Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсен (тĕпĕ: хӑйсем) more information about the word form can be found here.
Хӑйсен кил хапхи умӗнче пӗр хура куҫлӑ типшӗмкке илемлӗ хӗр Григорий патне ҫуйӑхашса чупса пычӗ те тӳрех ӑна мӑйран уртӑнчӗ, унӑн кӑкри ҫумне чӑмӑртанса ларчӗ.

У ворот своего база сухощавая черноглазая красавица-девка с разбегу с визгом кинулась ему на шею, забилась на груди.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑшман ҫарӗн командованийӗ хӑйсем ҫине атакӑпа тапӑнасса пӗлнӗ пулӗ-и е сиссе кӑна илнӗ-и тен, анчах ак ҫапла ӗҫ пулса тӑчӗ: ҫӗрле, ыран 29-мӗш числа тенӗ чух, тӑшман ҫарӗсем хӑйсен окопӗсенчен тухса кайнӑ та пилӗк-ултӑ ҫухрӑм чакса тӑнӑ; кунта вӗсем пулемётлӑ засадӑсем кӑна тӑратса хӑварнӑ, — ҫавсем пӑлхантараҫҫӗ те ӗнтӗ пӗтӗм участок тӑршшӗпех вӗсене хирӗҫ тӑракан пирӗн пехотӑна.

Случилось так, что неприятельское командование или узнало о готовящейся атаке, или предугадало ее, но в ночь на 29-е неприятельские войска покинули окопы и отошли верст на шесть, оставив засады с пулеметами, которые и тревожили на всем участке противостоящую им нашу пехоту.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑр аманнисене наҫилккасемпе ҫӗклесе тухрӗҫ; хӑйсем халлӗнех ура ҫинче ҫӳреме пултаракансем, хӑйсен хушамачӗсене каласа ҫыртарчӗҫ те перрон ҫине тухрӗҫ.

Тяжелораненых выносили на носилках: те, кто мог ходить без посторонней помощи, вышли после записи на перрон.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каламасӑрах паллӑ — хуҫисем хӑйсен килне васкавлӑн пӑрахса тухса тарнӑ.

Молчаливо говорил о том, что хозяева бросили дом спешно.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Панихида туса ирттернӗ хыҫҫӑн тӑххӑрмӗш кунне вӑрҫӑра вилнӗ Григори воина асӑнма Виссарион пупа тата хӑйсен тӑванӗсемпе хурӑнташӗсене пуҫтарчӗҫ.

На девятый день после панихиды пригласили попа Виссариона и родных на поминки по убиенном воине Григории.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳҫне-пуҫне сапаласа, хӑйсен вӑрҫӑра вӗлернӗ упӑшкисене асӑнса: «И-и, чунӑм-тӑванӑм! Кам ҫине шанса тӑратса хӑвартӑн-ши эсӗ мана-а-а?..» — тесе пӗр казачка ҫеҫ мар хӳхленӗ.

И не одна уж простоволосая казачка отпрощалась, отголосила по мертвому: «И, родимый ты мо-о-о-ой!.. И на кого ж ты меня покинул?..»

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗре ирхи сывлӑш сӑрхӑнса нӳрлентернӗ йӗри-тавра ҫемҫе курӑк кӗрен тӗспе ҫуталать, кӗр умӗн яр-уҫҫӑн сарӑлса сӗткенленнӗ тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексем хӑйсен ӗмӗрӗ часах иртесси ҫинчен систернӗ пек хумханаҫҫӗ.

Земля впитывала богатую росу, розовели травы, все яркоцветные, наливные в предосеннем, кричащем о скорой смерти цвету.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл сайра хутра кӑна тута хӗррисемпе кулса, ейӗлсе илкелет, кулнӑ чух куҫӗсем ҫемҫелмеҫҫӗ, хӑйсен тӗксӗм ҫутине самантлӑха та ҫухатмаҫҫӗ.

Улыбался он редко, излучинами губ, глаза от улыбки не мягчели, неприступно сохраняли неяркий свой блеск.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйсен вӑхӑтӗнче чи авалхи этемсен меслечӗсемпе ҫапӑҫма тивнӗ ҫынсене ӑмсанатӑп эпӗ, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Калмыков, ҫак вӑхӑтра Листницкий еннелле ҫаврӑнса.

— Завидую тем, кто в свое время воевал первобытным способом, — продолжал Калмыков, теперь уже обращаясь к Листницкому.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пурте вӗсем ӑна хӑйсен тӗсне ҫухатнӑ этемсем пек туйӑнаҫҫӗ, вӗсен кӑвак, сенкер, симӗсрех тата ытти тӗслӗ куҫӗсенче лӳпперлӗхсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа вӑл чӑртмах этемсем якалса пӗтнӗ тахҫанхи пӑхӑр укҫана кӑна аса илтереҫҫӗ.

