Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ the word is in our database.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) more information about the word form can be found here.
Кандова, тен, ытти тӗрлӗ ыйтусем те пуҫ ҫавӑрнӑ пуль: лешӗ те ӑна хӑй пекех савса юратас пур-и, тепӗр майлӑ каласан эппин, ҫав хӗр ӑна хӑй пекех пысӑк телейлӗ тӑвайӗ-ши?

Другое дело, могла ли его страсть найти отклик, иначе говоря, могла ли она принести ему счастье — такое же большое, как она сама?

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унччен ӑна пурнӑҫ хура-шурӗ тертлентермен, хӑй ӗмӗтне кӑна шанса пурӑннӑскер, тӗрлӗ инкек-синкек пуласса вӑл асне те илмен.

Доверчивый и еще не затронутый жизненными невзгодами, он не был подготовлен к встрече с ними.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫамрӑк та хӗрӳллӗ идеалист Кандов таса чӗрене ҫеҫ тивӗҫекен тӗрлӗ теорисемпе те принципсемпе арпашнӑ кӑмӑлпа таврӑнчӗ Болгарие, ун пек теорисемпе принципсем чунӗсене пӑснӑ ҫынсемшӗн самай хӑрушӑ.

Молодой, горячий идеалист, Кандов вернулся в Болгарию, сбитый с толку крайними теориями и принципами, которые хороши лишь для чистых сердец, но опасны для людей порочных.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах пӗлӗтрен-мӗнрен пӗлтересси те, аслатипе тӑвӑл пуласса сунтараканни те нимӗн пулмарӗ, пӗртен пӗр ӑрӑм вӑл: «Турцiа ке падне — 1876» тени кӑна шанакан ҫынсене кӑна мар, чи шанманнисене те тӗрлӗ май шухӑшлаттарса пӑтраштарчӗ…

Но небесных знамений, предрекавших бурю, не было, если не считать грозного пророчества: «Турция ке падне — 1876», обошедшего страну и смутившего умы самых безнадежных скептиков…

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кам тултарнӑ ҫакӑнта тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр?

Кто притащил сюда это шутовское барахло?

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Икӗ кивӗ пистолет вырӑнне вӑл пӗр купа тӗрлӗ хӗҫ-пӑшал курчӗ.

Вместо двух старых пистолетов он увидел целую груду, целый арсенал ружей, револьверов, пистолетов.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шанса тӑрас тенӗ кӑмӑлӗ хуллен-хуллен вӑй илсе пычӗ, ҫавна тӗрекленсе пымашкӑн тӗрлӗ сӑлтавсем пулӑшрӗҫ.

Твердые убеждения вырабатываются постепенно, под влиянием многих значительных фактов.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗрпе пӗлӗт пӗрле хутшӑннӑ тейӗн, вӗсем пӗр пурнӑҫ хӑвачӗпе пӗрле пулса курнӑҫнӑ та, тӗрлӗ сӑрӑпа та ҫутӑпа, юрӑпа та симпе, юратупа та савӑнӑҫпа хӗпӗртесе чарӑна пӗлми савӑнаҫҫӗ.

Небо и земля как бы слились и стали единой жизнеутверждающей стихией, сотканной из зорь, света, красок, песен, ароматов, любви и ликованья.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Урамра чухне Колчо тепӗр тӗрлӗ шухӑшланӑччӗ те, хӑй шухӑшне тытаймарӗ, — хӗре вӑл хаваслӑ хыпар пӗлтерме хатӗрлентерсе ҫитереймерӗ.

Колчо не выполнил своего решения, принятого на улице, — он не смог постепенно подготовить девушку к радостной вести.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ӑна кам персе пӑрахать, ҫавӑ турӑ умӗнче пирӗшти пек таса пулать, — хӑй тем тӗрлӗ ҫылӑхлӑ ҫын пулсан та!

— Кто его ухлопает, будь это хоть самый страшный грешник, предстанет пред богом чистым, как ангел.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла чееленсе тӗрлӗ инкек-синкек пуласран хӑтӑлма май пултӑр терӗ вӑл.

Этой хитростью он хотел обезопасить себя на всякий случай.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ытарма ҫук илемлӗ асамат кӗперӗ ҫур пӗлӗте ыталанӑ, унӑн тӗрлӗ тӗслӗ хӑрах вӗҫӗ таҫта тӗксӗм ту хысакне кӗрсе пытаннӑ.

Яркая радуга охватила полнеба, и один ее многоцветный конец терялся где-то за темными грядами гор.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Христаки Заманов, тӗрӗк влаҫӗсене тӗрлӗ хыпар-хӑнар пӗлтерсе тӑракан ҫын, хӑй ӗҫленӗшӗн ӑна Пловдиври конакран укҫан тӳлеҫҫӗ.

Христаки Заманов был официальным осведомителем турецких властей и за свою работу получал вознаграждение от конака в Пловдиве.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав хушӑрах Огняновӑн ӗҫес-ҫиес апачӗ кунсерен лайӑхланса пырать: ӑшаланӑ автан киле-киле параҫҫӗ ӑна, ҫу та ҫӑмарта, сӗтпе пӗҫернӗ рис пӑтти, кукӑль тавраш, хушӑран кайӑк-кӑвакал та мулкач та пулкалать: эрехне те тӗрлӗ йышшине иле-иле килеҫҫӗ.

Между тем раненый с удивлением замечал, что с каждым днем стол его становится богаче: ему подавали жареных цыплят, масло и яйца, молочную рисовую кашу, пироги, а нередко даже диких уток и зайцев; появлялись на его столе и вина разных сортов.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ ача чухнехи кунӗсем те, чӑтса ирттернӗ тӗрлӗ асап-тӗсепӗ те, сумлӑ идеалӗсене чун хавалӗпе шанса тӑни те сӳне пӗлмерӗ.

Годы юности, годы борьбы, страданий и веры в высокие идеалы.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пупсен тумтирӗсене тыта-тыта пӑхрӗ, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра вырӑнтан вырӑна куҫара-куҫара лартрӗ, престол ҫинчи кӗнекесене арпаштарчӗ.

Он рылся даже в облачениях и передвигал утварь и книги на престоле.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Хроникӑра» тӗрлӗ хыпарсем нумай.

В «хронике» много интересного.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Анчах, Мичо бай, — тӗртсе хучӗ ӑна Недкович, — телеграммисене Европӑри тӗрлӗ хаҫатсенчен иле-иле пичетленӗ.

— Но, дядюшка Мичо, — возразил Недкович, — телеграммы взяты из разных европейских газет.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ытти вырӑнсене хулари тӗрлӗ халӑх йышӑнса пӗтерчӗ.

Все остальные места были заняты разношерстной толпой.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Соколов тухтӑра ӳлӗм мӗн кӗтет тесе тӗрлӗрен сӑмах шухӑшласа кӑларма та кунсерен тӗрлӗ сӑмах илтсе йӑпанма кам пӳлчӗ-ши ӑна?

Кто лишил ее удовольствия ежедневно выслушивать да и самой выдумывать все новые предсказания его судьбы?

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed