Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫеҫ the word is in our database.
ҫеҫ (тĕпĕ: ҫеҫ) more information about the word form can be found here.
Асӑннӑ медицина пулӑшӑвӗпе усӑ куракансен шучӗ республикӑра ҫеҫ мар, Элӗк енре те ҫулсеренех ӳсет.

Help to translate

Ашшӗ-амӑшӗн сывлӑхӗ пӗлтерӗшлӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashen-sy ... eshle.html

Камшӑн та-тӑр вӑл пит ӑшӑ сӑмах (паллах, чи малтан унта вӑй хуракансемшӗн!), теприн, тен, куҫа курӑнман шанӑҫ кӳрекенни ҫеҫ пулса юлма пултарнӑ.

Help to translate

Шкул тупсӑмне шыраса // Пархатар. https://t.me/parhatar/599

Ку чатри («Пархатар-чатра» 50 ҫын ытла ҫеҫ!) ытти ӑш кӑмӑллӑ ӗҫтешсен шухӑш-кӑмӑлӗсене те курас килет.

Help to translate

Ыррипеле!!! // Л. Эрттемен. https://t.me/parhatar/607

«Амбулатори звенинче пахалӑхлӑ тата вӑхӑтра пурнӑҫланӑ диагностика пысӑк вырӑн йышӑнать. Паллӑсен проекторӗ пациентсен куҫ ҫивӗчлӗхне, рефракци пӑсӑлнине палӑртма пулӑшать. Ҫакӑ комплекслӑ сиплев кирлӗ патологисене тупма май парать. Паллӑсен проекторӗ экран ҫине символсене кирлӗ йӗркепе кӑтартать, вӗсене пациент мӗнле курни куҫ ҫивӗчлӗхӗ йӗркеллӗ е ҫитменлӗхсемлӗ пулнине палӑртма пулӑшать. Вӑл пулӑшнипе ҫавӑн пекех астигматизма, дальтонизма, ҫын тӗссене тӗрӗс мар курнине, аякрине курма кирлӗ оптика коррекцийӗн шайне палӑртатпӑр. Офтальмологи инструменчӗсен сӗтелӗ врачшӑн та, пациентшӑн та лайӑх условисем туса парать. Электроприводлӑ приборсен сӗтелне пӗр хусканупах хута яма, унӑн ҫӳллӗшне кашни пациент валли йӗркелеме пулать. Палӑртмалла: ҫӗнӗ йышши оборудовани туянсан медицина пулӑшӑвӗн шайӗ ҫеҫ мар, йышӑнакан пациентсен шучӗ те ӳсет».

Help to translate

Ҫӗнӗ оборудовани ӗҫре пулӑшать // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/08/30/ce%d0%bde ... %82%d1%8c/

Вӑл арҫынсемпе хӗрарӑмсен сывлӑхӗ ҫине ҫеҫ мар, ҫемьен пуласлӑхӗ ҫине те витӗм кӳрет.

Help to translate

Репродукци сывлӑхӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/08/30/%d1%80%d0 ... 88%d0%bbe/

Енчен те хут удостоверенипе ашшӗ-амӑшӗсем ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ пулсан, цифрӑллипе ачасем те усӑ кураяҫҫӗ.

Help to translate

Цифрӑллӑ удостоверени пулӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/08/30/%d1%86%d0 ... 83%d0%bbe/

Вӗсене пӗрлехи вӑйпа ҫеҫ пурнӑҫлама пулать.

Help to translate

Вӗрентӳ тытӑмӗ ҫӗнелсех пырать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51081-v-re ... sekh-pyrat

«Вӑрӑм та ҫӑмӑл мар ҫулпа утрӗ ҫак хушӑра пӗлӳ ҫурчӗ: педагогсен династийӗсем улшӑнса пычӗҫ, вӗрентӳ мелӗсем ҫӗнелсе тӑчӗҫ, ӗҫе чунтан парӑннисем, ачасене кӑмӑлтан юратакансем хушӑнсах тӑчӗҫ. 87 кӑларӑмра 6319 ача алла документ илнӗ. Вӗсенчен 454-шӗ - медалистсем. Наукӑн тӗрлӗ отраслӗнчи 30 ытла паллӑ ученӑй пулни статистика ҫеҫ мар, ҫитӗнӳсен чӗрӗ историйӗ, вӗсем паянхи кун та шкулпа ҫыхӑнура», - терӗ юбилейпе саламласа Рудольф Селиванов.