Все они казались какими-то вылинявшими, тупое застыло в серых, голубых, зеленоватых и иных глазах, и крепко напоминали хожалые, давнишнего чекана медные монеты.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен ҫӳлти сийӗсем кӗренӗн-кӑвакӑн тӗссӗрленеҫҫӗ, аялараххисем хӑйсен урӑм-сурӑм ҫутине ҫухатса пыраҫҫӗ, тӗсне ылмаштарса, тӗксӗм пӗлӗт ярӑмӗ ҫине темле ҫемҫе сирень чечекӗ пек ҫепӗҫ тӗтӗм сапса ҫутӑлтараҫҫӗ.

Вверху фиолетово чернели, чуть ниже утрачивали чудовищную свою окраску и, меняя тона, лили на тусклую ряднину неба нежно-сиреневые дымчатые отсветы.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӗри-таврари пур япаласем те уҫҫӑн, хӑйсен виҫинчен пысӑкланса курӑннӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр ирттернӗ хыҫҫӑн ҫавӑн пек пулать вӑл.

Все предметы вокруг были отчетливы и преувеличенно реальны, — так бывает, когда не спишь всю ночь.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гусарсем, хӑйсен таткаланса пӗтнӗ речӗсене лутӑркаса, каялла ҫаврӑнаҫҫӗ.

Гусары мнут свои изломанные ряды и поворачивают назад.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуринчен ытларах хӗр ҫинчен ҫырӑп: февраль уйӑхӗнче, хӑш числирине астумастӑп, мана унпа хӑйсен тӑрӑхӗнчи студент Боярышкин паллаштарчӗ.

Прежде всего о ней: в феврале, не помню какого числа, меня познакомил с ней ее земляк, студент Боярышкин.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Августра, пахча ҫимӗҫпе ҫуртырри пиҫсе ҫитнӗ вӑхӑтра, ҫумӑрсем ҫуса тасатнӑ пӗлӗт пӗр хавассӑр, тӗссӗррӗн шупкаланса пырать, сайра кӑна хӗвеллӗ лайӑх кунсем хӑйсен лӗп шӑрӑхӗпе чуна тунсӑхлантараҫҫӗ.

В августе — когда вызревают плоды и доспевают хлеба — небо неулыбчиво серело, редкие погожие дни томили парной жарой.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Укӑлча патӗнче вӗсене хӑйсен сотнинчи казаксем кӗтсе тӑнӑ.

У околицы их ждали казаки своей сотни.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӳртӗн-тӳрӗ Пеликелие еннелле, хӑйсен сотни патне вӗҫтерчӗҫ; нимӗҫсем аманса йӗнер ҫинчен ӳкнӗ юлташне лаша ҫине ҫӗклесе хучӗҫ те чикӗ еннелле кайрӗҫ.

Казаки поскакали напрямки к местечку Пеликалие, к сотне; немцы, подняв упавшего с седла раненого товарища, уходили к границе.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗҫсем, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, хӑйсен умӗнчи вара анса кайрӗҫ.

Немцы спустились в первую ложбину не оглядываясь.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотня, халӗ кӑна ҫӗнӗрен таканлатнӑ утсем кӗпӗртеттерсе утнӑ май, юриех сӑмахсене сыпӑнтарса ярса, вокзала тата хӑйсен вӑхӑтлӑх пӳрчӗсем — хӗрлӗ вагонсем патнелле юрӑ янӑратса, — кӑмӑлне ҫӗклентерсе пырать.

Сотня, нарочно сливая слова, под аккомпанемент свежекованных лошадиных копыт, несла к вокзалу, к красным вагонным куреням лишенько свое — песню:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та пин-пин казаксен куҫӗ умӗнче — ют халӑхсен ялавӗсем мар вӑштӑртатса тайӑлаҫҫӗ урасем айне, хӑйсен кулленхи, чун-чӗре ҫумӗнчи шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсем вӗткеленсе вӗресе тӑраҫҫӗ: арӑмсем, ачасем, савнисем, пухман тырпулсем, тӑлӑха юлнӑ хуторсем, станицӑсем…

Но перед глазами тысячи казаков — не шелк чужих знамен, шурша, клонился к ногам, а свое буднее, кровное, разметавшись, кликало, голосило: жены, дети, любушки, неубранные хлеба, осиротелые хутора, станицы…

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed