Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Вӑл ӗнтӗ пӗтӗм кӑнтӑр патшалӑхне ярса илме шухӑш тытӗ, хӑйӗн тӑшманӗпе килӗшӳ тӑвӗ, пӗтерес шухӑшпа ӑна хӑйӗн хӗрне качча парӗ — ӗҫ тухмӗ унӑн, усси пулмӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ ҫурҫӗр патшийӗ ҫитӗ, тӑпрас хӑпартӗ те ҫирӗплетнӗ хулана ярса илӗ: кӑнтӑр вӑйӗ хирӗҫ тӑраймӗ, унӑн чи паха ҫарӗ те тӳсеймӗ; хирӗҫ тӑма вӑй ҫитеймӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах та унӑн тымарӗнчен тухнӑ хунавсенчен пӗри патшана ларӗ; вӑл, ҫурҫӗр патшин ҫарне хирӗҫ кайса, унӑн ҫирӗплетнӗ хулисене ҫитсе кӗрӗ, вирлӗ тапӑнса вӗсене парӑнтарӗ, 8. вӗсен туррисен кӗлеткисене те, шӑратса тунӑ йӗрӗхӗсене те, хаклӑ савӑчӗсене те — ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — ярса илсе Египета илсе кайӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кайран кӑнтӑр патши вӑйланса кайӗ, анчах унӑн аслӑ ҫарпуҫӗ унран вӑйлӑрах пулса тӑрӗ те тата анлӑрах ҫӗрсене ярса илӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара хӑватлӑран хӑватлӑ патша ҫӗкленӗ, вӑл анлӑ ҫӗрсене ярса илӗ те мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Патша хытӑ хистенӗрен кӑмакана шутсӑр вӑйлӑ хӗртсе янӑ, ӗнтӗ Седраха, Мисаха тата Авденагона тытса пӑрахакансене ҫав вут-ҫулӑм ӗнтсе ярса вӗлернӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Амелсар вӗсене памалли апат-ҫимӗҫпе эрехе каялла ярса вӗсене пахчаҫимӗҫ ҫеҫ парса тӑнӑ.16. Тогда Амелсар брал их кушанье и вино для питья и давал им овощи.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫак ҫӗр — эсир шӑпа ярса Израиль йӑхӗсене валеҫсе памалли ҫӗр, ҫакӑ вӗсен пайӗсем, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑна, шӑпа ярса, хӑвӑр валли тата хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан, сирӗн патӑрта ачасем ҫуратнӑ ют ҫӗр ҫыннисем валли уйӑрӑр; Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем те ӗлӗкрен пурӑнакансемпе тан пулмалла, вӗсен сирӗнпе пӗрле Израиль йӑхӗсем хушшинче пай ҫӗрӗ илмелле.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Шӑпа ярса пай ҫӗрӗ валеҫнӗ чухне Ҫӳлхуҫа валли парне ҫӗр — сӑваплӑ лаптӑк — уйӑрӑр, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча, сарлакӑшӗ вунӑ пин пултӑр; ҫак вырӑн пӗтӗмпе, йӗри-тавра сӑваплӑ пултӑр.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Мур чирӗ ярса, юн тӑкса сут тӑвӑп ӑна, ун ҫине, унӑн ҫарӗсем ҫине, унпа пӗрле килнӗ нумай тӗрлӗ халӑх ҫине пӗтӗмпе путаракан ҫумӑрпа шултӑра чул, кӑварпа кӳкӗрт ҫутарӑп; 23. Хамӑн аслӑлӑхӑмпа Хамӑн сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, Хама нумай тӗрлӗ халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартӑп та, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сава, Дедан тата Фарсис сутуҫисем хӑйсен пӗтӗм ҫамрӑк арӑсланӗсемпе пӗрле калӗҫ сана: «эсӗ ҫаратма килтӗн-и? хӑвӑн эшкерне пурлӑх чыхса тултарма, кӗмӗлпе ылтӑн тӑпӑлтарма, выльӑх-чӗрлӗхпе мул туртса илме, пысӑк тупӑш ярса илме пуҫтартӑн-и?» тейӗҫ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ: «ҫак икӗ халӑх тата ҫак икӗ ҫӗр манӑн пулӗ, унта Ҫӳлхуҫа пулнӑ пулин те, эпир вӗсене ярса илӗпӗр» терӗн: 11. ҫавӑншӑн, — Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — Эпӗ сана хӑвӑн курайманлӑхна кура, Израиль ывӑлӗсене курайманнипе эсӗ епле кӗвӗҫнине кура айӑплӑп, сана сут тунӑ чухне вӗсене Хама кӑтартӑп.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсене тата Хамӑн сӑртӑмӑн тавралӑхне пиллӗп, кирлӗ вӑхӑтра ҫумӑр ярса тӑрӑп; вӑл пиллӗх ҫумӑрӗ пулӗ.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те хуралҫӑ, килекен хӗҫе курса, трупапа кӑшкӑртмарӗ, халӑха систермерӗ пулсан — хӗҫ ҫитсе камӑн та пулин пурӑнӑҫне пӗтерчӗ пулсан — ҫав ҫынна ҫылӑхӗшӗн ярса илнӗ, анчах та унӑн юнне хуралҫӑ аллинчен шыраса илӗп.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! ху халӑхун ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те Эпӗ пӗр-пӗр ҫӗр ҫине хӗҫ ярсассӑн, ҫав ҫӗр халӑхӗ хӑйсем хушшинчен ҫын суйласа илсе ӑна хӑйсен хуралне тӑратсассӑн, 3. ҫав ҫын ҫӗр ҫине килекен хӗҫе курса трупапа кӑшкӑртса халӑха систерсессӗн, 4. эхер те кам та кам трупа сассине илтет, анчах сыхланмасть пулсан, ӑна хӗҫ ҫитсе ярса илсессӗн, ҫав ҫын юнӗ хӑйӗн пуҫӗ ҫинче пулӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем санран аллисемпе ярса тытрӗҫ те, эсӗ чӗрпӗклентӗн, вӗсен хулне чиксе пӗтертӗн; вӗсем сан ҫине тӗренчӗҫ те, эсӗ хуҫӑлса ӳкрӗн, вӗсене пӗтӗмпе амантса пӗтертӗн.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: филистимсем тавӑрасшӑн ҫуннӑшӑн, пӗтӗм чунран йӗрӗнсе, пӗтерес тесех, ӗмӗрхи курайманлӑхпа тавӑрнӑшӑн, 16. акӑ филистимсем ҫине аллӑма тӑсӑп та, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Крит ҫыннисене пӗтерӗп, вӗсенӗн тинӗс хӗрринчи йӑлкӑмне пӗтерсе тӑкӑп; 17. тискер асапсем ярса, хӑватлӑн тавӑрӑп вӗсене; вӗсене ҫапла тавӑрнӑ хыҫҫӑн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: юн хулине хуйхӑ ҫитӗ! тӗпне ларнӑ хурана, кӑмӗ кайман хурана, хуйхӑ ҫитӗ! шӑпа ярса суйламасӑр, вӑл хурантан татӑк хыҫҫӑн татӑк кӑларса ывӑтӑр.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: усал ӗҫӗрсене куҫкӗретех туса, пӗтӗм ӗҫӗрте ҫылӑхӑрсене уҫҫӑн кӑтартса, эсир хӑвӑрӑн йӗркесӗрлӗхне аса илтеретӗр, ҫакна эсир хӑвӑрах аса илтеретӗр, ҫапла сире алӑпах ярса тытӗҫ, тет.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.