Help to translate

90 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51082-90-c ... li-numaj-2

Тата нумай ҫул пӗрле пурӑнма сывлӑхӗсем ҫеҫ пулччӑр,- тет ашшӗпе амӑшне чун-чӗререн тав туса Гелсирень Минсеитовна.

Help to translate

Юсуповсем 70 ҫул хушшинче ҫитменнине ҫитернӗ, ытлашшине каҫарнӑ... // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51087-yusu ... ine-kacarn

Пӗр чӗлхепе ҫеҫ те мар: тутарла, вырӑсла, акӑлчанла!

Help to translate

Юсуповсем 70 ҫул хушшинче ҫитменнине ҫитернӗ, ытлашшине каҫарнӑ... // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51087-yusu ... ine-kacarn

- Ун чухне пирӗн пысӑк Шӑнкӑртамра та ялӗпе виҫӗ велосипед ҫеҫ пулнӑ.

Help to translate

Юсуповсем 70 ҫул хушшинче ҫитменнине ҫитернӗ, ытлашшине каҫарнӑ... // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51087-yusu ... ine-kacarn

Педучилищӗре вӗренсе пӗлӳ илнипе ҫеҫ ҫырлахман.

Help to translate

Юсуповсем 70 ҫул хушшинче ҫитменнине ҫитернӗ, ытлашшине каҫарнӑ... // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51087-yusu ... ine-kacarn

Яланах хусканура пулни, общество пурнӑҫне хастар хутшӑнни, хуҫалӑхра ӗҫлеме юратни вара ҫак ҫула ҫитме пулӑшрӗ пуль…- сӑпайлӑн та лӑпкӑн ҫеҫ калаҫать 40 ҫул ытла шкулта физкультура учителӗнче вӑй хунӑ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, Чӑваш Республикинчи, РСФСРти велосипед спорчӗн чемпионӗ Минсеит Салахутдинович.

Help to translate

Юсуповсем 70 ҫул хушшинче ҫитменнине ҫитернӗ, ытлашшине каҫарнӑ... // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51087-yusu ... ine-kacarn

Арҫын ачан пӳрнисем чӑн-чӑн музыкантӑнни пек выляса ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Купӑсҫӑ пуласси те ачаранах паллӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51124-kup- ... anakh-pall

Нумай пулмасть ҫеҫ Мускаври телеканалпа Жанна Бадоева ертсе пыракан пултаруллӑ ачасен «Лучше всех!» шоу-кӑларӑмӗнче Тури Туҫари Глинкинсен мӑнукӗ, 7 ҫулти Артем Осипов хутшӑнчӗ, куракана хут купӑс каласа тӗлӗнтерчӗ.

Help to translate

Купӑсҫӑ пуласси те ачаранах паллӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51124-kup- ... anakh-pall

Акӑ, нумай пулмасть ҫеҫ Тӑрӑн территори пайне кӗрекен Кӗҫӗн Патӑрьелӗнчи тата Нӑрваш Шӑхаль территори пайӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхалӗнчи ял масарӗсен картисене шӑпах ҫак меслетпе ҫӗнетрӗҫ.

Help to translate

Масарсен картисене ҫӗнетнӗ // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51140-masa ... ene-c-netn

Кӑҫал ҫеҫ Упамсара Чӑваш Республикинчи пуҫару бюджечӗн программипе икӗ объекта хута янӑ.

Help to translate

Упамсасем ял хӑтлӑхӗшӗн кар тӑраҫҫӗ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51136-upam ... kar-t-racc

Вӗсен пархатарлӑ шухӑшне ырламалла ҫеҫ.

Help to translate

Патӑрьел - округ "тӗкӗрӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51135-pat- ... krug-t-k-r

Пысӑк пуҫарулӑх ҫеҫ кирлӗ.

Help to translate

Патӑрьел - округ "тӗкӗрӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51135-pat- ... krug-t-k-r

Патӑрьел ялӗ округ центрӗ ҫеҫ мар, кунта килекен ҫынсемшӗн, хӑнасемшӗн, туристсемшӗн Юхмапа Пӑла тӑрӑхне пӗтӗмӗшле хак пама пулӑшакан «тӗкӗр».

Help to translate

Патӑрьел - округ "тӗкӗрӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51135-pat- ... krug-t-k-r

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed