗсенӗн пуҫлӑхӗсен ывӑлӗсене саклата илсе Иерусалима янӑ, хӑй вара ҫав ҫӗр урлӑ Дамаск хулине ҫитичченех кайнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ионафан хӑйӗн ҫыннисемпе Иордан шывне сикнӗ те тепӗр ҫыран хӗррине ишсе каҫнӑ, лешӗсем вара вӗсем хыҫҫӑн Иордан урлӑ каҫман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӗсем Идумея ҫӗрӗ урлӑ каҫса Вефсура тӗлӗнче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ та нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хулана ҫӗмӗрмелли сӑпрайсем лартнӑ; лешӗсем ӗнтӗ сиксе тухнӑ та вӗсене вутпа ҫунтарса янӑ, питӗ хастар ҫапӑҫнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Антиох патша, тури ҫӗрсем урлӑ иртсе пынӑ май, Персире пуянлӑхӗпе, ылтӑн-кӗмӗлӗпе чапа тухнӑ Елимаис хули пурри ҫинчен илтнӗ, 2. хулинче ҫавӑнти суя туррӑн ҫурчӗ те пур иккен, ҫурчӗ питӗ пуян-мӗн, унта ылтӑн ҫивиттисем, тимӗр тумтир, кӑрал пур иккен, ҫакна Александр — Филипп ывӑлӗ, Македони патши, эллинсен чи малтанхи патши — хӑварнӑ-мӗн.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Унтан вӗсем, Иордан урлӑ каҫса, Вефсан тӗлӗнче сарӑлса выртакан аслӑ тӳремлӗхе тухнӑ.52. И переправились через Иордан на великую равнину против Вефсана.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Иуда хулари арҫынсене пурне те хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ, хулине тӗппипе аркатса тӑкнӑ, тупӑш пуҫтарса илнӗ, вара хула витӗр ҫын виллисем урлӑ каҫса иртсе кайнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иуда Маккавейпа унӑн Ионафан шӑллӗ вара, Иордан шывӗ урлӑ каҫса, пушхирпе виҫӗ кун кайнӑ.24. А Иуда Маккавей и Ионафан, брат его, перешли Иордан и совершили трехдневный путь в пустыне.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Патша вара ҫарӑн тепӗр ҫуррине хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӗр хӗрӗх ҫиччӗмӗш ҫулхине Антиохи хулинчен, патша хулинчен, тухса кайнӑ, Евфрат шывӗ урлӑ каҫса тури ҫӗршывсене ҫитнӗ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Эсир вара, ачамсем, тӳсӗмлӗ пулӑр, саккуншӑн хытӑ тӑрӑр: эсир ун урлӑ мухтава тухӑр.64. Но вы, дети мои, крепитесь и мужественно стойте в законе, ибо чрез него вы прославитесь.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Патша, ҫак ҫӗршӗн ют йӗркесене пӑхӑнса пурӑнма хушса, Иерусалима тата Иудея хулисене хыпарҫӑсем урлӑ хут янӑ: 45. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме те, ытти тӗрлӗ парне кӳме те, эрех, ҫу юхтарса парне кӳме те чарнӑ, шӑматкунсемпе уявсене мӑшкӑл тума, 46. Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ ҫынсене ирсӗрлеме хушнӑ, 47. чӳк вырӑнӗсем, йӗрӗх ҫурчӗсемпе йӗрӗх лартмалли вырӑнсем тума, сысна ашӗпе, таса мар выльӑх ашӗпе чӳк туса тӑма, 48-49. саккуна манччӑр, Турӑ хунӑ мӗнпур йӗркене пӑрахчӑр тесе, ывӑл ачасене ӳт кастармасӑр ӳстерме, вӗсенӗн чунне тӗрлӗрен тасамарлӑхпа, йӗрӗнчӗкпе ирсӗрлеме хушнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне малашне мӗн пулассине Малахия урлӑ пӗлтерсе каланӑ сӑмах.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир, халӗ ҫак сӑмахсене Саваоф Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ чухне пулнӑ пророксем калани урлӑ илтекенсем, хӑвӑр аллӑра Турӑ Ҫурчӗ тума тӗреклетӗр.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Саккуна тата Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ун чухнехи пророксем урлӑ каланӑ сӑмахсене илтес мар тесе, чӗрине чуллантарса ячӗҫ; ҫавӑншӑн ӗнтӗ вӗсене Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн хаяр ҫилли ҫитрӗ.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иерусалимра халӑх пурӑннӑ вӑхӑтрах, хула лӑпкӑ тӑнӑ вӑхӑтрах, унӑн таврашӗнчи хуласенче те, кӑнтӑрти ҫӗршывра та, айлӑмра та халӑх пурӑннӑ вӑхӑтрах Ҫӳлхуҫамӑр ун чухнехи пророксем урлӑ ҫав сӑмахсенех каламанччӗ-и вара?
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.