Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗт the word is in our database.
вӗт (тĕпĕ: вӗт) more information about the word form can be found here.
— Тен эпӗ ҫак асапӑмпа саплашнипе те хавасланнӑ пулӑттӑм — ан тив, мӗн хам виличченех пытӑр, мана вӗт хам пурнӑҫӑм тахҫанах кирлӗ мар.

 – Я, может быть, рад был бы поплатиться и этим страданием – уж пускай до смерти, потому что мне жизнь давно не нужна.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Итле-ха, итле-ха, — тесе мӑкӑртатрӗ вӑл, — эп вӗт ун ҫинчен эс пӗлменнине пӗлетӗп!

– Послушай, послушай, – пробормотал он, – я знаю о нем такие вещи!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ч. патне, чапа тухнӑ Ч. патне каяс тенӗ шухӑш каҫхинех пурччӗ-ха манӑн, анчах вӑл шухӑш мана ытла хӑюллӑ пек туйӑнчӗ, вӑл вӗт тахҫан Ленинград шкулӗн геройӗччӗ, унтан вара Совет Союз Геройӗ пулса тӑчӗ ӑна пӗтӗм ҫӗршыв пӗлсе те юратса тӑрать.

Эта мысль — поехать к Ч., к знаменитому Ч., который был когда-то героем Ленинградской школы, а потом стал Героем Советского Союза, которого знает и любит вся страна, — была у меня еще ночью, но тогда она показалась мне слишком смелой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл сана савать вӗт.

 — Она в тебя влюбилась.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, вӑл ҫапах та Катьӑна калаҫтарса ҫавӑрайман вӗт, тӗрӗс мар-и?

— Иван Павлыч, но ведь он же всё-таки её не уговорил, верно?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эс пӗлетӗн ӗнтӗ Николай Антоныча — вӑл васкамасть вӗт; малтан, шет, шӳтлесе ҫеҫ тенӗ пек, сӑмах майӑн калаҫнӑ пулӗ.

Ты знаешь Николая Антоныча — он действует не торопясь: вероятно, сперва это было сказано полушутя, между прочим.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл пӗтем пурнӑҫ тӑршшӗпех ун амӑшне юратнӑ, пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпех — вӑл сахал вӑхӑт мар вӗт.

Но он действительно всю жизнь любил её мать, всю жизнь — не так мало.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Павлыч, мӗн тейӗр эсир, Ромашка ыйтма та пултарнӑ вӗт унтан.

Иван Павлыч. Вы не думаете, что Ромашка мог потребовать от него…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пек пулса тухать вӗт, тӗрӗс-и?

Похоже, правда?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн вӑл Вышимирскирен ҫав хутсене илсе кайнӑ-ха, вӗсем тӑрӑх вӗт революциччен малтан Николай Антоныч педагог пулсан, биржа ҫилхӑванӗ пулнине кӑна пӗлме пултарать-ҫке?

Зачем он взял у Вышимирского эти бумаги, из которых во всяком случае можно вывести одно заключение, что до революции Николай Антоныч был не педагогом, а грязным биржевым дельцом ?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ аптрасах ӳкрӗм вӗт, вӑл мана каплипе анкӑ-минкӗ ҫын вырӑнне хума пултарӗ.

Я только растерялся и, наверно, показался ему идиотом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл вӗт Татаринов капитан экопедицийӗн историне ҫырать.

что он, видите ли, пишет историю экспедиции капитана Татаринова.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир вӗт ман пата кӗрсе тух, тесе ҫеҫ ҫырнӑ, вӑл ҫаплах ытла кирлине пӗлмен-ҫке эпӗ.

Вы мне просто писали: заезжай ко мне, и я не подозревал, что это так важно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ вӗт калаҫма юратман ҫынсене курса тӑраннӑ ӗнтӗ.

 — Я ведь на этих-то, что молчат, насмотрелась.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл мӑнкӑмӑллӑ ҫын вӗт.

 — Она очень самолюбивая.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Атте манӑн казак пулнӑ вӗт.

У меня ведь отец казак был.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку сенсаци вӗт! — терӗ вӑл.

Он так и сказал: — Да это сенсация!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗлӗнсех каймалла вӗт, вӑл хӑй ҫав экспедиципе мӗнле май ҫыхӑннине эпӗ хӑйӗнчен те лайӑхрах пӗлетӗп.

Как ни странно, но я знаю больше о его собственном участии в экспедиции, чем он сам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл вӗт, тӗрӗссипе каласан, сахал пӗлет.

 — Он ведь, в сущности, мало знает.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Экспедици пирки каланӑ май, — терӗ вӑл, — Николай Антонычӑн та материалсем пур вӗт.

— Кстати, об экспедиции, — сказал он, — Ведь у Николая Антоныча тоже есть материалы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed